Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Товит каланӑ ӑна: тӑванӑм, каях ӗнтӗ ыррӑн-сыввӑн, эсӗ хӑш йӑхран, хӑш ӑруран пулнине ыйтса пӗлнӗшӗн ан ҫилленех мана; эсӗ манӑн тӑванӑм пулатӑн, ырӑ, чыслӑ йӑхран тухнӑ эсӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ каланӑ: эппин, ӑна ман патӑма чӗнсе кил, эпӗ унӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен ыйтса пӗлем, санпа юлташа пыма шанчӑклӑ ҫын-и вӑл, ҫавна та пӗлем, тенӗ.Отец сказал: пригласи его ко мне; я узнаю, из какого он колена и надежный ли спутник тебе.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эпир вара ҫакна ыйтса каллех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлтурӑмӑр та Унран аслӑ ырӑлӑх илтӗмӗр.53. Итак мы снова помолились Господу Богу нашему обо всем этом, и получили от Него великую милость.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата эпир, сана пӗлтерсе ҫырса ярас тесе, вӗсен аслӑ ҫыннисен ячӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараона ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ: фараон хушнипе ҫӗршыв кӗмӗл пама тытӑнсан, Нехао фараона хырҫӑ тӳлемешкӗн пуҫлӑхсем ҫӗр халӑхӗнчен ылтӑнпа кӗмӗл ыйтса тӑнӑ].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия священниксемпе левитсенчен ҫав купасем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ; 18. филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, яланах япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? унран та ыйтса пӑхар, тенӗ.6. И сказал Иосафат: нет ли здесь еще пророка Господня? спросим и у него.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.4. И сказал Иосафат царю Израильскому: вопроси сегодня, что скажет Господь.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса кӗлтусассӑн, 25. Эсӗ ҫавна тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсене тата ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва каялла тавӑрсамччӗ вӗсене.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?»
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун хыҫҫӑн чуптарам та мӗн те пулин ыйтса илем, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им?16. И сказал царю: так говорит Господь: как будто в Израиле нет Бога, чтобы вопрошать о слове Его?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Лешӗсем ӗнтӗ ыйтса пӗлме кайнӑ.]
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.