Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Чӗлхи-ҫӑварӗпе тӑшман ыррӑн курӑнать, ӑшӗнче вара чее ултав тӗвӗлет.24. Устами своими притворяется враг, а в сердце своем замышляет коварство.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫын хӑй ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне шухӑшласа хурать, анчах унӑн утӑмӗсене Ҫӳлхуҫа йӗркелесе тӑрать.9. Сердце человека обдумывает свой путь, но Господь управляет шествием его.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Этем хӑй ӑшӗнче шухӑшне шухӑшлать те, анчах татса парасси Ҫӳлхуҫаран килет.1. Человеку принадлежат предположения сердца, но от Господа ответ языка.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман: 18. хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ, 19. Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче: «Турӑ ҫук» терӗ.
Пс 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана, вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр; 25. хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!] ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен, ӑшӗнче ултавлӑ шухӑш тытман ҫын телейлӗ!2. Блажен человек, которому Господь не вменит греха, и в чьем духе нет лукавства!
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле, ҫылӑх тӑвакансемпе пӗрле ан пӗтерсемччӗ, вӗсем ҫывӑх ҫыннисемпе тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫаҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем усал шухӑш тытаҫҫӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче: «Турӑ ҫук» терӗ.
Пс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Мӗншӗн усал ҫын хӑй ӑшӗнче: «Эсӗ шыраса илмӗн-ха!» тесе, Турра сума сумасть-ши?34. Зачем нечестивый пренебрегает Бога, говоря в сердце своем: «Ты не взыщешь»?
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Усал ҫын хӑйне асла хывса Ҫӳлхуҫана сума сумасть: «айӑпламӗ» тет; ӑшӗнче яланах: «Турӑ ҫук!» тет.25. В надмении своем нечестивый пренебрегает Господа: «не взыщет»; во всех помыслах его: «нет Бога!»
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унӑн айӗнче — ҫивӗч чулсем, вӑл пылчӑк ӑшӗнче ҫав чулсем ҫинче выртать.22. Под ним острые камни, и он на острых камнях лежит в грязи.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и, пире пурне те ама ӑшӗнче пултарман-и?15. Не Он ли, Который создал меня во чреве, создал и его и равно образовал нас в утробе?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун ҫӑварӗнче усаллӑх пылаккӑн туйӑнсассӑн та, вӑл ӑна чӗлхи айӗнче пытарса ҫӳресессӗн те, 13. упрасассӑн та, сыхласассӑн та, ҫӑварӗнчех хыпса ҫӳресессӗн те, 14. ҫав ҫимӗҫ унӑн ӑшӗнче аспид вачӗ пулса тӑрӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: тен, манӑн ывӑлӑмсем ҫылӑха кӗчӗҫ пулӗ, тен, хӑйсен ӑшӗнче Турра хурларӗҫ пулӗ, тенӗ.Ибо говорил Иов: может быть, сыновья мои согрешили и похулили Бога в сердце своем.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.