Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвакарнӑ (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кунта тӗрлӗрен кӑмпа пур: тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ мӑнтӑр хӑмпа, ӑвӑс кӑрӑҫӗ, кӑвакарнӑ лаша какайӗ тӗслӗ хурӑн кӑрӑҫӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тути хӗррисем кӑшт кӑвакарнӑ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Акӑ, пӗр чашӑк купӑста илсе кӗнӗ — ҫурри йӳҫсе пӑнтӑхса кайнӑ, помидор илсе кӗнӗ — темиҫӗш каллех кӑвакарнӑ

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Данил Макарович ҫӳллӗ мар, ҫӑтӑ пӳллӗ, кӑвакарнӑ пуҫлӑ, йӗкӗр янахлӑ старик; мӑнхырӑмланнӑ, кӑшт курпунланнӑ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫӳҫӳ кӑвакарнӑ, ху, ав, пӗчӗк ачалла хӑтланатӑн.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ те парас ҫук эпӗ сире кун хыҫҫӑн!

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

алӑ ҫинче суран е кӑвакарнӑ вырӑн пулсан, тытнӑ кайӑк-кӗшӗк тушкине тирпейленӗ чухне резина перчетке тӑхӑнмалла: юн ӳте, куҫа, ҫӑвара лекесрен асӑрханмалла, кайӑк ӑш-чикне, тӗк-ҫунатне ҫунтарса ямалла;

Помоги переводом

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Кӑвакарнӑ сухал пӗрчисене пас тытнӑ…

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӑл пӗр ҫирӗм ҫичӗ-ҫирӗм сакӑр ҫулсенче, анчах унӑн тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫӳҫӗ чӑнах та кӑвакарнӑ

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Анчах ҫынсем ун ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ: унӑн тарӑн шухӑшлӑ та салхуллӑрах курӑнакан сӑн-пичӗ, лӑпкӑ утти, пуринчен ытла яр уҫҫӑн палӑричченех кӑвакарнӑ тӑнлавӗсем вӗсене хытӑ интереслентерчӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн манӑн ордена кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ аттеҫӗме парӑр.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ку киревсӗр ӗҫ тахҫан-тахҫан пулса иртнӗрен вартаса суранлатнӑ вырӑн кӑвакарнӑ, хуралнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн симӗсленнӗ хупӑпа пӗр тӗслӗн курӑнать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кун чухлӗ шӑннипе арӑм упӑшкасӑр тӑрса юлма пултарать, — кӑвакарнӑ тутине аран-аран уҫкаларӗ вӑл.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Левенчук шикленсе ӳкни паллӑ: пичӗ шурнӑ, кӑвак куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, кӑвакарнӑ тути чӗтрет.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кунта хӑш-пӗр чухне сунарҫӑсем кӗрсе каннӑ пулмалла кӑвакарнӑ патрон гильзисем те ура айне ҫакланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней