Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан эп, ҫав кӗнекене йӑтса тухнине курсан, шартах сикрӗм…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ тем ыйтасшӑн хускалса илнине курсан, вӑл пӳрнине ҫӗклерӗ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах райком секретарӗн кабинетӗнче, таттисӗр ӳсӗрекен, ыйӑх курмасӑр хӗрелнӗ куҫлӑ, вӑхӑтсӑр ватӑлнӑ ӗшенчӗк ҫынна курсан, вӑл пурте юратакан пирӗн секретарь Ваня Самохин иккенне аран ҫеҫ палласа илсен, эпӗ суеҫтерме хӑяймарӑм.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Малининсен тахҫантанпа уҫӑлман алӑкне курсан, чуна йывӑррӑн туйӑнчӗ: алкумне шӑлса хунӑ ҫӳп-ҫап пусӑрӑнса, пасарса кайнӑ.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасем мана курсан карах сиксе тӑчӗҫ, хӑранӑ куҫӗсемпе ман ҫине тирӗнчӗҫ.Ребята вскочили, уставившись на меня встревоженными глазами.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ҫаврӑнса пӑхать те, пире курсан тӗлӗнсе каять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лере, ҫӳлте, хам палланӑ люстра тӑлӑххӑн ҫакӑнса тӑнине курсан, эпӗ кӑшкӑрса ятӑм, вӑл карап караван майлӑскер, чалӑшнӑ тимӗр ҫеклӗ ҫинче темле тытӑнса юлкаланӑ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине курсан, — вӑл часрах вагона васкарӗ, тепӗр самантран, бидонӗсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, ман ҫумма пырса ларма та ӗлкӗрчӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑйӗнчен чылай аякра шыв кӳленчӗкне курсан, вӑл чупса пырсах сиксе каҫрӗ.Заметив лужу далеко в стороне от своего пути, свернул к ней, разбежался, перепрыгнул.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасем Пӑхӑр Юланутҫӑ пьедесталӗ тӑрӑх катмакланса хӑпарса ҫӗлен ҫине утланса ларнине курсан акӑ мӗн ҫинчен шухӑшларӑм эпӗ: е хам Ленинградра ҫуралнӑ пулсан, ачалӑхӑм тинӗс юратакансенни пек йӑлтах урӑхла иртнӗ пулӗччӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Клиникӑра ӗҫлекен сестра кӑкӑр ачине мӗнле тыткалани ҫинчен каланӑ май, ачана хӑрах алӑ вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те, ҫавна курсан эпӗ хам та ахлатса илтем.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл телейлӗ иккенне, вӑл ӑнӑҫтарнине пит-куҫӗнчен пӑхсан та, кашни хусканчӑкне курсан та, ҫинине те пулин пӑхсан та курма пулать!И как видны были в его лице, во всех движениях, даже в том, как он ел, это счастье, эта удача!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ман пӗччен пулмаллине пӗлетчӗ вӑл, хам ӑна ҫав самантра кирек мӗнле ҫывӑх курсан та пурпӗрех унран акӑш-макӑш инҫетреччӗ-ха, мӗншӗн тесен вӑл тӳрре тухрӗ, эпӗ йӑнӑшрӑм, Кораблев каланине илтнипе вӑтанмалла пулчӗ манӑн…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав каҫхине Саня мана урамра кӗтсе тӑнине пӗлеттӗм эпӗ, Воротниковскипе Садовой урамӗ кӗтессинче сада кӗнӗ ҫӗрте ӑна курсан эпӗ ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку вӑл унӑн професси тӗнчи — Аякри Ҫурҫӗрте хӑра пӗлми вӗҫсе ҫӳресси, пилотсен ҫуртӗнче пӗр кӗтмен ҫӗртен палланӑ ҫынсене тӗл пуласси, ҫӗнӗ машинӑна курсан, ача пек савӑнасси — ҫакӑн пеккисем пулман пулсан вӑл эрне хушши те пурӑнас ҫук темелле.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Трамвайсем кӗмсӗртеттерсе янратаҫҫӗ, площадь тӗлне тухсан, машинӑсем хӗрлӗ светофор вутне курсан, хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑртаҫҫӗ.Трамваи оглушительно звенели, подлетая к площади, ревели перед красным огнём светофора машины,
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хальхинче акӑ вӗсене — ӑна та Катьӑна — юнашар курсан, мана кулӑшла пек те туйӑнчӗ: Катьӑпа ӑна танлаштарсан, Ромашка ытла мӗскӗнӗн те чӑкӑлтӑшла ҫын пек курӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромашка темӗнччен алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ, — капӑрланчӗ пулас, — унтан вара пирӗн пата кӗчӗ те, эп кунта иккенне курсан ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кайран Катя каласа пачӗ вара, ҫав кунхине вӑл мана курсан унччен виҫӗ кун малтан Пысӑк театр патӗнче курнинчен уйӑрса та илеймен иккен, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ имӗш.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951