Поиск
Шырав ĕçĕ:
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ФСБ чикӗ хӗрринчи службӑн гражданла персоналне Пограничник кунӗ ячӗпе саламланӑ, ҫак уяв Тӑван Ҫӗршыв чиккисене хӳтӗлекенсен пур ӑрӑвӗсене те асра тытмалли тата хисеплемелли пулнине палӑртнӑ.
Путин пограничниксене професси уявӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... an-3788306
ССР Союзӗн мӗнпур кӑнтӑртипе хӗвелтухӑҫри чикки тӑрӑх тенӗпе пӗрех тата ССР Союзӗн Европӑри пайӗпе Азири пайӗ хушшинчи чикӗ тарӑх та уйрӑмӑнах хӑмӑр йӑрӑмсем пур, вӗсем — тусем.
ССР Союзӗн ҫӗр пичӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
«Шупашкар» хурал карапӗ, СССР Чикӗ хуралӗн арӗсен йышне 1988 ҫулта кӗнӗскер, ҫӗршывӑн анӑҫ чиккисенче службӑра тӑнӑ.
Олег Николаев Раҫҫей Тинӗс ҫар флотне йӗркеленӗренпе 325 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/31/glav ... et-s-325-l
Хӑйӗн опычӗ тӑрӑх Смолярчук ҫакна та лайӑх пӗлсе тӑрать: чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫынсем, чикӗрен мӗнле те пулин аяккарах каяс, чикӗ хӗрринчи зонӑран ирӗке тухас тесе, пӗтем вӑя хураҫҫӗ, кашни минутпа усӑ кураҫҫӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Совет пограничникӗсем ҫӗршыв чиккине яланах пӗрешкел йӗркепе мар, чикӗ урлӑ каҫакансен тӗрлӗ хӑтланӑвӗсене лайӑх пӗлсе, тӗрлӗ меслетсем шухӑшласа тупса сыхлаҫҫӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Белогорка чикӗри юханшыв пултӑр, эпир вара чикӗ урлӑ вӑрттӑн каҫакансене йӗрлесе тытӑпӑр.— Белогорка будет пограничной рекой, а мы с вами начнем вылавливать нарушителей.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ун умӗнче чикӗри юханшыв та, чикӗ леш енчи хӗвеллӗ уй-хирсем те, училищӗрен вӗренсе тухнӑ чухнехи вечер та, инҫетри хулари амӑшӗ те, хӑйӑрлӑ пушхирти вӑрӑм караван та, темиҫе тӗслӗ ҫулӑм кӑларса ҫунакан вут пек, йӑлкӑшса илчӗҫ те, темӗнле паллӑ мар, уҫӑмсӑр, анчах вӗҫӗ-хӗррисӗр илемлӗ япала ун куҫӗ умӗнчен пӗр самантра вӗлтлетсе иртрӗ — вара пурте уншӑн тата ӑнланмалларах пулса тӑчӗ.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тепӗр кунне Беридзепе Ковшов тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш участоксен чиккине касрӗҫ; чикӗ палли — йывӑҫран тунӑ хапхапа ун ҫумӗнчи контрольно-диспетчерски пунктӑн пӗчӗк ҫеҫ пӳрчӗ иккен.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Июль уйӑхӗнче богунецсем Старо-Константинов — Проскуров хушшинче петлюровецсене хӗссе чикӗри Волочиск местечко патне тухнӑ; Новоград-Волынскран Дубно ҫинелле наступлени тӑвакан тарашанецсем Дубнона илнӗ те Радзивилов местечко тӗлӗнче чикӗ патне тухнӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫак юханшыв пек куҫакан этем масси таҫтах, куҫ курма пултарнӑ таранах юхса тӑрать, унӑн ҫыранӗ — чикӗ, совет чиккинчен никам пӗр пусӑм иртмест, каҫма юраман ҫӗр урлӑ пӗр ура та ярса пусмасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Красноармеец поляк ыйтнине илтет, анчах чикӗри службӑн полевой уставӗ ҫар ҫыннине чикӗ леш енчисемпе никампа та калаҫма хушмасть, ҫитменнине тата вӑл поляк салтакӗ мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнланса та илеймерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Толстойӑн «Война и мир» ятлӑ романӗнче пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан ик ҫар хушшинчи чикӗ — чӗррисене виллисенчен уйӑрса тӑракан пӗлменлӗх чикки ҫинчен каланӑ вырӑн пур.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпир Мускавпа ҫыхӑнса тӑратпӑр, халӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра тӑракан генералсемпе, фабрикӑсенче тата заводсенче ӗҫлекен инженерсемпе, унтан та ытларах та — чикӗ леш енчисемпе те ҫыхӑну тытатпӑр.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чикӗ урлӑ каҫма хӑтланнӑшӑн суд тумалла тесе, мана Кишиневра тӗрмене лартрӗҫ те, ҫавӑнта тифпа чирлесе ӳкрӗм…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ну, тухса кайрӑмӑр вара хайхисем Кагулӑран — Бессарабире, чикӗ ҫывӑхӗнче, ҫав ятлӑ местечко пур.Ну, вот и отправились из Кагула — местечко этакое есть в Бессарабии, около самой границы.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑхӑчӗпе вӗсем чикӗ патне те чупа-чупа пыраҫҫӗ, шапасене шӑтӑка ярса, ҫӗрпе хупласа хӑвараҫҫӗ.Время от времени они подбегали к межнику, высыпали черепашку в яму и заваливали землей.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чикӗ тӑрӑх, урисене вӗттӗн-вӗттӗн пусса, Маша асламӑшӗ, Манефа карчӑк килет.По межнику мелкими шажками семенила Машина бабушка — Манефа.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша чикӗ тӑрӑх чупрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑҫта вӗсен хушшинчи чикӗ?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Новиков чикӗ леш енне тарнӑ, тӗрлӗ ҫӗршывсенче пурӑннӑ, матрос пулса ӗҫленӗ.Новиков бежал за границу, он скитался по разным странам, снова плавал матросом.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.