Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ, Симочка, астроном пулас тесе ӗмӗр-ӗмӗр ӗмӗтлентӗм, — пулмарӗ.

— Я, Симочка, всю жизнь мечтал стать астрономом, а вот не вышло.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унччен те пулмарӗ, Филимон мана хӑлхаран ярса та илчӗ.

Не долго думая, Филимон больно дергает меня за ухо.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Перемена вӑхӑтӗнче тӳссе пулмарӗ, эпӗ Тятюка пӗтӗмӗшпех каласа кӑтартрӑм.

В перемену я не выдержала и все рассказала Тате.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ.

Никто мне не ответил.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унччен те пулмарӗ, мана ответ панӑ пекех, умри стена ҫине вутлӑ сӑмах йӑлкӑшса тухрӗ: «Шӑп пулӑр!»

И вдруг, словно в ответ, передо мной на стене зажглась и замигала огненная надпись: «Тихо!»

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лару пулмарӗ те пулӗ.

Очевидно, не состоялось, потому что он не расплатился.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр кана эпир пӗр сӑмах чӗнмесӗр пытӑмӑр, унтан тӳссе пулмарӗ: — Эсир мана ӑҫта илсе каятӑр? — тесе йӑвашшӑн ыйтрӑм салху шофертан.

Некоторое время мы ехали молча, потом я решилась обратиться к мрачному водителю: — А куда вы меня сейчас повезете?

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Усси пулмарӗ ӗнтӗ вӑл ӗҫленинчен.

Словом, от нее было мало толку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫе вӑл питӗ хӗрсе тытӑнчӗ, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, сӑмсине те, ҫӳҫне те пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа варласа пӗтерчӗ, анчах ҫак ӗҫ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара вӑл чустине стаканпа касасшӑн пулмарӗ, кивӗ чернил кӗленчипе касса, ҫаврӑм-ҫаврӑм мар, улт кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек касма пуҫларӗ.

Она принялась очень энергично, раскраснелась, вся перемазалась мукой — нос и волосы, но скоро ей надоело, и она решила вырезать не стаканом, а старой чернильницей, чтобы получились не кружочки, а звездочки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫулхине шкулта нимӗнле улшӑну та пулмарӗ.

Ничего не переменилось в школе за этот год.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӑм сиксе тухас пек курӑнчӗ пулас ҫав манӑн, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах мана хам пӑхнӑ пекех тӑрӑхласа пӑхрӗ, — юрать-ха, палӑрмаллах пулмарӗ.

Должно быть, я выпучил глаза, потому что он вдруг передразнил меня, — впрочем, едва заметно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Станцӑран ҫур ҫухрӑм кайсан, хуралҫӑсенчен пӑрӑнса, хӳме урлӑ вӗлтлетсе каҫнӑ чухне, пилӗк сехет те хӗрех минутра, нимӗнле поезд та пулмарӗ.

Никакого поезда в пять сорок не было, когда, обойдя караулы, мы в полуверсте от станции махнули через забор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та, телее, никам та илекен пулмарӗ.

но книжки, к счастью, никто не купил.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сан пирки суранланса, кӗҫ-вӗҫ тупӑка каяс пек уйӑхӗпех выртни сана ҫителӗклӗ пулмарӗ пулас, эсӗ манӑн аннеме те пӗтерес терӗн пулмалла? — терӗм.

— Видно тебе не довольно, что я, благодаря тебя, ранен и целый месяц был на краю гроба: ты и мать мою хочешь уморить.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн пӗр пушӑ вӑхӑт та пулмарӗ.

и у меня не стало больше ни одной свободной минутки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумай кӗтмелле пулмарӗ.

Я дожидался недолго.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Швабринӑн намӑссӑрлӑхӗ мана кӑшт ҫеҫ уртарса ямарӗ; анчах вӑл ҫав тери тӑрӑхланине манран пуҫне урӑх никам та ӑнланса юлаймарӗ; унӑн сӑмахӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхаканӗ пулмарӗ.

Бесстыдство Швабрина чуть меня не взбесило; но никто, кроме меня, не понял грубых его обиняков; по крайней мере никто не обратил на них внимания.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана кӗтсе илекен, хирӗҫ тухакан-мӗн пулмарӗ.

Никто не встретил меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пурӑннӑ кунсенче пире йӑмӑкпа иксӗмӗре пӗрре те кичем пулмарӗ.

словом, эти дни, которые он провел у нас, мы с сестрой не скучали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку мана темӗне асӑнтарчӗ — чӑнах та ахаль пулмарӗ ҫав.

Это мне показалось странным — и недаром!..

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней