Поиск
Шырав ĕçĕ:
Бригадӑсене ӗҫлеме уйрӑмах вӑрмансӑр айлӑмсенче питӗ йывӑр пулчӗ — ун пек ҫӗрте «сарса тухмалли» йывӑҫа ҫывӑхри вӑрманта касрӗҫ, хӑшпӗр тӗлте вӑрман трассӑран икӗ километр яхӑн пулчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тепӗр кунне Беридзепе Ковшов тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш участоксен чиккине касрӗҫ; чикӗ палли — йывӑҫран тунӑ хапхапа ун ҫумӗнчи контрольно-диспетчерски пунктӑн пӗчӗк ҫеҫ пӳрчӗ иккен.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫавнашкал ҫумӑр витӗр шкул участокӗнче купӑста касрӗҫ.
Йывӑр кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Акулӑн ҫӑвар хӗрринчи шалӗсем тӳрех Бенӑн сылтӑм аллине касрӗҫ, чут ҫеҫ кӑкрине лекеймерӗҫ, унтан тепӗр аллине те бритва пек чашлаттарчӗҫ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Татьянӑпа Ивга асанне ҫӑкӑра пысӑк чӗлсем туса касрӗҫ те, мискӑри сӗт ҫине пуҫса, хӑвӑрт чӑмлама тытӑнчӗҫ.Татьяна и баба Ивга нарезали большими кусками хлеб и торопливо жевали его, макая в миску с варенцом.
18 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вак касрӗҫ те ун ҫине тир палатка карчӗҫ, ниҫтан ҫутӑ кӗмелӗх шӑтӑк хӑвармарӗҫ.Над прорубью была поставлена небольшая кожаная палатка, со всех сторон закрытая от света.
Хӗлле пулӑ тытни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 125–127 с.
Удэхеецсем темиҫе вак касрӗҫ те кашнинех икшер тетел ячӗҫ.Удэхейцы сделали несколько прорубей и спустили в них двойную сеть.
Хӗлле пулӑ тытни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 125–127 с.
Ҫу вӑхӑтӗнче кун сиктермесӗр тенӗ пек, канӑҫне-мӗнне пӗлмесӗр, Володьӑпа иккӗшӗ ӗҫлерӗҫ: вӑрмана ҫӳрерӗҫ, пушӑт касрӗҫ, витри-витрипе ҫырла пуҫтарса, хӑйсем ҫимесӗр курка вӗҫҫӗн сутса, пус ҫумне пус хушӑнтарчӗҫ, ҫӑпата тӑва-тӑва сутрӗҫ, черченке чӗркуҫҫийӗсене кантрапа ҫыха-ҫыха юн кӑлариччен шӑйӑрттарса пӗтерчӗҫ, хирте, ана пуҫӗсенче, курӑк ҫӑла-ҫӑла кӗлтелерӗҫ, кӗлтисене Упи пасарне ҫӳрекенсемпе ҫул майӑн илсе кайса икшер те виҫшер пуса сутрӗҫ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Королӗн пуҫне касрӗҫ, король арӑмне Робеспьера качча пачӗҫ.Отрубили королю голову, а королеву сочетали законным браком с Робеспьером.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Патша пуҫне ҫиекенсем Вунулттӑмӗш Людовикӗн пуҫне касрӗҫ, эпир патшана вӗлерекенсене татӑкӑн-татӑкӑн касса ваклатпӑр.Цареубийцы отрубили голову Людовику Шестнадцатому, мы будем рубить ноги и руки цареубийцам.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ час-часах госпитальсене ҫӳре пуҫларӑм, мана икӗ хутчен касрӗҫ; юн нумай тӑкӑнчӗ, вӑй та сахалах мар пӗтрӗ, анчах мана халь те ку япала хӑҫан пӗтесси ҫинчен никам та каласа параймасть.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапӑҫура ман пите шашкӑпа касрӗҫ, — анчах ку ӗҫ пирӗн пӗрремӗш халӑх полкӗсем шурӑ ҫарсене ҫӗмӗрнӗ чухне пулнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
— Ҫапла, манӑн та пӗтесси ҫитрӗ: пуҫӑма чӗрӗллех касрӗҫ.
Купӑста яшки // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 32–33 с.
Хӑшӗ-пӗрисем мулкачсем пӗтни вӑрмана каснӑ пирки пулнӑ: касрӗҫ, шаккарӗҫ, шавларӗҫ те мулкачсене хӑратса пӗтерчӗҫ, теҫҫӗ.
Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.
Вӗсем, ваше благородие, паян акӑ мӗн чухлӗ касрӗҫ, — вӑл татса пӑрахнӑ тӑваткӑл пӗрене купи ҫине кӑтартрӗ.Они, ваше благородие, нынче, — указал он на груды отпиленных брусков, — эвон сколько отмахали.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ачасем ун валли пӗчӗк пӳрт туса пачӗҫ, чӑн-чӑн алӑк касрӗҫ, чӳречисем вырӑнне чӳрече кӗлеткисем сӑрласа хучӗҫ.Ребята сделали ему маленький деревянный домик с нарисованными окнами и настоящими дверями.
Вӗҫӗ лайӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Сулахаййине касрӗҫ… черетре сылтӑмми… ун хыҫҫӑн вара ура…
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Сулахай ҫырана каҫса килнӗ казаксем позицилле ҫапӑҫусене хатӗрленчӗҫ: васкасах траншейӑсем чаврӗҫ, тирек, хӗрлӗ ҫӳҫе, юман йывӑҫӗсене касрӗҫ, пӑчкӑсемпе татрӗҫ, блиндажсем турӗҫ, пулеметсем валли тарӑн мар шӑтӑксем чаврӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӗрӗллех куҫӗсене чиксе шӑтарчӗҫ, аллисене, хӑлхисене, сӑмсине касрӗҫ, пит-куҫне хӗҫсемпе урлӑ-пирлӗ таткаласа пӗтерчӗҫ.Живому выкололи ему глаза, отрубили руки, уши, нос, искрестили шашками лицо.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Поляка икӗ пӳрне витӗр кӑтартрӗҫ те пуҫларӗҫ туй тума: туй ҫӑкрисем пӗҫерсе тултарчӗҫ, алшӑллисемпе тутӑрсем ҫӗлерӗҫ, эрех пички кустарса кӑларчӗҫ; хӗрӗпе пулас упӑшкине сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗҫ; туй ҫӑкрине касрӗҫ; тӑмрасемпе кӗслесем тинкӗлтетме тытӑнчӗҫ, сопилка калама тапратрӗҫ — пуҫланса кайрӗ вара туй-ҫуй…
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.