Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавара (тĕпĕ: тавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сутма пӗлес пулать, сутма пӗлес пулать тавара, — ҫак тӳлек лӑпкӑлӑхра тип аҫа ҫатӑртатнӑн илтӗнет Ҫтаппан сасси.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсенчен пӗри – хушма хуҫалӑхри тавара сутмалли пасар тӑвасси.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Мӗнпур тавара пушатма, складсене вырнаҫтарма пулӑшать.

Помоги переводом

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Туяннӑ тавара вырӑна илсе ҫитерме автомашина шыраса хӑшкӑласси те ҫук — хӑйсен транспорчӗпех леҫсе параҫҫӗ.

Помоги переводом

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Ҫапла майпа Елчӗке аякри ялтан строительство ӗҫӗнче усӑ курма кирлӗ ку е вӑл тавара туянма килнӗ ҫын хаклӑ вӑхӑтне сая ямасӑр, мӗнпур япалана кунтанах туянма пултарни питех те меллӗ пулнине ӑнланатпӑр.

Помоги переводом

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Эпӗ ҫак вӑхӑтченех мӗнпур тавара Андрей Николаевич Сыкин уйрӑм предпринимательтен туянатӑп.

Помоги переводом

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Тавара е пӗр-пӗр пулӑшӑва еплерех халӑх патне ҫитермеллине тӗпчекен специалистсем унччен те пулнӑ.

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Аграрисемшӗн чӗр тавара вырнаҫтарасси (сӗте анчах мар, тӗш тырра та) ҫивӗч тӑнине кура Республика Пуҫлӑхӗ иртнӗ эрнере пулса иртнӗ Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче ку тӗлӗшпе агромаркет йӗркелени лару-тӑрӑва улӑштарма пултарни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.

Помоги переводом

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Сайра тӗл пулакан тавара Сардимиров тӑванӗсемпе тусӗсем кӑна туянаҫҫӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ытлашши» тавара Изамбаев хӑйӗн лавккинче сутнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӗр тавара сутакансен тата ӑна туянакансен вара пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса хаксене йӗркелесе пыма кирлех…

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Сӗт туса илсе сутнинчен хушма укҫа-тенкӗ алла илессишӗн, ҫапла майпа хуҫалӑха тата ҫирӗплетессишӗн ырми-канми вӑй хуракан ял ҫынни чӗр тавара мӗншӗн тивӗҫлӗ хакпа сутаймасть?

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тунтикун чӗр тавара ӗҫлесе хатӗрлекен «Вӑрнарти СОМ завод» директорӗпе — Федор Волковпа, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата вырӑнсенче сӗт пухакан хӑш-пӗр уйрӑм предпринимательсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан та калаҫу ҫакӑн пирки пычӗ.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри ялсенчи уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен сӗт туянакан юридика сӑпачӗсем тата уйрӑм предпринимательсем чӗр тавара 23-28 тенкӗпе туяннӑ, кӑҫал вара 1 килограмм сӗт хакӗ 20-23 тенкӗ анчах.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Тепӗр кунхине Микула ялти лавккана кайрӗ, хӑйне кирлӗ тавара суйлама пикенчӗ.

Помоги переводом

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ула Тимӗр еннелле ҫавӑрчӗ, куҫне чарса, тимӗр бильярд шарикӗ пек ҫавракалатса ячӗ, вара тавара хакран кӑларнӑ йӑтмарҫӑ патнелле вирхӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак тӗле шӑпах машинӑсем тавара пушатса таврӑнчӗҫ — «конвеер» каллех «хута кайрӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнпур мелпе /тавара хӑйсем тӗллӗн турттарса килсе пасарта тата ярмӑрккара сутнин калӑпӑшне эксперт хаклавӗ тунине шута илсе/ ваккӑн суту-илӳ тунин ҫаврӑнӑшӗ 2014 ҫулта 132,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ тата 2013 ҫулхинчен - 2,7, 2008 ҫулхинчен 32,7 процент пысӑкланнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ тавара вырӑнта тирпейлесе сутассине тимлӗх ытларах уйӑрмаллине калать, кун пирки вӑл Ҫырура та палӑртнӑччӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Чӗртавар, ҫӗвӗ машинисем валли запас пайсем тупас, хатӗр тавара вырнаҫтарма килӗшӳсем тӑвас тӗллевпе унӑн тӑтӑшах ҫул ҫинче пулма тивнӗ.

Помоги переводом

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней