Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун куҫӗсем ҫав тери уҫҫӑн та вӑйлӑн ҫуталчӗҫ, вӗсенчен е халех куҫҫуль шӑпӑртатса анассӑн, е вӑл ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнчӗ.
III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пурте вӗсем малалла ӳпӗннӗ, кӗҫ-вӗҫ шывалла чикеленсе анассӑн туйӑнать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӑна хӑй тата пӑртак кайсанах персе анассӑн туйӑннӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӑнлавран хӗстерет, питне юн тулса килчӗ, тепӗр утӑмранах тӗшӗрӗлсе анассӑн, урӑх тӑрас ҫук пек туйӑнать.Ломило виски, лицо набухало кровью, казалось, еще шаг — он упадет и больше не встанет.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кайӑк пек, чарӑнмасӑр вӗҫет вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, пуҫне пӗке-пӗке ташлать, ак ӗнтӗ, вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе, халь-халь ҫӗре персе анассӑн е ку тӗнчерен вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пимфовӑн ниме палӑртман тӳрккес сӑн-пичӗ тата ытларах тӳрккесленет; кӗҫ-вӗҫех шӑрӑхпа ирӗлсе жилетка тӑрӑх юхса анассӑн туйӑнать.Безжизненное лицо Пимфова раскисает еще больше; вот-вот растает от жары и потечет вниз на жилетку.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Ҫак тӗссӗрленсе кайнӑ питӗ кивӗ хапхан, икӗ енӗпе те хушӑк-ҫурӑклӑ тӗссӗр хӳме тӑсӑлать; хӳмен сылтӑм пайӗ малалла хытӑ ӳпӗннӗ, халь-халь лаштӑртатса анассӑн туйӑнать, сулахай пайӗ картиш еннелле хыҫалалла тайӑлнӑ, хапхи вара тӳррӗнех тӑрать-ха, хыҫалалла ӳксен лайӑх-ши е малалла тӳнсен меллӗрех-ши тесе иккӗленет пулмалла.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тарҫӑсем хӑранипе шари ҫухӑрса ячӗҫ: уйӑх мӗнле чӗтренсе илнине те курчӗҫ, вӑл кӗҫ-вӗҫ персе анассӑн туйӑнчӗ, — анчах ӳкмерӗ уйӑх, тӳпере халичченхи пекех лӑпкӑн ҫакӑнса тӑчӗ, малтанхинчен те ӑшшӑн та ачашшӑн ҫутата пуҫларӗ, ӑна нимӗн те сусӑрлатман, тейӗн.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Коновалов сасси чӗтрет, пӗр йӗрет, пӗр йынӑшать, — хӑйӗн хурлӑхлӑ юррине юрлакан ҫакӑ кӑмӑллӑ ҫынна курсан хӗрхеннипе куҫҫуль шӑпӑртатса анассӑн туйӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Санькӑшӑн вара хӗвел те анассӑн туйӑнмарӗ.Саньке даже казалось, что солнышко решило совсем не закатываться.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Резина пӳске ҫӳле-ҫӳле, пӗлӗтелле хӑпарса каять, урӑх нихҫан та ҫӗре анассӑн туйӑнмасть.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑ кӑвак тӳпе йывӑр хӑрушлӑх айӗнче аран тытӑнса тӑнине, ҫав хӑрушлӑх ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ япала ҫине халь-халь ишӗлсе анассӑн туйӑннине эпӗ уҫҫӑн тавҫӑрса илтӗм…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1
- 2