Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗпеннӗ лапсӑркка ҫӗлӗкне хывса, шальне салтса, шинелне хывса пӑрахсан, килнӗскер ҫамрӑк та яштака, хура мӑйӑхлӑ гусар пулса тӑнӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл кунта пурӑннӑ вахӑтра хӳме ҫуммипе лартса тухнӑ хурӑнсем халӗ ӳссе, пысӑк, лапсӑркка йывӑҫсем пулса тӑнӑ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗр каҫма лапсӑркка туратлӑ ватӑ чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те ҫырла ҫирӗ, йывӑҫ хупписене тата йӗкел вӑррисене чӑмларӗ.На ночь, забравшись под шатер старой ели, он поел ягод, пожевал коры и семечек из еловых шишек.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Харитоновпа иксӗмӗр вӑрман хӗрринчи лапсӑркка чӑрӑш ҫине хӑпарса лартӑмӑр.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ерипен йӑпшӑнса пырса, пӗр лапсӑркка чӑрӑш ҫумне тӗршӗн-тӗмӗр.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
20. Эпӗ тахҫанах сан сӳсменне ҫӗмӗрсе тӑкрӑм, сӑнчӑрна татса пӑрахрӑм, эсӗ ӗнтӗ: «йӗрӗхсене пуҫҫапмӑп» терӗн, ҫав вӑхӑтрах кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, кашни лапсӑркка йывӑҫ айӗнче аскӑнла ӗҫсем турӑн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Яланхи пекех вӑл хӗвел ҫинӗ кивӗ костюмпа, ҫавна ӑна тахҫан Огнянов панӑ пулнӑ, ылтӑн галунлӑ кепкӑпа, лапсӑркка бакенбарчӗ хӗрлӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ытарайми ӗшнерен ҫурҫӗр енче лапсӑркка йывӑҫ турачӗсен хушшипе Стара-планина ту тӑрӑхӗн икӗ тӳпи курӑнса тӑрать: Кривин та Остробирдо теҫҫӗ ҫав тӳпесене.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак самантра чӳречерен игуменӑн лапсӑркка пуҫӗ курӑнса кайрӗ.В эту минуту за окном появилась большая косматая голова игумена.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.