Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ, кокардӑллӑ картуз тӑхӑннӑ тата хулпуҫҫисем ҫине погонсем ҫыпӑҫтарса лартнӑ, хӗвелпе пиҫӗхнӗ ҫак тӑп-тӑп салтак Шурӑна пӗр вӑхӑтрах тӗлӗнтерсе те, хӑратса та пӑрахрӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӳрте симӗс гимнастерка ҫине урядник пакунӗсем ҫӗлесе хунӑ, пуҫне кокардӑллӑ карттус тӑхӑннӑ палламан казак кӗрсе тӑчӗ.Вошел незнакомый казак с погонами младшего урядника на защитной гимнастерке и в фуражке с кокардой.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Хӑйӗн хӗресӗ-мересӗсене ҫакса тултарчӗ, кокардӑллӑ карттусне тӑхӑнчӗ, кайрӗ тухса.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах декабрӗн 22-мӗшӗнче Иванов адъютанчӗ Каргинскинчен Вешенскине вӗҫтерсе ҫитет те командующи манса хӑварнӑ ҫӗнӗ кокардӑллӑ ҫуллахи карттусне, ҫӳҫ турамалли щеткине, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмӗпе ытти хӑшпӗр, вак-тӗвек япалисене кула-кулах хваттерӗнчен пуҫтарса тухса каять…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗссӗр симӗс кӗпеллӗ, симӗс пакунлӑ подъесаул Спиридонов шурӑ кокардӑллӑ карттусне хыврӗ те, енчен енне ҫаврӑна-ҫаврана тӑрса, хыттӑн янӑратса кӑшкӑрчӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халӑх ушкӑнӗ варринче, типме ӗлкӗреймен ҫемҫе ҫӗр ӑшне тӑватӑ урипе те путса кӗнӗ тайкаланчӑк сӗтел хушшинче, хутор ревкомӗн председателӗ Назар ларать; унпа юнашар, аллисемпе сӗтел хӑминчен тытса, кокардӑллӑ симӗс карттус, пакунлӑ куртка, тӑвӑр пӗҫӗллӗ тӗссӗр симӗс галифе тӑхӑннӑ сотник — Григорий палламанскер — тӑрать.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пуканне шутарса сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те ним пӑлханман пек лӑпкӑн шурӑ кокардӑллӑ симӗс карттусне хывса хучӗ, ҫӳҫне тураса якатрӗ, сулахай пӳрнисемпе френчӗн айӑкри шалпар кӗсйине тӳмелерӗ, хӑйне темскер калакан Богаевский еннелле тайӑлса ларчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кокардӑллӑ картузӑма та таткала.
Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.
Ҫамрӑк чӑрӑшсем хушшинчен, вӗлт те вӗлт туса, кокардӑллӑ карттус курӑнчӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
- 1
- 2