Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗр ҫине нумай тӗрлӗ вӑрлӑх акать те, анчах мӗн акнийӗ кайран пӗтӗмпех сыхланса юлаймасть, нумай тӗрлӗ ӳсентӑран лартсан та, мӗн лартни пӗтӗмпех тымарланаймасть, ҫавӑн пек ку тӗнчене ҫуралнисем те пуртех ҫӑлӑнаймӗҫ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ калам: кашни ҫын ҫинчен Эсӗ нумай пӗлетӗн; эпӗ вара чунӑма ыраттарса Сан халӑху ҫинчен, 16. куҫҫулӗ юхтарса Сан еткерӳ ҫинчен, хурланса-кулянса Израиль ҫинчен, хуйхӑрса-пӑшӑрханса Иаков вӑрлӑхӗ ҫинчен калатӑп.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вӑл ҫапла хуравласа каларӗ: ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ ҫын кӗрешет; 58. ӑна хӑйне ҫӗнтерсессӗн, вӑл эсӗ каланине тӳсӗ, хӑй ҫӗнтерсессӗн вара Эпӗ каланине илӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тинӗсе кӗрес, ӑна курас е унпа хуҫаланас теекен ҫын ҫав тӑвӑр тӗлтен иртмесӗр анлӑ тӗле епле ҫитме пултарӗ?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ мана мӗн хушнине мӗнле ҫын тума пултарӗ? терӗм эпӗ.6. Какой человек, отвечал я, может сделать то, чего ты требуешь от меня?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем хӳхлени, кӑшкӑрса макӑрни хӑш хутлӑхра кӑна, хӑш хулара кӑна е ҫын пурӑнакан хӑш вырӑнта кӑна, хӑш урамра кӑна илтӗнмен-ши?
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах патша, пурте курайман ҫын пулас марччӗ тесе, ҫырни ҫумне ҫапла хушса хунӑ: вӗсенчен кам та кам вырӑнти тӗн йӑлипе пурӑнас тет, ҫавна Александрия ҫыннийӗсемпе тан права памалла, тенӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир ҫапла пӗтсе ҫитнӗ вӑхӑтра ҫак пуҫтах усал ҫын ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑ ятна халалланӑ ҫак сӑваплӑ вырӑна мӑшкӑллама сӗмсӗрленет.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн ҫине пӑхсамччӗ: пире Турра ӗненмен усал ҫын, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗпе, вӑйӗпе мӑнаҫланаканскер, пусмӑрлать.Призри на нас, угнетаемых от безбожника и нечестивца, надменного дерзостью и силою.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем, уҫҫӑнах курӑнакан Турӑ пулӑшӑвӗпе хавхаланнӑскерсем, аллипе вӑрҫӑ вӑрҫса, чӗрипе Турра кӗлтуса вӑтӑр пилӗк пинрен кая мар ҫын пӗтернӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна ирӗксӗртен ҫул кӑтартса пыракан иудейсем: «ҫапла хаяррӑн, этемле мар ан пӗтерсем ӗнтӗ вӗсене, Пурне те Курса Тӑракан сӑваплӑ тунӑ куна хисеплесем» тесессӗн, 3. ҫак киревсӗр ҫын: «шӑматкуна уявлама хушакан Патша тӳпере пурах-ши вара?» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Никанора Иерусалимри пӗр аслӑ ҫын ҫинчен, Разис теекенскер ҫинчен, евитлесе панӑ: вӑл — халӑх тусӗ, ырӑ ятлӑ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗшӗн ӑна иудейсен ашшӗ теҫҫӗ; 38. иртнӗ пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра вӑл иудейсен тӗнӗ ытти халӑхсен тӗнӗпе хутшӑнса каясран сыхӑ тӑнӑ, иудейсене ҫапла сыхласа хӑварасшӑн вӑл ӳтне те, чунне те хӗрхенмен тесе каласа панӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Священниксем вӑл шыракан ҫын ӑҫта иккенне пӗлместпӗр тесе тупа тусах каласассӑн, 33. вӑл, сылтӑм аллине Турӑ Ҫурчӗ еннелле тӑсса, тупа туса каланӑ: эхер те эсир мана Иудӑна тытса ҫыхса памастӑр пулсассӑн, эпӗ ҫак Турӑ Ҫуртне ҫӗрпе танлаштаратӑп, парне вырӑнне ишсе антаратӑп, вара ҫакӑнта Диониса халалласа чаплӑ ҫурт лартатӑп, тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Алким вара, вӗсем пӗр-пӗрне хисепленине, хӑйсем хушшинче килӗштерсе пурӑннине курсассӑн, тӳрех Димитрий патне кайнӑ, вӑл ӑна Никанор патшалӑха хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытнӑ: Иудӑна — патшалӑха хирӗҫ усал ӗҫ тума шухӑшлакана — хӑйӗн хыҫҫӑнхи ҫын пулма лартнӑ тесе каласа панӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иудейсен ҫарӗнчи Родок ятлӑ пӗр ҫын тӑшмансене ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтернӗ, ӑна ӗнтӗ шыраса тупнӑ, ярса тытса хупса лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.