Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мишкӑн чун-чӗрине хӑй тахҫантанпах астивсе курман лӑпкӑ канӑҫлӑх ачашласа лӑпкарӗ.Мишка испытывал давно не веданное им чувство покорной умиротворенности.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий курчӗ: хӑй ҫӗр каҫипе ачашласа ӑшӑтнӑ казачка, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ансӑр ал тупанӗпе куҫне картланӑ та, пуҫне майӗпен пӑрса, хыҫран пӑхса ӑсатать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Вӑл, мӗн-ха… ӗнер каларӗ мана: ху ҫумна офицер ҫулӑхас пулсан, ҫывӑрса ил унпа, ачашласа йӑпат, атту Караҫкӑшӑн утсене тытса тухӗҫ е татах мӗн те пулин тӑвӗҫ, терӗ…
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лайӑх ӑратлӑ вӑкӑр ҫине ирӗксӗр ҫӗртен киленсе пӑхса тата куҫӗпе унӑн сарӑрах хӗрлӗ ҫӑмне ачашласа, Лагутин ассӑн сывласа илчӗ те пӑлханчӑк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫыххинчен пӗрне кӑна туртса кӑларчӗ: «Пирӗн станицӑначчӗ ҫакӑ. Вӗтӗрех пирӗн енчи вӑкӑрсем».
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чикарккине чӗртсе, ача Григорий утне тарлӑ мӑйӗнчен ачашласа илчӗ те: «Тавтапуҫ» тесе хӑварса, вӑкӑрсем патне чупрӗ.Закурив, он погладил мокрую шею Григорьева коня, сказал: «Спасибочко», — и побежал к быкам.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Амӑшӗ, Григорий пуҫне хӑй патне пӗшкӗртсе, ӑна ҫамкинчен чуп турӗ те, пирчесе кайнӑ аллипе питӗнчен ачашласа, кӑмӑлӗ ҫемҫелнипе тата хӗпӗртенипе макӑрса ячӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗтреллӗ те ӑшӑ кунсемпе ачашласа ҫупӑрлать ҫӗре январь уйӑхӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Анфиса, — терӗ ӑна ачашласа Ҫемен, — канал ҫинче ӗҫлесе ывӑнатӑн пулӗ?
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Санпа эпир пӗрле ҫав тырра ачашласа пӑхса ӳстернӗ, эпӗ ӑна вӑрламан, государствӑна эпӗ кӳрентерес темен, ҫуркуннеччен кӑна усрас тенӗччӗ, ҫуркунне вара пӗрлешӳллӗ апата ярас тенӗччӗ, — тет…
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗрарӑмсемшӗн ытла та тунсӑхласа ҫитрӗм эпӗ — кашнинех шӑм-шак суракан пуличчен ачашласа тухӑттӑм…Такой я нежный до баб стал, что каждую бы до болятки миловал…
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кусем — Туземнӑй дивизи представителӗсем, — офицер ту ҫыннисем ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ те, чӗлпӗрне карӑнтарса тытса, чӑм тара ӳкнӗ лашине мӑйӗнчен ачашласа илчӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ют ҫын хӑйӗн пуҫӗнче никам умӗнче палӑртмасӑр ачашласа пурӑнакан вӑрттӑн шухӑшсен тупсӑмне тупайманни Листницкий чунне канӑҫсӑр тарӑхупа тӑвӑлтарчӗ.Неразгаданность чужого, сокровенного досадно волновала Листницкого.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Митькӑн хӗрарӑма ачашласа чуна лӑплантарас енӗпе вӗри те пысӑк ӳтне аса илсе, ҫав вӑхӑтрах тата служивӑй парнелесе хӑварнӑ трипперпа асапланса, Аникушка арӑмӗ те хытӑ макӑрса юлчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗннех, кӑкӑр сӗчӗпе ӗмсе илсе пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ачашласа эпекленӗ казак юнех, этем пурнӑҫӗнчи пысӑк чӑнлӑхран ҫӳле тапса хӑпарчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шӑп пулчӗ, ачашласа ҫывратакан шыв кӗрлевӗпе хутшӑнса, арҫын-диктор сасси ҫӗнӗ хыпарсем парасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вагон сӑпкари пек канлӗн сиктерсе пырать, кустӑрмасем шӑлтӑртатни ачашласа ыйха ярать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кондратьев хыҫҫӑн Чурсуна кӗреҫе йӑтнӑ хӑнасем час-часах та час-часах килме пуҫланӑранпа Никифор Васильевич ытла улшӑннинчен унӑн арӑмӗ те тӗлӗннӗ: унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ, вӑл тасарах тумланма пуҫланӑ, пӗррехинче хӑйӗн пиччӗшӗ канаш панипе вӑл вӑрӑм та ҫӑра, кӑвакарма пуҫланӑ сухалне, темиҫе ҫул хушши ачашласа ӳстернӗскерне, тап-таса хырса пӑрахрӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн шӑмӑллӑрах та сарлакарах, пысӑк сухан евӗр сӑмсаллӑ пичӗ палӑрмаллах ҫамрӑкланчӗ, халиччен тӗксӗмрех те ҫынсенчен ютшӑнакан куҫӗсем кӑмӑллӑ савӑнӑҫлӑхпа йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗресне хывмарӑм эпӗ, анчах ачашласа сӑмахсем каларӑм.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗншӗн вӑл Хворостянкина ачашласа пурӑнать.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ Кондратьев юлашки страницӑна ҫавӑрса хучӗ, кӑранташпа сӗтел хӗррине майӗпен шаккаса, кӑранташ вӗҫӗ ҫине пӑхса илчӗ, сӗтел патне пырса тӑнӑ Сергейпе Виктор ҫине: «Эх, ҫамрӑк докладчиксем, эсир хӑюллӑ тезиссем ҫырма пултарнине халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ…» — тесе каланӑ пек тимлӗн те кӑмӑллӑн, ачашласа лӑпканӑ евӗрлӗ пӑхрӗ; ҫакӑн чухне унӑн куҫӗсем палӑрмаллах ҫуталчӗҫ, вӗсенче кулӑ выляса илчӗ, вӑл халь-халь усси ҫине куҫса, тутасене тӗкӗнет пекех туйӑнчӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.