Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

бах сăмах пирĕн базăра пур.
бах (тĕпĕ: Бах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — пӗрремӗш ҫурма рота салтакӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, сывлӑша пӑрапа пӑраласа шӑтарнӑ пек, ҫивӗччӗн шӑхӑра-шӑхӑра, хӑрушла ахлатса вӗҫеҫҫӗ снарядсем; унтан пӗр самантлӑха шӑп пулса килет те, хаплатса ҫурӑлнӑ сасӑсем таҫта инҫетре, Стаход шывӗ урлӑ каҫмалли кӗпер ҫывӑхӗнче, илтӗнсе каяҫҫӗ: бах!.. бах!..

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — заквохтали с нарастающей силой снаряды, как буравом, высверливая воздух, со скрежетом проносясь над головами солдат первой полуроты; мгновение тишины — и далеко, возле переправы через Стоход, облегчающий гул разрывов: бах!.. бах!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта тата ун умне темле адвокат пекскер килсе тухать, вӑл ӑна та — бах!

Тут ему еще какой-то адвокатишка подвернулся, он и его бах!

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Мӗн — бах! — тӑвать?

— Что бабахнет?

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтра танамид — бах! тӑвать…

Танамид ка-ак бабахнет…

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ кӑнтӑрла ҫитеспе ҫӗр ҫӑтасшӗ хир сыснине шыраса тупрӑмӑрах, — бах! бах! персе ятӑмӑр эпир, тивертеймерӗмӗр, хир сысни хӑмӑш ӑшне кӗрсе тарчӗ… ҫав тери телейсӗр кун пулчӗ ҫав!

Наконец в полдень отыскали проклятого кабана: паф! паф!.. не тут-то было: ушел в камыши… такой уж был несчастный день!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн гренадер тӗллерӗ те… бах! персе ячӗ, тивертеймерӗ, — тарӗ ҫеҫ хыпӑнса илчӗ.

Мой гренадер приложился… бац!.. мимо, — только что порох на полке вспыхнул;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней