Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашки ҫулсенче республика фермерӗсем производствӑн кал-кал ӳсӗмне тивӗҫтерчӗҫ: тупӑшсем 5 ҫул хушшинче 11 хут, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ – 7 хут ытла, акса-лартса илекен ҫӗрсен лаптӑкӗ – 6,5 хут, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӗҫлекен ҫынсен шучӗ 4 хут ытла ӳснӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
СНиП йӗрки тӑрӑх ҫуртри туалет лаптӑкӗ анлӑшпе 0,8 метртан, вӑрӑмӑшӗ 1,2 метртан пӗчӗкрех пулмалла мар.
Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Ҫӗр ҫырли лаптӑкӗ те самаях пысӑк.
Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
1990 ҫулсенче ҫӗрулми лаптӑкӗ те, тухӑҫ та аванах чакрӗ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Чылай хушӑ ӑна пахчара ҫеҫ ӳстернӗ, лаптӑкӗ майӗпен ҫеҫ пысӑкланнӑ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Хаяр Иван патша ертсе пынипе вырӑс ҫарӗсем Хусана илнӗ чухне палӑрнӑ Камай Хусеинов паттӑра Хумпа Кӗтне юханшывӗсен хутлӑхӗнче уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкӗ хальхи вӑхӑтра Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» колхоза кӗрет.
Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен лаптӑкӗ хушӑннӑ.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Владимир Александрович хӑнасене Чӑваш Енпе паллаштарнӑ май ҫак самантсене палӑртса хӑварчӗ: республикӑра терминалпа логистика комплексӗсем тума майсем ҫителӗклӗ; автотранспорт тӗлӗшӗнчен «Европа — Ҫурҫӗр Китай» ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ; тӗп отрасльсен йышӗнче — ял хуҫалӑхӗ, электротехника, хими отраслӗ, машиностроени; 19 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, вӗсенче 38300 студент вӗренет; ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗ 298, вӗсем 1688 гектар йышӑнаҫҫӗ; экспорта ял хуҫалӑх культурисене, кайӑк-кӗшӗк, кондитер продукцийӗсене, электротехника хатӗрӗсене ӑсатаҫҫӗ.
Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Апла пулин те ялта ҫӗр лаптӑкӗ илсе икӗ хутлӑ ҫурт, хуралтӑсем лартнӑ.И если даже так, в деревне купив участок построил двухэтажный дом и постройки.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Унӑн лаптӑкӗ 24 пин тӑваткал метр пулӗ.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
— Иккӗмӗш черете ӗҫе кӗртнӗрен производство лаптӑкӗ 14 пин тӑваткал метр хушӑнчӗ, — пӗлтерчӗ Константин Дони генеральнӑй директор.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Етӗрне хулин сулахай тата сылтӑм ҫыранӗсенчи пайӗсем хушшинчи Шоссе урамӗнчен пуҫласа Степан Разин урамӗ таран тӑсӑлакан «Никольски – Етӗрне – Калинино» ҫул лаптӑкӗ.«;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Республикӑра выльӑх апачлӗх культурӑсен лаптӑкӗ, выльӑх апачлӗх тырӑсӑр пуҫне, ҫителӗклех.В республике площадь земель под кормовые культуры, кроме кормового зерна, достаточна.
Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Икӗ ҫул каялла автовокзал ҫуртӗнче суту-илӳ лаптӑкӗ туянтӑм.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Тутарстан ҫыннисем хӑйсен укҫи-тенкипе тата кредитсем илсе 2096 уйрӑм ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 308,4 пин тӑваткал метрпа танлашать.
Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Производство кооперативӗн акнӑ ҫӗр лаптӑкӗ — 1295 гектар.
Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Эпӗ ҫак тапхӑрта авланма, мӑшӑрпа икӗ ывӑл ӳстерме, хваттерлӗ пулма, Чантӑр ялӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянса икӗ хутлӑ ҫурт хӑпартма ӗлкӗртӗм.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ сахал мар вырӑн йышӑнать.Много места занимает площадь, выделенная под овощные культуры.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Ҫӗр лаптӑкӗ те ӳссех пынӑ.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Производство лаптӑкӗ 15 пин тӑваткал метрпа танлашать, инвестици калӑпӑшӗ — 400 млн тенкӗ.
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№