Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пучахсене (тĕпĕ: пучах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмасть, тырӑ ӑшне выльӑх кӗтӗвӗ ҫитсе кӗрет: пӗтӗмпе таптаса, нимӗрлентерсе пӗтерет йывӑр пучахсене.

Откуда ни возьмись, забрел в хлеба табун скота; ископытили, в пахоть затолочили грузные колосья.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.

И разноголосая песня машин в утреннем воздухе, песня, которая сливается в один протяжный звук; и блестящие вдали крылья комбайна, забирающие под себя густую щетку колосьев; и желтеющее и все расширяющееся жнивье, рябеющее и снопами, и копнами, и валками соломы, — словом, на что ни взгляни, все радовало сердце хлебороба.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ часах ман шӑтӑксем патне качакасем пырса ҫӳренине куртӑм: вӗсем пучахсене ҫисе пӗтернӗ, йӗри-тавра качака йӗрӗсем юлнӑ.

Вскоре я убедился, что козы посещают мои ямы: колосья были съедены и кругом виднелись следы козьих копыт.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пучахсене вырса пухса кӗртсен, хылчӑкне тырӑран уйӑрас тесе, вӗсене алӑпа йӑваларӑм.

Когда все было собрано, я перетер колосья руками, чтобы отделить шелуху от зерна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун пек пӗрчӗллӗ пучахсене оранжерейӑра ҫеҫ ҫитӗнтерме пулать халь.

Только в оранжерее можно бы теперь вырастить такие колосья с такими зернами.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тулӑ тунисем вара йывӑр пучахсене аран-аран йӑтса ларчӗҫ.

Тяжелые усатые колосья еле держались.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька вӑрахчен пучахсене тыта-тыта пӑхрӗ.

Санька долго перебирал колосья.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ ерипен утрӗ, пилӗкӗ таранах тулӑ ӑшне кӗрсе, пӳрнисемпе пучахсене тыта-тыта пӑхрӗ, куҫне хӗскелерӗ.

Отец шел медленно, забредал по пояс в пшеницу, перебирал пальцами колосья, щурил глаза.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Типӗтнӗ пучахсене ҫӑнӑх пуличчен вӗтетмелле.

Помоги переводом

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ана тӑрӑх утса тухса Пучахсене пухатпӑр.

Шагая по загону Собираем колосья.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

5. Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ.

5. То же будет, что по собрании хлеба жнецом, когда рука его пожнет колосья, и когда соберут колосья в долине Рефаимской.

Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней