Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне, июлӗн 16-мӗшӗнче, эпӗ каллех ҫав вырӑнсенче пултӑм, улӑх вӗҫнех ҫитсе куртӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫырма ҫыранӗсем лутра, шывӗ илемлӗ улӑх тӑрӑх юхса выртать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
«Хӑямата кайтӑр-ха вӑл мишавай, унсӑрӑнах пурӑнма пулать. Пур ҫӗрте те совет влаҫӗ, пур ҫӗрте те колхозсем, пӗр колхоз тепринне кӑштах улӑх касса илни мӗнех-ха вӑл?» — хурланса шутларӗ вӑл Шырланпуҫне ҫул тытнӑ май.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑш чухне пирӗн пурнӑҫ ҫинчен ҫапла калаҫас-тавлашас килместчӗ те, эпир улӑх тӑрӑх инҫете, юханшыв леш енне, шыв тулнӑ вӑхӑтра кӗрсе юлнӑ нумай-нумай вӗтӗ пулӑ вылякан пӗчӗк кӳлӗсем пур ҫӗре каяттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Часах урапасем улӑх еннелле пӗрин хыҫҫӑн тепри тапранса кайрӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑн-кӑвак тӗтреллӗ улӑх вара, ӗнчӗ-ахах сапса тухнӑ пек, таса та ҫутӑ сӑрӑпа чечекленчӗ, симӗсӗн-кӑвакӑн та вут-ҫулӑмӑн вылянса тӑрса, утӑ ҫулма тухнӑ ҫамрӑксене хӑй патнелле туртрӗ.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫава умӗнчех сӑрӑ улӑх пӑчӑрӗ вӗҫсе тухрӗ те курӑк тӑрӑх чупрӗ.Выпорхнула из-под лезвия серая луговая куропатка и с жалобным писком побежала по траве.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурте вӑрман хыҫнелле, Стожартан виҫӗ ҫухрӑмри улӑх еннелле, шыв пайланса юхнӑ вырӑналла утрӗҫ.Все пошли на луг, который лежал за лесом, в излучине реки, километрах в трех от Стожар.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темиҫе ача лаша кӗтӳне улӑх урлӑ шыв хӗрринелле хуса каяҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑх ешерме тытӑнсанах вӑл хӗрачасемпе кӑшкар ути татма чупать.Как только начинали зеленеть луга, она бегала с девчонками за щавелем.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑх ҫийӗн вӗттӗн-вӗттӗн шурӑ мамӑк вӗҫет.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫуллахи улӑх темерӗн!
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Саня каланине итлетӗп те, хамӑрӑн ҫурма манӑҫнӑ ҫамрӑк ӗмӗр кинори пек умма тухса тӑрать, такамӑн сасси хӑй ҫинчен каласа панӑ пек янрать, экран ҫинче пӗлӗт юхать, йӑлӑмри анлӑ улӑх тӑрӑх тӗтреллӗ ҫырма йӑрӑмӗ ҫуталса выртать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петр Александрович Румянцев граф вӑрҫӑра ҫӗнтерӳсем тунине хисеплесе, ун ячӗпе памятник лартнӑ илемлӗ улӑх ҫумӗпе Марья Ивановна утса пынӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку улӑх вара пирӗн тӑван ҫӗршывӑн Саратовпа Тамбоври пек е тата ытти лайӑх вырӑнсене аса илтерет, вӑл юр кӗрчӗпе витӗннӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Улпут ҫурчӗ умӗнче ҫӑра курӑклӑ сип-симӗс улӑх сарӑлса выртнӑ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗрпеллӗ йӑшӑк юр ҫинче, улӑх тӑрӑх, виҫӗ мӑшӑр ура йӗрӗ ҫеҫ курӑнса выртнӑ, — пӗр сехет маларах ҫеҫ ку вырӑнпа Михайла мучи, Дегтяренко тата Лена утса килнӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ те, ҫывӑракан «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» ҫине пӑхса, генерал пӗрре — ефрейтор Биденко пекех — хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илчӗ: ялти ҫуллахи ире, ӗнесене, ешӗл симӗс улӑх тӑрӑх сарӑлнӑ сӗт пек шурӑ тӗтрене, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑлакан сывлӑм тумламӗсене — ҫутӑрах кӑваккисене, ахаль кӑваккисене, хӗрлисене, саррисене.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна ирхи вӑхӑт, ешерекен симӗс улӑх тӑрӑх сарӑлнӑ сӗт пек тӗтре аса килнӗ.Смутно вспомнилось раннее утро, туман, разлитый, как молоко, по ярко-зелёному лугу.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Улах — кулах! — чунсем вылянӑ улӑх.
«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.