Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хамран хам: чӑнах та вӑраннӑ-ши вара ыйхӑран, тӗлӗк курмастӑп-ши, ӳкнӗ ҫӗрте пуҫ мимине амантман-ши, йӗри-тавра курӑнакан япаласем шухӑшӑм аташнипе куҫӑма ҫеҫ ҫапла ахаль курӑнмасть-ши? тесе выртатӑп.
XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Горева, тарӑн шухӑша путнӑскер, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫурҫӗр тӗлӗнче карап икӗ хутчен ҫав тери , вӑйлӑн ҫӗклене-ҫӗклене илчӗ те, чылай каютӑсен алӑкӗсем уҫӑлса кайрӗҫ, ыйхӑран вӑраннӑ ачасем йӗрсе ячӗҫ, палуба ҫинче матроссен сассисем илтӗнчӗҫ, ҫурма тӗттӗм барта каллех лампӑсене ҫутрӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл «Новосёлра» ыйхӑран вӑранать, кӑнтӑрла «Первомайскинче» е «Микоянра» виноградниксенче калаҫусем туса ирттерет, каҫ пулас умӗнхи вӑхӑтне «Виҫҫӗмӗш Интернационалта», «Телейлӗре» е «Красноармейскинче» ирттерет, каҫхине ӑна Чумандрин совхозӗнчи продуктсем йышӑнакан складра эрех тӑвакансемпе калаҫса тӑнине кураҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӗтел хушшинчен ирхине тӑватӑ сехетре тин тухрӗҫ, Цимбал патӗнче ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре кӑнтӑр иртни икӗ сехет ҫитрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем питӗ паллӑ профессор патне консультацине кайнӑ Юрий ҫинчен, вӗсен ҫемьин пурнӑҫӗ лайӑхлансах пыни ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах ҫав самантра Степка Огарнов чупса килчӗ те американец ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑн рислингпа мухмӑр уҫни ҫинчен тата ҫывӑракан тӑлмача, эрех ӗҫтерсен те, ниепле вӑратайманни ҫинчен каласа пачӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ҫакӑнта ларнӑ чухне унӑн пуҫӗ ҫийӗпе темле хура лӑпкӑ кайӑк вӗлтлетсе иртрӗ те аяккалла вӗҫсе кайрӗ, — кайӑк вӗҫсе иртни ӑна ыйхӑран вӑратса ура ҫине тӑратрӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кусем камсем пулнине вӑл малтанах, ыйхӑран вӑрансанах, сиксе тухас пек тапакан чӗрине аллипе тытса ларнӑ чухнех пӗлнӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ирсеренех, ыйхӑран вӑрансан, ҫынсем тӳрех тӳпенелле пӑхнӑ, сайран-сайран шуса иртекен пӗлӗт таткисене пурне те шутла-шутла ирттернӗ.Просыпаясь по утрам, люди бросали первый взгляд на небо и наперечет считали редкие облака.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Валентина ыйхӑран вӑраничченех пӗр вӗҫӗмсӗр шав илтрӗ: пӳрт тӑррине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатаҫҫӗ, ҫумӑр пӗр минутлӑха та чарӑнмасть.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫакӑ законлӑ йӗркепе пулса пынине, йӗри-таврара мӗн пурри пӗтӗмпех ҫӗкленме пулӑшнине, колхозӑн вӑйӗпе опычӗ ҫӗнӗрен мар, вӗсем ыйхӑран вӑраннӑ пек тухса тӑнине Василий аван ӑнланнӑ, анчах ҫапах та вӑл кӗтмен ҫӗртен улшӑнса ҫӗнелнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма пултарайман.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий, ыйхӑран вӑраннӑ пек, пуҫне сулласа илчӗ:
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хула ыйхӑран вӑраннӑ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Тӑхта-ха, Юлия Константиновнӑна каласа парам ак, ху та ҫывӑрмастӑн, ыттисене те ҫывӑрма памастӑн, — тесе хӑратмалла вӑрҫнӑ ӑна ыйхӑран вӑраннӑ Пашка.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Халь ҫеҫ ыйхӑран тӑнӑ чухнехи пек кӳпченӗ куҫ хупанкиллӗ шуранки пичӗ унӑн тискеррӗн курӑннӑ.Бледное, будто заспанное лицо с припухшими веками казалось сердитым.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Маланья асламӑшӗ автансем авӑтсанах ыйхӑран вӑраннӑ, нумайччен турӑш умӗнче пуҫҫапнӑ.Бабушка Маланья вставала на рассвете, как только петухи пропоют, и долго молилась перед иконой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ыйхӑран уҫӑлса ҫитеймен сасӑпа кӑшкӑрашни, киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫни сывлӑша ҫурать, ҫав вӑхӑтрах ҫынсене хирӗҫ урӑхла сасӑсем — машинӑсем йывӑррӑн хашлатни, пӑс чашкӑрни илтӗнет.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗлӗнмелле ҫын тавра пурне те пӗлме ҫунакансем пуҫтарӑнма тытӑннӑ: малтан шкула каякан ачасем, унтан приказчиксем, кайран Дэбльтоун хӗрарӑмӗсем, пасарсемпе лавккасенчен таврӑнаканскерсем, — пӗр сӑмахпа каласан, ыйхӑран вӑранса, хӑйсен кулленхи ӗҫне тума тытӑннӑ Дэбльтоун ҫыннисем, пурте палламан ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе, чугун ҫул станци ҫывӑхӗнчи хула сачӗн площадкине пыра-пыра кайнӑ…
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чӑнах та, ҫак вӑхӑтра ирландецсем вырӑнӗсем ҫинчен сике-сике тӑнӑ, тахӑшӗ хӑйӑ ҫутнӑ, пурте, ыйхӑран вӑранса, хаярланса кайнӑ Хӑвалӑх ҫынни ҫине пӑхма тытӑннӑ.
XIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ыйхӑран вӑрансан, чи малтанах вӑл, хӑвӑртрах тумланса, куҫкӗски умне пырса тӑнӑ та мӑйӑхне ҫӳлелле пӗтӗрме пуҫланӑ, кун пек хӑтланни вара малтанхи Сӗрӗме пачах улӑштарса янӑ.
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.