Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ҫак халӑха мӗншӗн Иордан урлӑ каҫартӑн — пире аморрейсен аллине парса пӗтерес тесе-и? ах, пирӗн Иордан леш енчех юлса пурӑнмаллаччӗ-мӗн!
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ; 45. хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ; 46. ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне эпир аморрейсен икӗ патшин аллинчен ҫак ҫӗре, Иордан ку енчи Арнон юхӑм шывӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран тӑсӑлакан ҫӗре, — 9. Сидон ҫыннисем Ермона Сирион теҫҫӗ, аморрейсем ӑна Сенир теҫҫӗ, — 10. тӳремлӗхри мӗнпур хулана, пӗтӗм Галаада, Салха хулинчен пуҫласа Едреи хулине ҫитиччен пӗтӗм Васана, Васан патши Ог патшалӑхӗн хулисене туртса илтӗмӗр; 11. ӗнтӗ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тӑрса юлнӑччӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей вӗсене — Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене — тата Иосиф ывӑлӗн Манассиян ҫур йӑхне аморрейсен патшийӗн Сигонӑн патшалӑхне, Васан патшийӗн Огӑн патшалӑхне панӑ, ҫав ҫӗре унти хулисемпех — йӗри-таврари хулисемпех — тата пӗтӗм тавралӑхӗпех вӗсене панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль халӑхӗ вара аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлусем тарса саланчӗҫ, хӗрӳсем аморрейсен патши Сигон аллине тыткӑна лекрӗҫ.Разбежались сыновья его, и дочери его сделались пленницами Аморрейского царя Сигона.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ; 25. Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ; 26. Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчӗсем янӑ, [килӗшӳ сӗнсе,] ӑна ҫапла калама хушнӑ: 22. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ; [эпир ҫулпа кайӑпӑр,] уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр, санӑн ҫӗрӳнтен тухиччен патша ҫулӗпе пырӑпӑр.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту; 6. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту; 7. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22. сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп: 19. ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, 20. хетсен, ферезейсен, рефаимсен, 21. аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2