Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑратӑп-ха, халӗ пире хамӑра, колхоз ҫитти ҫинчен сӗтӗрсе антарса, чӑл-пар ватса ан пӑрахчӑр!Боюсь, как бы нас самих теперь не стащили с колхозной скатерти да не разбили вдребезги!
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй Прасковья Васильевна куна кӑмӑлласах йышӑнать, анчах халлӗхе пурнӑҫлама май килмен пӗр услови лартать иккен — сухалама юрӑхсӑр виҫ ҫӗр гектар ҫӗре Черемшанкӑ хуҫалӑхӗнчен кӑларса пӑрахчӑр, тет иккен вӑл.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хуть алӑк умӗнче ҫапса пӑрахчӑр та, ҫапах ют ҫатан айӗнче вилсе выртассинчен лайӑхрах!Нехай лучше у порога убьют — все легче, чем под чужим плетнем сдыхать!
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Захарычӗ мӗн калассине вара никам та, ҫав шутрах вӑл хӑй те, пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл хӑй нимӗн те пӗлменнине тата никама та пулӑшма пултарайманнине хӑех лайӑх ӑнланать, ҫапах та хӑйне ӗненме ан пӑрахчӑр тесе тем те хӑтланать.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Куҫа курӑнакан ӳсӗмсем ҫынсене ҫӗнӗрен иккӗлентерсе ан пӑрахчӑр тесе, асӑрханмалла пулчӗ; ӗҫ сарӑлни унӑн шалти аталануне чылай чӑрмантарса тӑчӗ, мӗншӗн тесен тулти виҫене ӳстерессипе шалтине кирлӗ пек туса ҫитересси — тачӑ ҫыхӑнса тӑракан япаласем вӗсем; ҫапах та, хуллен кӑна пулин те, — урӑх условисенче вӑл апла пулмастчӗ, — ӗҫ чиперех пычӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Турра хурлама пӑрахчӑр тесе, эпӗ вӗсене шуйттан аллине патӑм.которых я предал сатане, чтобы они научились не богохульствовать.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41-42. Антиох патша хӑйӗн патшалӑхӗ валли ҫыру кӑларнӑ: халӑхсем хӑйсен саккунне пӑрахчӑр та пурте пӗр халӑх пулччӑр, тенӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп, вӗсенчен пӑрӑнмӑп, вӗсене ырӑ тума пӑрахмӑп, Мана ан пӑрахчӑр тесе вӗсенӗн чӗрине Хамран хӑраса тӑмалла тӑвӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур — 4. вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн, 14. вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр; 15. вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2