Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт унӑн питне, — шутласа та кӑлараймӑн, — шелсӗррӗн йӗрлесе пӗтернӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ал сыппин ҫӳхӗ тирӗ айӗнчи юн тымарӗсем питӗ уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ, ӳт ҫине тир ҫеҫ ҫыпӑҫтарса янӑ тейӗн ҫав.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Комдив тиртен ҫӗленӗ симӗс шӑлавар тӑхӑннӑ, тинӗс шывӗ кӗнипе пӑсӑласран, ӑшне искусственнӑй тир сӑртарнӑ куртка тӑхӑннӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ, ӑнланатӑн-и, ҫав тирӗн малти пайне кӗрсе тӑратӑп та хамӑн пуҫа лаша пуҫӗ ӑшне чикетӗп, эсӗ тир ӑшне хыҫалтан кӗрсе тӑратӑн, пӗкӗрӗлетӗн те аллусемпе мана пилӗкрен ярса тытатӑн, вара санӑн ҫурӑму лаша ҫурӑмӗ пек пулса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Мӑйӗ ҫинче кайӑк пуҫӗсенчен тунӑ мӑй ҫакки, пуҫӗ ҫине тӗксемпе, шӑрҫасемпе илемлетнӗ тир калпак, пӗҫҫи тавра тир пиҫиххи, ун ҫинче ҫӗршер хӑнкӑрмапа шӑнкӑрав — вӗсем мганнга хусканмассерен испани мулӗн ут таврашӗсенчен те хытӑ шанкӑртатаҫҫӗ, — ҫакӑн пек Африкӑри тухатмӑшсен пӗрлешӗвӗнчи чаплӑ асамҫӑн тумӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хуртсем кивӗ тирӗсене темиҫе хутчен хывса, урӑх ҫӗнӗ тир тӑхӑннине эпӗ пӗлсе тӑраттӑм.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл тир ҫухаллӑ тата аркине те ҫавӑн пек тир тыттарса ҫӗлетнӗ тӗттӗм хӗрлӗ пальто тӑхӑннӑччӗ.Она была в коричневом пальто с меховым воротником и с такой же меховой оторочкой внизу.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Анчах чӗрӗ тир мар, сӑран тутарнӑ тир.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп тӑхӑнтарчӗҫ, ҫиелтен тилӗ тир кӗрӗкӗпе витӗнтерчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вавилон патши Навуходоносор Тир патӗнчи пысӑк ӗҫсемпе хӑйӗн ҫарне ӗшентерсе ҫитернӗ; пурин пуҫӗ те кукшаланса юлнӑ, хулпуҫҫийӗсем шӑйрӑлса пӗтнӗ; анчах ӑна та, унӑн ҫарне те Тир хулине хупӑрласа тӑнӑшӑн, ӑна хирӗҫ ҫапла пысӑк ӗҫсем тунӑ пулин те, тивӗҫлӗ парне ҫук-ха.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ, эсӗ те Тир хулишӗн хӳхлеме пуҫла, 3. кала ҫав хулана, тинӗс кукӑрӗнче лараканскере, чылай утрав халӑхӗпе суту-илӳ тӑваканскере: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй Тир! «эпӗ — чӑн илем!» тетӗн эсӗ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: тиршӗн — тир хакӗ, пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр; 5. Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн, 25. священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 26. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 27. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 28. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн, 19. ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла; 20. священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ; 21. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 22. суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир; 23. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирӗксӗрех тир ҫухавине тӑратма тиврӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫывӑх вӑхӑтра хута каякан «Батыревский» индустри паркӗнче тир тирпейлекен цех йӗркелесшӗн.
Инвесторсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну пирки калаҫнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50164-inve ... rki-kalacn
Купан тепӗр енче — пуснӑ выльӑхӑн пырши те пакарти, ула-чӑла тир.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Гербӑн тӗп вырӑнӗнче сӑран тир вырнаҫнӑ, вӑл — тир-сӑран туса кӑларассин символӗ те, ӑрусен ҫыхӑнтаракан символ та, пӗрле тӑвакан ӗҫӗн (сӑран хатӗрлекенсен тата атӑ-пушмакпа тумтир ҫӗлекен ӑстасен) символӗ те .
Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97
«Хӗрлӗ ана ҫинче хура ҫӑмхаллӑ кӗмӗл тир вырнаҫнӑ, ун йӗри-тавра ункӑн-ункӑн пучахсен ылтӑн пуҫӗсем саланнӑ»
Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97