Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн турӑ, пирӗн ҫветтуй чиркӳ тата православнӑй духовенство — халӑхӑн пӗртен-пӗр хӳтӗлевҫисем — хута кӗрекеннисем пулнине кура, ҫав вӗреннӗ ҫынсем хайхи, чиркӳсене хупса пӗтерме шутласа хунӑ пулать…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗтӗм пурнӑҫ тӗпрен кисреннӗ, унӑн пӗтӗм кивӗ йӗрки тӑпӑлса арканнӑ, эхер те ҫав тӑвӑлра вӑл-ку чиркӳсене ишнӗ е унта-кунта улпут ҫурчӗсене ҫунтарса янӑ-тӑк — пит темех мар-тӑр ку, ӑнланма май пур пек чиперех…
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кирлӗ мар чиркӳсене хуть те хӑҫан та сӳтме ӗлкӗреттӗмӗр.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Чиркӳсене те аркатса тӑкӗҫ акӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӑштах тӑрсан — тӗнче урӑхла май ҫаврӑнчӗ тейӗн — хулари пур чиркӳсене те чун кӗрсе ҫитрӗ.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ултӑ пин вандеец хулара, ялти пекех, ним тиркесе тӑмасӑр, ярмаркӑна килнӗ ҫынсем евӗрлӗ вырнаҫнӑ, вӗсене фуражирсем, ҫӗр каҫма уйӑрса панӑ ҫурт-йӗрсем те кирлӗ пулман; урамрах апат пӗҫернӗ, ӑҫта кирлӗ унта ҫывӑрма выртнӑ, пӑшалӗсене хурса, четки шӑрҫисем суйлама чиркӳсене кӗрсе ларнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн хура кӳлепи шупка пӗлӗт тӗлӗнче уҫҫӑн палӑрса тӑрать; унӑн тӑваткал кӗтеслӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ башнипе чан ҫапакан пӳлӗмӗ, пур енчен те чӳречеллӗскер, витӗр курӑнать; бретанецсем чиркӳсене ҫапла тӑваҫҫӗ.
II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Турра ӗненмеҫҫӗ вӗсем, ыттисене те чиркӳсене ҫаратма ӳкӗтлеҫҫӗ, — ак мӗнлескерсем вӗсем!В бога они не верят и других уговаривают, чтобы церкви ограбить, вот они какие!
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Карчӑксем: тӗнче пӗтет, мӗн пур чӗрчун пӗтет, тесе пӗлтернӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте чиркӳсене хупнӑ.Старухи пророчили конец света, погибель всему живому, кое-где позакрывали церкви.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сас-хура пулчӗ ҫавӑн пекки: эсир чиркӳсене ҫарататӑр, пупсене вӗлеретӗр, терӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чиркӳсене хупса пӗтерчӗҫ авӑ…
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чиркӳсене хупни вӗсене килӗшместчӗ, анчах хӑйсем ирӗксӗрлесех коммуниста мӑйран хӗрес ҫакса яма хӑтланни, — ку вара вӗсемшӗн нимӗн те мар иккен!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ чиркӳсене хупассине хирӗҫ ҫухӑрнӑ леш типсем пирки калатӑп.Я говорю про тех типов, какие вопили против закрытия церквей.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халь акӑ ҫапла пулса тухать: Сталин ҫавнашкал коммунистсене, халӑха вӑйпах колхоза хӑваласа кӗртнӗ, ыйтмасӑр-тумасӑрах чиркӳсене хупса ҫӳренӗ ҫынсене, питех те хытӑ ятлать-мӗн, вырӑнӗсенчен кӑлара-кӑлара сирпӗтет.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чиркӳсене хупаҫҫӗ…
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ. 2. Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп. 3. Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те. 4. Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ. 5. Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп. 6. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.