Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Иисус унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ; лешӗ: легион, тенӗ, — мӗншӗн тесессӗн ун ӑшне нумай усал кӗнӗ пулнӑ.30. Иисус спросил его: как тебе имя? Он сказал: легион, - потому что много бесов вошло в него.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Усалсем пурте Иисуса: пире ҫав сыснасен ӑшне кӗртсемччӗ, тесе тархасланӑ.12. И просили Его все бесы, говоря: пошли нас в свиней, чтобы нам войти в них.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те 27. ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл: 28. ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни те сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, 19. анчах та ку тӗнчери пурӑнӑҫ шухӑшӗ, пуянлӑх илӗртни тата ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем вӗсен ӑшне кӗрсе сӑмаха хупласа илеҫҫӗ те, сӑмах вара ҫимӗҫсӗр пулать.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат.26. Фарисей слепой! очисти прежде внутренность чаши и блюда, чтобы чиста была и внешность их.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, ӑшне вара вӑрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем вара ҫынсем ӑшӗнчен тухнӑ та сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗнӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Усалсем Иисуса: Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗртсе яр, тесе йӑлӑннӑ.31. И бесы просили Его: если выгонишь нас, то пошли нас в стадо свиней.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӑл этеме пултарнӑ та ун ӳчӗн варрине чӗре хурса панӑ, этем ӑшне чун-чӗм, пурӑнӑҫ, ӑстӑн 63. тата Пурне те Пултаракан Туррӑн — пурне те пултарнӑ, ҫӗрӗн курӑнман вырӑнӗсенче пытарӑнса тӑраканнине куракан Туррӑн — сывлӑшне хывнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ун ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, вӑл вара Сан умӑнта чӗрӗ пулса тӑнӑ; 6. ӑна Эсӗ рая — ҫӗр ҫимӗҫ ӳстерсе паричченех сылтӑм аллу лартса ҫитӗнтернӗ рая — илсе кӗнӗ; 7. Эсӗ ӑна Ху панӑ ӳкӗте уяма хушнӑ, анчах вӑл ӑна пӑснӑ, Эсӗ вара ӑна, унӑн йӑхне вилмелле туса айӑпланӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хула пуянӗсем тӗрӗсмарлӑх ӑшне путнӑ та, унта пурӑнакансем те ултавлӑ калаҫаҫҫӗ, калаҫма та вӗсем суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, 13. апла Эпӗ те сана, хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн тустарса хӑварса, тӳрленейми пӗтерсе лартӑп.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем пуҫӗпех асӑху ӑшне путрӗҫ; Эпӗ вӗсене пурне те хаса парӑп.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйне шанса тӑракан чурисене ҫӑлма — патша хушнине итлеменскерсене, хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ чурисене ҫӑлма — Хӑйӗн Ангелне ячӗ!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗтӗм ирсӗрлӗхӳпе аскӑнлӑху ӑшне путнӑскер, эсӗ ҫамрӑк чухнехи кунусене, ҫавӑн чухне ҫап-ҫара, нимӗнпе витӗнмесӗр выртнине, юну ӑшӗнче выртнине, хӑвна таптама кӑларса пӑрахнине асна илмерӗн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Иеремийӑна ярса тытнӑ та патша ывӑлӗн Малхийӑн хурал картишӗнчи шыв тытмалли шӑтӑка янӑ, Иеремийӑна унта вӗрен вӗҫҫӗн антарнӑ; ҫав шӑтӑкра шыв пулман, пылчӑк анчах пулнӑ, Иеремия пылчӑк ӑшне путсах ларнӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.