Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗр салтакӗсем ҫеҫ, таҫта теме пемешкӗн тӗлленӗ пек, куҫӗсене хӗссе, шӑлӗсене хыттӑн ҫырта-ҫырта лартнӑ, — ҫак халӑх пирки шӑнса тӑма тивнӗшӗн вӗсем хӑйсен ҫиллине аран-аран анчах шӑнарса тӑраҫҫӗ пулас.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Разинӑн тӑванӗ Фролка мар, Коновалов, тейӗн, ҫакӑ босяка Стенькӑпа виҫҫӗр ҫул хушшинче те сивӗнмен юн халиччен пӗрлештерсе тӑнӑ пек пулса тухрӗ; ҫакӑ босяк виҫҫӗр ҫул маларах тытнӑ ирӗк кайӑкӑн суранӗпе ҫиллине хӑйӗн пӗтӗм чӗрӗ те ҫирӗп ӳт-тирӗпе, хӑйӗн «тӗревне» шыраса, вӗриленсе кайса тунсӑхлакан чунӗпе туять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах ача шанчӑклӑн, лашасем патне нимӗн хӑрамасӑр пынине курсан, лашасене лайӑх пӗлнине сиссен хӑй ҫиллине шӑмарать:
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хайӗн ҫиллине ҫӑмӑллатасшӑн пулчӗ; калаҫу пуҫарма сӑлтав та шырарӗ ӗнтӗ.Ей хотелось смягчить свою вспышку; она придумывала предлог заговорить.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫиллине чараймасть.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ манӑн савнине хӑтарма пулнӑ ҫыннӑн чӑрсӑр ҫиллине тата унӑн юнӗҫен йӑлисене те аса илсе пыратӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кашни ҫулҫӳрекен кичем ҫул ҫинче пухӑннӑ мӗн пур ҫиллине станцӑ пуҫ-лӑхе ҫине кӑларса тӑкать.Всю досаду, накопленную во время скучной езды, путешественник вымещает на смотрителе.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Учитель хӑй ӑшӗнче ҫиллине пухрӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пире автор позицийӗ тӗлӗнтерет: партиллӗ тӗрӗс критикӑна вӑл кутӑнлӑх шутне кӗртсе ярать, герой ҫиллине пытарса усрани ҫирӗплӗхе пӗлтерет, тет пулас.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вӑл сунӑ хушӑра ӗне ҫиллине тепӗр айккинчен тытса лараттӑмччӗ.
«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
1. Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ, 23. вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ; 24. ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тен, Турӑ (этем шухӑшланӑ пек калатӑп) ҫиллине кӑтартса тӗрӗс мар тумасть-ши?Не будет ли Бог несправедлив, когда изъявляет гнев? (говорю по человеческому рассуждению).
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр: 20. ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тилӗрсе кайса, вӑл пӗтӗм ҫиллине хӑйне хӑваласа янӑ иудейсем ҫине тӑкма шутланӑ; ҫавӑнпа та ҫар урапине тытса пыракана лашасене пӗр вӗҫӗм хӑваласа ҫула хӑвӑртлатма хушнӑ, тӳпе сучӗ вара ун хыҫҫӑнах пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӑнаҫланса: «унта ҫитсессӗнех Иерусалима иудейсен масарӗ тӑвӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.