Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑлӗсем тухаҫҫӗ-и-мӗн?
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пуҫӗ йӑлт типсе хӑрнӑ, бронза тӗслӗ, каснӑ-лартнӑ авалхи турӑш темелле; сӑмси ҫӗҫӗ пек ҫӳхелсе юлнӑ; тути пачах палӑрмасть, — шӑлӗсем те куҫӗсем кӑна шуррӑн курӑнаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен сайра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем сапаланса тухнӑ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Эпӗ Ася патне чупса пытӑм, вӑл хывӑнмасӑрах выртнӑ, йӗрет: пуҫӗ питӗ вӗри, шӑлӗсем шаккаҫҫӗ.Я побежал к Асе и нашел ее нераздетою, в лихорадке, в слезах; голова у ней горела, зубы стучали.
XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Астӑватӑп, пирӗн пуҫӑмӑрсем ҫав пӑчӑ, ҫурма ҫутӑ тӗттӗмре юнашар пулчӗҫ, ҫав тӗттӗмре унӑн куҫӗсем ҫывӑх та ачашшӑн ҫуталчӗҫ, уҫӑлса тӑракан тути вӗрин сывларӗ, шӑлӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, ҫӳҫ вӗҫӗсем ман питӗме кӑтӑкласа ҫунтарчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Шӑлӗсем тарӑнах шӑтарса кӗнӗ пулас, юнӗ халь те сӑрхӑнать-ха.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫулҫӑ ҫӗре ӳкет, кайран аяла анса малти урисемпе вӗсенчен тытса ҫыртнӑ шӑлӗсем витӗр сӑтӑрса кӑларать.
Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Тискер кайӑкӑн шӑлӗсем ҫӑткӑн кайӑкӑнни пек вӑрӑм, асав шӑллӑ.
Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.
Григорин шӑлӗсем шаккарӗҫ, ҫурӑмӗ сӑрӑлтатрӗ, хӑй те вӑл пӗтӗм кӗлеткипе сиксе чӗтрерӗ, анчах ҫил пек вӗҫтерсе пынипе часах ӑшӑнса ҫитрӗ те хутор патнелле ҫывхарарахпа, йӗри-тавралла унӑн-кунӑн пӑхса, кашни сас-чӗве тимлӗ тӑнласа, лашисене уттарса кайрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорин тута кӗтессисем мӗкӗлтетсе илчӗҫ, ҫӑт ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем хаяррӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.У Григория дрогнули углы губ, в злобном оскале обнажились белые плотные зубы.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл аслӑк айне кайрӗ те, шӑхӑркаласа, кӗрепле шӑлӗсем вартаса савалама пуҫларӗ.Он ушел под сарай и, посвистывая, стал выстругивать зубья на грабли.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй йӑлт шурса-кӑвакарса кайрӗ, шӑлӗсене кашкӑр пек йӗрсе пӑрахрӗ; шӑлӗсем ун, ху пӗлен, ҫӑвар тулли, ҫӗртен катӑк мар.Побелел весь, ощерился, как волк, а зубов у него полон рот, не меньше сотни.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн куҫӗсем яланхи пекех, чӑнласа та ачашшӑн пӑхнӑ, анчах пичӗ, уйрӑммӑнах ҫӑварӗпе шӑлӗсем хускалми кулӑпа пӑсӑлса кайнӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Хуп-хура пит ҫинче шӑлӗсем ун шап-шуррӑн курӑнчӗҫ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Унта, тен, пӳртрен ҫунӑк кӑна юлнӑ… — ҫыртса лартнӑ шӑлӗсем хушшипе сӑрӑхтарчӗ Пантелей Прокофьевич.Там, может, от куреня одни пеньки остались… сквозь стиснутые зубы цедил Прокофьевич.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн ҫӑрах мар хура мӑйӑхӗ айӗнче, аманнӑ шӑлӗсем ҫинче, юн хытса ларнӑ, нумай пулмасть темиҫе тӗлтен шӑйрӑлнӑ сылтӑм питҫӑмарти тӑртӑннӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑлӗсем шурӑ, хӑй, ав, хуртлӑскер пулчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ут шӑлӗсем хушшинче ҫӑварлӑх тимӗрӗ чӑнкӑл-чанкӑл турӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн куҫӗсем ӗлӗкхи пекех ачашшӑн та витӗр пӑхаҫҫӗ, анчах пичӗ, уйрӑмах тутисем, шӑлӗсем темле ют ҫын куллипе кулаҫҫӗ.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вӗсем ӑна темле намӑс сӑмахсем каларӗҫ, кулнӑ чух тарлӑ, тусанланса пӗтнӗ пичӗсенче шӑлӗсем шуррӑн курӑнса ейӗлчӗҫ, кӑмӑл тулли ахӑлтатса кулни, ӑйӑрла кӗҫенсе ахӑрашни илтӗнчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Виҫҫӗмӗш хут штыкпа чикнӗ хыҫҫӑн та вӑл ҫӑварне каркаласа илчӗ; йӗрсе пӑрахнӑ, юнланса пӗтнӗ шӑлӗсем витӗр вӑрӑммӑн хӑрӑлтатса тухрӗ:
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.