Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хурахсем, ҫисе тӑранса, пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса сӑхсӑхрӗҫ, хӑшӗсем ӳплесене саланчӗҫ, ыттисем е вӑрманалла утрӗҫ, е, вырӑссен йӑлипе, канма выртрӗҫ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫакна вӑл тӗнчене пӗлекен ҫын чыслани вырӑнне шутланӑ; хӑйӗн яланхи йӑлипе хӑнине вӑл хӑй пурлӑхне кӑтартса ҫӳренӗ, йытӑ картине илсе пынӑ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Салтак чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те Комиссарӑн пысӑк пуҫне ыталаса илчӗ, вара вӗсем, вырӑс йӑлипе, пӗр-пӗрине виҫӗ хутчен хӗреслӗн чуптурӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Килтисем итлерӗҫ, вара пурте, Гриша тавра пухӑнса, ӑна кайри пӳлӗме илсе кайрӗҫ, ӑна унта вара ял-йыш йӑлипе чунтан-вартан хӑналарӗҫ, ыйтусем парса тӗпчесе ӑнтан ячӗҫ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Василий Васильевич, ҫак пит кӑткӑсах та мар ампутацие хӑех тунӑскер, хӑйӗн яланхи йӑлипе операци вӑхӑтӗнче сестрасемпе хӑйӗн помощникӗсене хаяррӑн ятласа тӑнӑскер, ассистентне темиҫе хутчен те — вӑл вилсе каймарӗ-ши, тесе, Мересьева тӗрӗслеттерчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Командир, хай йӑлипе, яланхи пекех шӑппӑн та ытарлӑн кулкаласа, ун патнелле пӗшкӗнчӗ.Командир, по обычаю своему тихо, загадочно улыбаясь, наклонился к нему.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тул ҫутӑлнӑ чух, подьёмччен кӑшт маларах, ватӑ генерал, училище начальникӗ, яланах ыттисенчен малтан вӑранаканскер, хайӗн кулленхи йӑлипе, хӑйӗн ачисем мӗнле ҫывӑрнине пӑхма спальнӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Командир хваттерӗ вырӑнаҫнӑ тӗле пӗлме пулакан нумай паллӑсем тӑрӑх, разведчиксен йӑлипе никамран ыйтмасӑрах Ваня Солнцев капитан Енакиевӑн блиндажне хӑех хӑвӑрт шыраса тупрӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Халь ҫавна ҫирӗплетесчӗ атте-анне йӑлипе…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вилнисене чӑваш йӑлипе мунча кӗртсе асӑнни, тӑвансемпе рет тухни, амӑшӗ «вӑрлӑх туртма» кайса ҫӳрени, ашшӗн тӗрмери тата вӑрҫӑри инкекӗсем, пӗтӗм ялпа вӑрманта утӑ ҫулни, кил-ҫурт ҫавӑрни, амӑшӗ Шур Хулари ывӑлӗ-хӗрӗ патӗнче виҫшер кун пурӑнса курни-шухӑшлани – тата ытти нумай ӳкерчӗке Иван Павлович Егоров хӑйӗн чӑн ятӗнченех питӗ ҫыпӑҫуллӑн, лайӑх фотоӳкерчӗкри пек пӗр ним сиктермесӗр «натурально» ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫырса кӑтартнӑ.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Ку кӑларӑмра мӑшӑрлану йӑлипе ҫыхӑннӑ статьясем пур.
Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html
Эпӗ хайхи яланхилле чӑваш йӑлипе хуплу, чӑкӑт кӑларатӑп, шӑрттанпа хулӑн кукӑльсене касса хуратӑп.Я по чувашской традиции, как всегда, ставлю хуплу, сырок, нарезала шарттан и большие пироги.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
«Телефонпа кӑна калаҫни иксӗмӗре те ҫырлахтармарӗ. Пӗрне-пӗри килӗшетпӗр тӗк вӑхӑта мӗншӗн тӑсас? Валериан чӑваш йӑлипе мана ҫураҫасшӑнччӗ. Эпир текех ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хулана куҫса килме сӗнтӗм. Пуринчен ытла ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ ку», — калаҫӑва тӑсрӗ телейлӗ хӗрарӑм.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
40. Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иудейсен тасалмалли йӑлипе, ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2. эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3. эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ; 4. мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудейӑран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: Моисей йӑлипе ӳтӗре кастармасан ҫӑлӑнма пултараймастӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне, 9. священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ; 10. вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисусран ыйтнӑ: мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлипе пурӑнмаҫҫӗ? аллине ҫумасӑрах апат ҫиеҫҫӗ? тенӗ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.