Поиск
Шырав ĕçĕ:
Горбуновӑн пичӗ ҫинче савӑнӑҫлӑ кулӑ — ӗлӗкхи пек, эртельри пек ырӑ кулӑ ҫутӑлса илчӗ, унӑн катӑк шӑлӗсем те курӑнчӗҫ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сивӗпе шӑлӗсем шакканӑ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кашни минутрах унӑн сӑнӗ улшӑнса тӑнӑ: пӗрре пит те хӑранипе хытса ларнӑ; тепре ним тума аптӑранӑ пек, унтах тӳсме ҫук хуйхӑрнӑ пек курӑннӑ, куҫ харшийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, куҫҫулӗсем юхса аннӑ; сасартӑк тата шӑлӗсем шатӑртатма тытӑннӑ, сӑнӗ ҫав тери хаярланса кайнӑ, чышкисем хыттӑн чӑмӑртаннӑ — чӗрнисем алтупаннех кӗрсе кайнӑ, вара ачан пырӗнчен хӑрлатакан сасӑсем пӑчӑртанса тухнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том ирхи апат ҫисе шкула пырсан, юлташӗсем пурте ӑна чӑтма ҫук кӗвӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫӳлти шӑлӗсем хушшинче пушӑ вырӑн пулса тӑнӑран Том йӑлтах ҫӗнӗлле майлӑ, тӗлӗнмелле лайӑх сурма пултарче.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шӑлӗсем шакӑрт-шакӑрт шаккаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Унтан вара, ан тив, «ӑйӑрӑн» шӑлӗсем тӑкӑннӑ пулччӑр, апла пулин те парнеленӗ-ҫке-ха ӑна.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ачан пӗрремӗш шӑлӗсем шурӑ мар пулсан (хӑшӗсен хӑмӑр, теприсен хура та пулаҫҫӗ) врач патне каймалла.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Малтанах ачан аялти шӑлӗсем шӑтмалла, кайран ҫӳлтисем.Сначала у ребёнка должны прорезаться нижние, а затем верхние.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Шӑлӗсем ҫук вӗт-ха унӑн.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
– Курӑпӑр, сӑмахна епле тытӑн, – сарӑ-хура шӑлӗсем витӗр чӑртлаттарса сурчӗ бригадир.— Посмотрим, как ты держишь слово, — сквозь желто-грязные зубы пригрозил бригадир.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Шӑлӗсем тӗрӗс мар ҫитӗнни, сывлӑх тӗлӗшпе ытти кӑлтӑк пурри витӗм кӳнӗ.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
7. Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек; 8. ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек; 9. хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ; шӑлӗсем унӑн — арӑслан шӑлӗсем, янах шӑммийӗсем унӑн — ама арӑсланӑнни евӗр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрле тӗлӗкре тӑваттӑмӗш чӗрчуна куртӑм — хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер; шӑлӗсем — темӗн пысӑкӑш, тимӗр; вӑл хыпса ҫӑтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вӑл малтанхи тискер чӗрчунсенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, вӑл вунӑ мӑйракаллӑччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ тата тепӗр тискер чӗрчун, иккӗмӗшӗ, чӗвен тӑнӑ упа евӗрлӗскер; унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче — виҫӗ шӑмӑ; ӑна ҫапла хушнӑ: «тӑр та мӗн килениччен аш-какай ҫи!» тенӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑх шӑлӗсем — этем чунне вӗлерекен арӑслан шӑлӗсем.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинчи чухӑнсене, халӑхри кӗлмӗҫсене ҫиекен ӑру та пур: шӑлӗсем унӑн — хӗҫ, янах шӑммийӗсем — ҫӗҫӗ.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чунӑм арӑслансем хушшинче; эпӗ вут-ҫулӑмпа сывлакансем хушшинче, этем ывӑлӗсем хушшинче выртатӑп, вӗсенӗн шӑлӗсем — сӑнӑпа ухӑ, вӗсенӗн чӗлхисем — ҫивчӗ хӗҫ.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать, ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ; 11. тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет, арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.