Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Халӑх хушшинчен хӑшӗ-хӑшӗ ҫав сӑмаха итлесе патша патне кайнӑ; вӑл вӗсене суя тӗнлӗ халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнма ирӗк панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана ҫакӑнта тӑраканскерсем хушшинче ҫӳреме ирӗк парӑп.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша: ирӗк паратӑп, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах та эсӗ, патша, мана ирӗк парсамччӗ — эпӗ аҫтахана хӗҫсӗр-чукмарсӑрах вӗлерӗп, тенӗ.26. Но ты, царь, дай мне позволение, и я умерщвлю дракона без меча и жезла.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Даниил каланӑ: чӑнах, хӑв пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; акӑ Турӑ Ангелӗ, Турӑран ирӗк илсе, сана ҫурмалла касса татӗ, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна ирӗк, мухтав тата патшалӑх пачӗҫ, Ӑна ӗнтӗ пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем пӑхӑнчӗҫ; Вӑл пурне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑй аллинче тытса тӑрӗ, Унӑн патшалӑхӗ нихӑҫан та арканмӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ҫын каяшӗ вырӑнне ӗне тислӗкӗ илме ирӗк паратӑп, ҫӑкӑрна ҫавӑн ҫинче пӗҫерсе ҫи, терӗ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, мӗншӗн-ха пире Хӑвӑн ҫулу ҫинчен пӑрӑнма, хамӑр чӗрене Санран хӑрами пуличченех хытарма ирӗк патӑн?
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19. ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20. пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна ҫамрӑкла ирӗк ан пар, унӑн айванлӑхӗ хыҫҫӑн ан кай.11. Не давай ему воли в юности и не потворствуй неразумию его.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл никама та йӗркесӗр пурӑнма хушман, никама та ҫылӑха кӗме ирӗк паман.20. Никому не заповедал Он поступать нечестиво и никому не дал позволения грешить.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те хӑш ҫынна Турӑ пуянлӑхпа пурлӑх панӑ пулсассӑн, вӗсемпе усӑ курма, хӑйӗн пайне илме, хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе савӑнма ирӗк те панӑ пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗсӗк вӑхӑтра Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та — Ҫӳлхуҫа мана илтрӗ, ирӗк вырӑна илсе тухрӗ.5. Из тесноты воззвал я к Господу, - и услышал меня, и на пространное место вывел меня Господь.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах халӑхӑм Манӑн сасса итлемерӗ, Израиль Мана пӑхӑнмарӗ; 13. ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хӑйсен тӳрккес кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк патӑм, хӑйсем шухӑшланӑ пек ҫӳреччӗр терӗм.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.