Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпелӗх е костюмлӑх матери парсан, вӑл яланах шӑппӑн «спаҫҫипӑ» тенӗ, питпе зал еннелле тӑрса, пилӗк таран авӑнса пуҫ тайнӑ, именнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе хӑвӑртрах хӑйӗн вырӑнне ларнӑ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл халь кӑна хӑйне шанса, ҫирӗппӗн калаҫатчӗ, анчах халӗ ҫав ҫирӗплӗх куҫ кӗретех ҫухалса пычӗ, Цапкинӑн вара чӗркуҫҫи таран ҫеҫ пулакан ӑшӑх шывра ишме лекнӗ тейӗн.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапах та ан хуйхӑр эсӗ, хальчченхинчен начарах пулмӗ, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ эпир, пӗрремӗш хут-им, — нуша ыйтма ҫынсем патне ҫӳремен, кирек хӑҫан та хамӑрӑннах мӑй таран пулнӑ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ, Егор Матвеевич, хамӑн мӗн тумаллине пӗлетӗп — терӗ Ксени май килнӗ таран сиввӗн, Дымшаков ӑна та хур тӑвасран хӑранӑ пек.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор ерипен председатель еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑна ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран кулса пӑхса илчӗ.Егор не спеша обернулся, смерил председателя с головы до ног насмешливым взглядом.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кашни словарь статйинче вӗсене вӑтамран пиллӗк таран илсе панӑ.Для каждой словарной статьи их в среднем приведено пять штук.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24759.html
Ҫак ҫамрӑксемпе туслӑ пулӑп, май ҫитнӗ таран пулӑшӑва ҫирӗплетсе ҫеҫ пырӑп, — пуриншӗн те пӗтӗмлетнӗ пек каларӗ юлашкинчен Геннадий Волостнов.
Туслӑх тата пулӑшу // Иршат Хамидуллин. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пысӑк чышкине ҫӗклесе: — Хаклӑ хӑнасем, хӑтасем, пуҫанасем, пиччесем! — тенӗ вӑл пурин умӗнче те, — ман Аниска мана ҫунса кайнӑ ҫынсемшӗн тӑван ашшӗ пек пулма — вӗсене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма ыйтать!
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени хӑйне унпа ҫителӗклӗ таран хытӑ тытманшӑн айӑпланӑ, Анохин ҫине тӑрсах ҫулӑхасран, хӑй юратни ҫинчен каласа, тупа туса йӑлӑхтарасран хӑранӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем ҫурри таран ҫӗр айне путса кӗнӗ, вӗсене кӗренрех мӑк пусса илнӗ, икӗ чул хушшинчен имшеркке кукӑр хурӑн ҫӗкленнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ну, ҫуралнӑ, пурӑнатӑп мӗн май килнӗ таран, вара эпӗ те каллех пулмастӑп.Ну, родилась, поживу, сколько удастся, и потом меня тоже не станет.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша, ҫамрӑк тиреке ытамласа, офицер юрланине итленӗ, пуҫ тӑрринчи ҫат-ҫат ҫыпӑҫакан ҫурӑлнӑ папкана та, лакпа сӑрланӑ евӗр йӑлтӑртатакан, ҫурри таран сарӑлнӑ, ҫаплах пӗркеленсе тӑракан ҫулҫа та пуҫласа курнӑ пек туйӑннӑ Ксенишӗн.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени май килнӗ таран тӳсӗмлӗн, анчах сиввӗнрех калаҫма тӑрӑшрӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Неушлӗ пире хамӑр саманан васкаварлӑ вӑхӑчӗ ҫапла ярса тытса, хуса пырать — самани ӗнтӗ канӑҫсӑр, тӳсӗмсӗр, мӗн май килнӗ таран нумайрах ӗҫлемелле, пӗтӗмпех лайӑх мар пулин те, хӑвӑртрах тумалла — унсӑрӑн эпир мӗн те пулин тӑваймасӑр юлатпӑр, пулас ӑрусем вара пире вӑрах ӗҫленӗшӗн каҫарас ҫук…»
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бахолдин сассине пултарнӑ таран хӑпартрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсир ҫынсене ҫителӗклӗ таран лайӑх пӗлместӗр пулас, — терӗ Пробатов ӑнланмалла мар салху сасӑпа.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пытармастӑп, Егор Матвеевич, эсир мана шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӑр! — терӗ Ксени, пит йывӑр пулсан та, май килнӗ таран лӑпкӑнрах калаҫма тӑрӑшса.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗрӳшӗн чӑркӑш ыйтӑвӗсене ытлашши чӗре патнех илмерӗ, ӑна май килнӗ таран лӑпкӑрах, уҫӑмлӑрах хуравлама тӑрӑшрӗ: ыттисем пекех пурӑнатпӑр, мала тухма сӗкӗнместпӗр, малашнехи ҫинчен шухӑшланинчен мӗн тулкки унтан, мӗн пуласси пулӗ, васкас мар.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах мана пӗрмаях ырӑ сӑмахпа тӑрантараҫҫӗ, эпӗ унпа мӑй таран тутӑ ӗнтӗ!..А посулами меня все годы кормят, я ими давнспо горло сытый!..
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бригада, ҫапӑҫусене кӗре-кӗре, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх Казански станица ҫӗрӗнчен Усть-Хопер станицин хӗвеланӑҫ енчи пирвайхи хуторӗсем таран поход йӗркипе малалла куҫса пычӗ, сылтӑм флангӗпе Чир хуторӗсене йышӑнса илчӗ те унтан тин, Дон тӑрӑхӗнче пӗр-икӗ эрне чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, каялла кайма тухрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.