Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сире тӗттӗм ҫӗрте каланине эсир ҫутӑ ҫӗрте калӑр; хӑлхаран каланине ҫурт тӑрринчен пӗлтерӗр.27. Что говорю вам в темноте, говорите при свете; и что на ухо слышите, проповедуйте на кровлях.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сутаканни — тарма пуҫтарӑнакан ҫын пек, туянаканни вилме хатӗрленекен ҫын пек пултӑр; 43. суту-илӳ тӑваканӗ — нимӗнле услам та кӗтмен ҫын пек, ҫурт лартаканӗ унта пурӑнма ӗмӗтленмен ҫын пек пултӑр.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ вара типӗ тытмасӑр ҫичӗ кун ирттерӗн те 24. чечекленекен хире тухӑн, унта нимӗнле ҫурт та пулмӗ, эсӗ хир чечекӗпе анчах тӑранса пурӑнма тытӑнӑн, аш та ҫимӗн, эрех те ӗҫмӗн, чечек анчах ҫийӗн, 25. ҫавӑн чухне пӗр чарӑнмасӑр Ҫӳлти Турра кӗлту, Эпӗ килӗп те санпа калаҫӑп, терӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗтӗм халӑх пӗрле чунтан-вартан йӑлӑннӑран, татӑлса йӗнӗрен тавралӑх кӗрлесе тӑнӑ; 25. сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетнӗрен ӗнтӗ ҫынсем анчах мар, Ҫурт хӳмисем те, пӗтӗм никӗсӗ те вилнӗ евӗр ахлатнӑн туйӑннӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗнӗ ҫурт тӑвакана пӗтӗм ҫурт-йӗр пирки тимлеме тивет, касса эрешлекенпе ӳкерчӗк тӑваканӑн вара илемлӗх валли мӗн кирлине шырама тивет, эпир те хамӑр пирки ҫапла шутлатпӑр.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл темиҫе ҫынна Газара хулине Иоана вӗлерме янӑ, пинпӳсене хӑй патне пыма чӗнсе ҫырусем янӑ, вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, парнесем пама пулнӑ; 20. ыттисене Иерусалим хулипе сӑваплӑ Ҫурт сӑртне туртса илме янӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Хуларан мӗнпур тасамара кӑларса пӑрахнӑ, унта саккуна уяса пурӑнакан ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, ӑна тӗреклӗлетнӗ, унта хӑйне валли те ҫурт лартнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Лайӑх ӑс тупнӑ: парне вырӑнне суя тӗнлӗ ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑшӑн ӳлӗмрен хамӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесе ӑна ҫӗмӗрме шухӑш тытнӑ — ҫӗмӗрнӗ вара; 46. ун чулӗсене, вӗсемпе мӗн тумаллине пророк килсе пӗлтериччен, Ҫурт тӑвӗ ҫине таса ҫӗре купаласа хунӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Курнӑ пурте: сӑваплӑ Ҫурт пушанса юлнӑ, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ, хапхине ҫунтарса янӑ, картишӗсене, вӑрманти пек е пӗр-пӗр ту ҫинчи пек, йывӑҫ-курӑк пусса илнӗ, управӑшсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вара ҫурт лартма тытӑннисене, хӗр ҫураҫса хунисене, иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстерме пикеннисене тата хӑравҫӑ ҫынсене, саккун хушнӑ пек, хӑйсен килне таврӑнма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пирӗн Ҫурт, унӑн илемӗ, унӑн мухтавӗ мӑшкӑла юлчӗ, суя тӗнлисем ирсӗрлерӗҫ ӑна.12. И вот святыни наши, и благолепие наше, и слава наша опустели, и язычники осквернили их.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ӑна Ҫурт управӑшне пӑрах — мӗн тери пысӑк хакпа хакларӗҫ вӗсем Мана! терӗ.13. И сказал мне Господь: брось их в церковное хранилище, - высокая цена, в какую они оценили Меня!
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вара мана каларӗ: ун валли Сеннаар ҫӗрӗнче ҫурт лартма; пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ӑна унта хӑйӗн никӗсӗ ҫине лартӗҫ, терӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Зоровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ ҫине ҫав ҫичӗ куҫ — Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫӗре курса тӑракан куҫӗсем вӗсем — савӑнӑҫлӑн пӑхса тӑнӑ чухне ҫакӑ куна кам пули-пулмискер теме пултартӑр?
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 4. сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ: 12. «юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр: 12. Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.