Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑрахса пар вӗсене мӗн те пулин! — кӑшкӑрчӗ Наум.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Эпӗ ҫак вӑрмана, ҫак юханшыва, ҫак пичкесене юрататӑп, — вӗсенчен эпӗ ниҫта та пӑрахса каймастӑп.Мне нравится в лесу, на реке, и тут, в бочке, — тут я и останусь.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ия… пӑрахса каймалла.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл темиҫе ҫара ҫерҫи чееленсе тытма пултарнӑ та, вӗсене те ҫӑтса янӑ, вӗсен чӗрнисене ҫеҫ пӑрахса хӑварна.Кроме того, он ухитрился поймать несколько летучих мышей и тоже съел их, оставив одни когти.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юлашкинчен вӑл хӑй Беккие пӑрахса хӑварса разведкӑна кайни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ: хӑй икӗ галерея витӗр тухни ҫинчен, хӑйӗн кантри мӗн чул ҫитнӗ таран виҫҫемӗш галерея тӑрӑх кайни ҫинчен каларӗ.
32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пурин ҫине алӑпа сулса ҫывӑрма пӑрахса кайсан, лайӑхрах мар-ши?
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл урайӗнче выртатчӗ, аллисене сарса пӑрахса питӗ хытӑ ҫывӑратчӗ, хӑйӗн куҫӗ ҫинче ҫав ӗлӗкхи пластырь те пур.Лежит на полу и спит как убитый, раскинув руки и все с тем же пластырем на глазу.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпӗ ӗнтӗ брильянтсене пӑрахса хӑварас ҫук, эсӗ ӑна шанса тӑма та пултаратӑн.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Манӑн, ҫакна илтсе-нех, ҫийӗнчех тар тухса каять, — тӳрех пӑрахса кайса пытанса ларӑттӑм.Прямо пот прошибает все время, так и хочется сбежать куда-нибудь и спрятаться.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакӑ мӗне пӗлтернине лайӑх чухласа илсе, вӑл ӑна тӳрлетме тӑрӑшрӗ: ӳкернине шӑлса пӑрахса, ҫӗнӗрен чӗркелесе хӑтланчӗ, анчах ӳкерчӗке малтанхинчен те начартарах пула-пула тухрӗ, ӗхӗлтетсе кулнисем вара тата хытӑрах илтӗнчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хирӗҫ тавӑрасси ӑнсассӑн кашни хутӗнчех вара учителӗ питӗ хаяррӑн та хыттӑн тытса ҫаптарнӑ, ҫавӑнпа арҫын ачасем яланах питӗ пысӑк сиен курса вӑрҫӑ хирӗнчен пӑрахса кайнӑ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Арҫын ача нимӗн тума та аптӑраса тӑчӗ: Бекки ӑна каҫхи занятисем пуҫланичченех пӗрле картина пӑхса ларма сӑмах панӑччӗ вӗт-ха, хӑй тата сасартӑк пӑрахса каять.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем сиввӗн, тӑшманла пӑхса итлесе тӑчӗҫ, анчах кайрантарахпа вӗсем Том мӗн тума шутланине чухласа илчӗҫ те питӗ хӗпӗртесе кайса ҫухӑрашма тапратрӗҫ: — Том питех те тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ, ун ҫинчен пире малтанах каланӑ пулсан, эпир пӑрахса каяс та ҫукчӗ, — терӗҫ вӗсем.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том ӑна хыҫран пӑхса тӑчӗ, унӑн та, мӑнкӑмӑлланассине йӑлтах аяккалла сирсе пӑрахса, шутсӑрах вӗсем хыҫҫӑн каяс килчӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ирхи апат хыҫҫӑн вӗсем пуҫ урлӑ сикмелле вылярӗҫ, шыв хӗрринчи ӑшӑх ҫӗрте сиккелесе, чупнӑ хушӑрах тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахса, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗҫ, унтан вара ҫаппа-ҫарамасах шывра вӑйлӑ юхӑмпа кӗрешмелле выляса хӑтланчӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сулӑ шыв варри тӗлӗнчен иртрӗ, ачасем ӑна, кӗсменпе авӑсма пӑрахса, шыв юхнӑ майӗне ячӗҫ.Плот миновал середину реки, мальчики повернули его по течению и налегли на весла.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӑна тӗртсе яраҫҫӗ, аплипех пӑрахса хӑвараҫҫӗ пулсан, парӑнас пулать ӗнтӗ, анчах вӑл вӗсене каҫарать.Если его гонят скитаться по свету, придется уйти, но он всем прощает.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл шӳт тунисене пӑхса нихӑшӗ те кулса илмерӗ, ҫавӑнпа унӑн та чӗнме пӑрахса нимӗн шарламасӑр лармалла пулчӗ, унӑн чӗрине хуйхӑ пусса илчӗ.Не улыбнулся на его шутки, и у него тоже язык прилип к гортани и душа ушла в пятки.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах тепӗр арҫын ачи ҫавна хирӗҫ: «Иҫӗм ҫырли халӗ симӗс-ха!» — терӗ те, чапран тухнӑ геройӑн нимӗн мухтавсӑрах аяккалла пӑрахса кайма тиврӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавӑн пек шухӑшласа вӑл ҫынна темӗн вырӑннех хуни ачасем куҫӗсене чарса пӑрахса шӑп-шӑпах ларнинчен палӑрчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.