Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия Иудейӑри пур ҫирӗплетнӗ хулана та ҫарпуҫ лартса тухнӑ, 15. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ют ҫӗр туррисене тата йӗрӗх кӗлеткине сирпӗтнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн сӑрчӗ ҫинче тата Иерусалимра суя турӑсене парне кӳме лартнӑ вырӑнсене аркатса тухнӑ, вӗсене хула хыҫне кайса пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия вара Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлнӗ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах та Манассия Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: 3. хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ; 5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑх хушшинче чылайӑшӗ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йӑхӗнчисем — тасалман пулнӑ; апла пулин те, йӗрке тӑрӑх туман пулин те, вӗсем те Пасха апатне ҫинӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавах та Асир, Манассия тата Завулон йӑхӗсен ҫыннисем хӑшӗ-хӑшӗ ӳкӗте кӗнӗ те Иерусалима пынӑ.11. Однако некоторые из колена Асирова, Манассиина и Завулонова смирились и пришли в Иерусалим.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хыпарҫӑсем Ефремпа Манассия ҫӗрӗсенче хуларан хулана ҫӳренӗ, Завулон ҫӗрӗ патнех ҫитнӗ, анчах вӗсенчен кулнӑ кӑна, мӑшкӑлланӑ ҫеҫ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия патша Израиль Турри ячӗпе Пасха уявне уявлама Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Иерусалима, килме чӗнсе Израильпе Иудея ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫын ҫитернӗ, Ефремпа Манассия патне те ҫыру ҫырса янӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вара ҫаксем пулнӑ: Рувим ывӑлӗсен — Зихри ывӑлӗ Елиезер; Симеонӑн — Мааха ывӑлӗ Сафатия; 17. Левийӗн — Кемуил ывӑлӗ Хашавия; Ааронӑн — Садок; 18. Иудӑн — Давид пиччӗшӗ Елиав; Иссахарӑн — Михаил ывӑлӗ Омри; 19. Завулонӑн — Овадия ывӑлӗ Ишмаия; Неффалимӑн — Азриил ывӑлӗ Иеримоф; 20. Ефрем ывӑлӗсенӗн — Азазия ывӑлӗ Осия; Манассия ҫур йӑхӗн — Федаия ывӑлӗ Иоиль; 21. Галаад ҫӗрӗнчи Манассия ҫур йӑхӗн — Захария ывӑлӗ Иддо; Вениаминӑн — Авенир ывӑлӗ Иаасиил; 22. Данӑн — Иерохам ывӑлӗ Азариил.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид Секелага таврӑннӑ чухне вара Манассия йӑхӗн ҫак ҫыннисем ун енне куҫнӑ: Аднах, Иозавад, Иедиаел, Михаил, Иозавад, Елигу тата Цилльфай — Манассия йӑхӗнчи пинпӳсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Манассия йӑхӗн хӑш-пӗр ҫыннисем те Давид енне куҫнӑ, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ пулнӑ, анчах вӗсене пулӑшман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫулпуҫӗсем хӑйсем хушшинче канашласа илнӗ хыҫҫӑн, «вӑл хӑйӗн хуҫи Саул енне куҫӗ те пирӗн пуҫ чӗрӗ юлмӗ» тесе, ӑна хӑйсенчен уйӑрса янӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: 4. Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; 5. Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; 6. Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; 7. Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; 8. Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; 9. хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫумӗнчи Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Фаанахпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Мегиддопа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Дорпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Манассия ывӑлӗсем: Асриил, ӑна Манассияна ҫум-арӑмӗ, Арамея хӗрарӑмӗ, ҫуратса панӑ; вӑлах Галаад ашшӗне Махира ҫуратнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Гирсон ывӑлӗсене Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен Васанри Голанпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Аштарофпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Гирсон ывӑлӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене Иссахар йӑхӗнчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Васанри Манассия йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.