Поиск
Шырав ĕçĕ:
Саня йӑмӑкӑм пӗчӗк ачине тӑлӑха тӑратса хӑварнӑранпа уйӑх та иртменччӗ-ха, ҫав тӑлӑха эпир ӑҫта хӑварассине пӗлмесӗр пӑшӑрханаттӑмӑр, тинех вара Розалия Наумовна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр унӑн) пире пӗр «вӗреннӗ няня» тупса пачӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах та Татаринов капитан манӑн тусчӗ-ҫке-ха, ун хӗрӗшӗн тесен эпӗ виҫӗ уйӑх хушши ыйтса пӗлмелли пӗр евӗр ҫырусем ҫырса тӑтӑм — пӗлтерсемӗр мана, эвакопункт, ҫапла-ҫапла историре паллӑ ҫын, ответ парасса кӗтетпӗр, теттӗмӗр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карчӑк, пуҫне ҫилӗллӗн сулкаласа, хӑй виҫӗ уйӑх хушши больницӑра выртни ҫинчен каласа пачӗ, муллана чӗнесшӗн пулнӑ та, Ленинградра пӗр мулла та ҫук, пур мулласем те вилсе пӗтнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ултӑ уйӑх хушши ҫӗр ҫинче ирттертӗм эпӗ!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав кунхине эпӗ ӑша анман апат аран-аран ҫикелерӗм, уйӑх ытла гипспа витӗннӗ урам сасартӑк чиксе сура пуҫларӗ те, ыратнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна виҫӗ уйӑх ҫурӑ хушши курманччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саньӑран пӗр сӑмах та илменни виҫ уйӑх ҫитнӗччӗ ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хайхи путнӑ ҫын йывӑррӑн сывласа ларатчӗ ӗнтӗ, куҫне хупнӑччӗ, уйӑх ҫутатнӑ май пичӗ унӑн шуррӑн, тӗлӗнмелле шуррӑн курӑнчӗ, сӑмси лапчӑк, янахӗ тӑваткӑл, шурӑ пурӑпа сӑрласа тунӑ пек, — ку сӑн-пите эпӗ пин хут та курнӑ та, халӗ хам куҫа хам ӗненместӗп, паллаймасӑр тӑратӑп…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗҫе пӑрахмасӑрах пӗлӗт ҫинелле пӑхрӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: прожекторсем ӑсран кайса шыранипе сарӑ уйӑх ҫутатакан лӑпкӑ каҫ хушшинче тавҫӑрса илейми уйрӑмлӑх пур, тискерӗн те капӑрӑн курӑнчӗ вӑрҫӑ сӑн-сӑпачӗ, пулеметсем кӗскен-кӗскен ҫатӑртатса янратаҫҫӗ, ҫӳлӗ уяр тӳпе ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ракетӑсем ярӑнса хӑпараҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑ пек сарӑ уйӑх хула ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, шӑнтмашкӑн тин ҫеҫ пуҫланӑ, сывлӑш уҫӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑҫан вӑл кӗҫӗн лейтенант пулма пултарнине те пӗлейместӗп — ҫарта вӑл пӗтӗмпе те пӗр уйӑх кӑна тӑратчӗ-ха.Не знаю, когда он успел получить младшего лейтенанта, — он всего-то был в армии месяц.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗрне уйӑх каялла ҫеҫ ху килне, ӗҫне пӑрахса хула тулашӗнчи пушӑ хире кайса унта ҫӗр чавалӑн-ха тенӗ пулсан, ҫакӑн пек канавсем те, бастионсем, траншейсем тӑвӑн тенӗ пулсан, ҫак ӗҫлекен халӑхран ырӑ кӑмӑллӑн кулса ямасӑр пӗри те чӑтайман пулӗччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫӗ те, ҫу пуҫланнӑранпа чи малтанхи ашӑ каҫ, уйӑрса илмелле мар пек курӑнчӗ, тротуар тӑрӑх иртекенсен палӑрайми мӗлкисем те, хӗвел аничченех Адмиралтейство тӗлӗнче уйӑх тухса тӑни те уйӑрса илмелле мар туйӑм кӗртрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хваттерӗ валли вӑл Мускав тӑрӑх уйӑх хушши сӗтел-пукан тавраш хай суйласа ҫӳренӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ялан тӗлӗкре декабрь каҫне, Амеда тата уйӑх ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан шурӑ уҫланкӑра вӗҫтерсе пыракан ҫӑмламас ҫелӗкле павлихинецсене куратӑп.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уйӑх ҫутинче бронза пек ялтӑраса, вӑл пирӗн тавра хиврен ҫаврӑнчӗ, калӑн Игорьпе иксӗмӗре хыҫра, ҫав вӑрман леш енче, тӑрса юлнӑ мӗнпур хӑрушлӑхран сыхласшӑн тесе.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан — пысӑк уй, таса шурӑ юр, ҫап-ҫутӑ уйӑх.И потом — большая поляна, белая от снега, залитая лунным светом.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уйӑх ҫапнӑ ачусем, халдейсем-телескопсем мӗнле?
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эй, халдейсем, уйӑх ҫапнӑ ҫынсем!
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950