Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем эпӗ килте ҫуккине асӑрхиччен аякка тарса ӗлкӗрме ҫук-ҫке, — темӗн те сиксе тухма пултарать…

Разве успеешь убежать далеко, пока они тебя хватятся, — мало ли что может случиться!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Адвокат ӑна акӑ мӗн каланӑ: укҫана шыраса илесех тесен, суда памалла-мӗн, анчах ку ӗҫе пӑхса тухма васкамасан та пултараҫҫӗ, Тэчер судья ҫакна аван пӗлет.

Адвокат сказал, что выиграет процесс и получит деньги, если им удастся довести дело до суда, но есть много способов оттянуть разбирательство, и судья Тэтчер сумеет это устроить.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Темиҫе хут та пӳртрен тухма хӑтланса пӑхрӑм, анчах нимӗнле шӑтӑк та тупаймарӑм.

Я много раз пробовал выбраться из дома, только все не мог найти лазейки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах, ӑна пулӑшас тесе, никам та хӳтлӗхрен тухма шутламарӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ялӗн хӗрӗсем, хирти ялсене качча тухма тивсен, тем пекех хуйхӑраҫҫӗ вара.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа хирти ялсен хӗрӗсем Энӗшкасси ялне качча тухма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыран суха патне тухма тивмест-ши тесе пыратӑп.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пусмарҫӑсем хӑярланса та сӗмсӗрленсе пынӑ май ӗҫхресченӗсен нациллӗ ӑнланулӑхӗ те ӳсет, вӗсем хӑйсен терчӗ-асапӗшӗн кам айӑплине ӑнкарма тытӑнаҫҫӗ, революционерсем ертсе пынипе тӗрӗслӗхшӗн кӗрешӗве тухма хатӗрленеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Совет халӑхӗ чура тума килнӗ ҫичӗ юта хирӗҫ мӗнпур курайманлӑхӗпе ҫӗкленнине пула фюрер салтакӗсем, хӗрӗх кун хушшинче Раҫҫей витӗр тухма ӗмӗтленнӗскерсем, «пуҫа каялла тӗрӗс илсе кайсан та тӗм пекехчӗ» тени те ӗненмелле илтӗнет.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вуникӗ сехетре тапранса тухма палӑртса хунӑ.

Отъезд был назначен в двенадцать часов.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫав вӑхӑтра Елена та ҫула тухма хатӗрленчӗ.

С своей стороны, Елена также готовилась к отъезду.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров Еленӑн кӗске ҫырӑвне вуласа тухрӗ те хӑйӗн пӳлӗмне тирпейлеме пуҫларӗ, кил хуҫи арӑмне эмелсемпе кӗленчисене пуҫтарса тухма хушрӗ, хӑй вара шалпар халатне хывса сюртук тӑхӑнчӗ.

Инсаров прочел записку Елены — и тотчас же стал приводить свою комнатку в порядок, попросил хозяйку унести стклянки с лекарством, снял шлафрок, надел сюртук.

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Сӑмах май эпӗ сана калама манса кайнӑ: мсье Курнатовский ҫак кунсенче мана качча тухма сӗнет пулас.

 — Кстати, я тебе и забыла сказать: мусье Курнатовский, вероятно, на днях сделает мне предложение.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эсир мана ҫакна каласа пӗлтерессишӗн пурне те пӳлӗмрен тухма хушрӑр-и?

— И вы только для того, чтобы мне это сказать, велели всем выйти?

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл ҫивитти айӗнчен тухма пуҫларӗ.

И он направился к выходу часовни.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена хӳтлӗхрен тухма хатӗрленчӗ…

Елена уже собиралась покинуть свое убежище…

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена кӗнеке тытрӗ, унтан ҫӗлеме ларчӗ, унтан каллех аллине кӗнеке илчӗ; кайран вӑл пӗр аллея тӑрӑх ҫӗр хут утса тухма сӑмах пачӗ те ҫӗр хут утса тухрӗ; унтан Анна Васильевна вылямалли картсем сарса хунине чылайччен пӑхса тӑчӗ… вара сехет ҫине тинкерчӗ: вунӑ сехет те ҫитмен иккен-ха.

Елена взялась за книгу, потом за шитье, потом опять за книгу; потом она дала себе слово пройтись сто раз по одной аллее и прошлась сто раз; потом она долго смотрела, как Анна Васильевна пасьянс раскладывала… да взглянула на часы: еще десяти не было.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Акӑ мӗнле шухӑшсем тухма пӗлмерӗҫ ун пуҫӗнчен… шӑпах тухма пӗлмерӗҫ: вӗсем пӗрре пуҫран тухса каялла ҫаврӑнса килмерӗҫ, вӗсем ун пуҫӗнче пӗр вӗҫӗмсӗр, тӗтре пек, чӳхенсе тӑчӗҫ.

Вот какие мысли не покидали ее… именно не покидали: они не приходили, не возвращались — они беспрестанно колыхались в ней, как туман.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инкеке пула, тавлашусӑр пулмасть, мана вара пурте пӗлеҫҫӗ, пурте шанаҫҫӗ; ҫавӑн пек тавлашусенчен пӗрне тишкерсе тухма чӗнчӗҫ те ӗнтӗ мана.

К несчастию, без ссор нельзя, а меня все знают, верят мне; вот и позвали меня разобрать одну ссору.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл хӑйӗн кӑтра пуҫне сулса илчӗ те шанчӑклӑн, хӑйне хирӗҫ тухма чӗннӗ пекех, ҫӳлелле, тӳпенелле пӑхрӗ.

Он встряхнул кудрями и самоуверенно, почти с вызовом, глянул вверх, на небо.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней