Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ, вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа Мана кӗлтунине илтрӗм Эпӗ, тет.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ: 10. Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Рабсак каялла Ассири патши патне таврӑннӑ, лешӗ ун чухне Лахис патӗнчен кайса Ливнӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вара патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах, ҫири тумтирне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем патне патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ассири патши Тартана, Рабсариса тата Рабсака пысӑк ҫарпа пӗрле Лахис хулинчен Езекия патне Иерусалима янӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ассири патши вара хытарсах каланӑ: вӗсем патне лерен хӑваласа килнӗ священниксенчен пӗрне ярӑр; кайтӑр та ҫавӑнта пурӑнтӑр, леш ҫӗршыв Туррийӗн саккунне вӗренттӗр.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ассири патши Израиль ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ, Самари патне ҫитнӗ, ӑна виҫӗ ҫул хушши хупӑрласа тӑнӑ.5. И пошел царь Ассирийский на всю землю, и приступил к Самарии, и держал ее в осаде три года.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Охозия ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ, унтан вӑл Иерусалима тапӑнса кӗнӗ, Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун патне Израиль патши Иоас пынӑ, вӑл: ах, аттеҫӗм! аттеҫӗм!И пришел к нему Иоас, царь Израильский, и говорил: отец мой! отец мой!
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иодай вара Ҫӳлхуҫапа патша хушшинче, халӑх хушшинче халал хывнӑ — ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ; патшапа халӑх хушшинче те халал хывнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл лаша хапхи витӗр тухса патша керменӗ патне ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.16. И дали ей место, и она прошла чрез вход конский к дому царскому, и умерщвлена там.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ, 14. курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.