Поиск
Шырав ĕçĕ:
Антонюк Берездов сӑмси айӗнчех куҫкаласа ҫӳренӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫамрӑк чухне вӑл питӗ илемлӗ пулнӑ, клавикордӑпа музыка калама пӗлнӗ, кӑштах французла калаҫнӑ; анчах ирӗксӗр качча тухнӑ упӑшкипе нумай ҫулсем куҫкаласа ҫӳренӗ вӑхӑтра ирӗлсе кайнӑ та, музыкӑна та, французла калаҫма та маннӑ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Каски унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинех анса ларнӑ, унӑн тӑхи янах айӗнче унталла-кунталла куҫкаласа тӑрать.Каска у него съехала на затылок, и ремешок от нее ерзал по подбородку.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вутсыпписем ҫине шӑрӑх ҫӗршывсене туса кӑтартнӑ ӳкерчӗксем ҫинче курнӑ евӗрлӗ тӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗк кайӑксем пырса та ларнӑ ӗнтӗ, акӑ вӗсем чӗвӗлтетеҫҫӗ, асамат кӗперӗ пек ҫуначӗсене силлентеркелесе сиккелесе ҫӳреҫҫӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа лараҫҫӗ, вӗсен хуйхӑсӑр хаваслӑхӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть…
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӑртран аванах курӑнать ӗнтӗ: ялта, ҫунса кайнӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗсенче, нимӗҫ салтакӗсен ушкӑнӗсем, тӗксӗм тӗслӗ нимӗҫ танкӗсем куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой пӗр ултӑ ҫул хушши пек «чӑн-чӑн ӗҫ» шыраса ҫӗршыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ куҫкаласа ҫӳренӗ, халлӗхе хӑйне ытларах чӑрмантарман ӗҫсемпе тата май килнӗ таран чылайрах укҫа паракан ӗҫсемпе аппаланса пурӑннӑ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вышка ҫинче тӑракан казакӑн вичкӗн куҫӗсем лӑпкӑ аулӑн каҫхи тӗтӗмӗ ӑшӗнче аякран курӑнакан кӑвак тата хӗрлӗ тумтирлӗ чеченецсем хӗрарӑмӗсен куҫкаласа ҫӳрекен мӗлкисене сӑнаҫҫӗ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫапла куҫкаласа ҫӳренӗ вӑхӑтсенче ун ашшӗ те ача ҫеҫ пулнӑ-ха.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аманнӑ урине меллӗн вырнаҫтарса, ӑна тӗркенӗ сӑхман ҫине хурса, сылтӑм урине ҫатан урапа ҫинчен усӑнтарса, вӑл ӗнтӗ шӑлсӑр ҫӑварне карса йӑл кула-кула илет, ватлӑх тӗссӗрлетнӗ куҫне кӑмӑллӑн хӗскелет, унӑн кушӑрханӑ пӗчӗк хӗрлӗ сӑмси, тӑван ҫеҫен хирӗн тӑван шӑршине каҫса кайса ҫӑтнӑ май, пӗр вӗҫӗмсӗр куҫкаласа тӑрать.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кровать ҫинче те вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа ларчӗ.Но и на кровати он поминутно пересаживался с места на место.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Арҫын ача вӗриленсе кайса, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа аташса выртать.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑнаккӑшӗ хӑйне канлӗ мар пек пӗрмай ҫаврӑнкаларӗ, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа выртрӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн ҫӑварӗнчен темӗнле хурлӑхлӑ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2