Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 34

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 21:13

Предложений: 23; Слово: 372

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

Давид псаломӗ.

1. Эй Ҫӳлхуҫа, манпа тавлашакансен тавӑҫне татса пар,
манпа тытӑҫакансене парӑнтар;
2. хулканпа хурҫӑ тумна илсе
мана пулӑшма ҫӗклен;
3. мана йӗрлекенсене хирӗҫ
сӑнӑпа айпӑлти туртса кӑлар;
манӑн чунӑма кала:
«санӑн ҫӑлӑнӑҫу — Эпӗ!» те.

4. Манӑн чунӑма шыракансем
намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр;
мана усал сунакансем
каялла тарччӑр, хисепрен тухчӑр;
5. вӗсем ҫил умӗнчи хывӑх пек пулччӑр,
вӗсене Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑваласа ятӑр;
6. вӗсен ҫулӗ тӗттӗм те шуҫлака пултӑр,
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене хыҫран хӑвалатӑр:
7. айӑпӑм ҫук ҫӗртех вӗсем вӑрттӑн ман валли таната карчӗҫ,
айӑпӑм ҫук ҫӗртех чунӑм валли шӑтӑк алтрӗҫ.

8. Вӗсен пӗр кӗтмен чухне пӗтмелле пултӑр,
ман валли вӑрттӑн карнӑ танати вӗсене хӑйсене ҫаклаттӑр;
ҫавӑнта пӗтмеллипех кӗрсе ӳкчӗр.

9. Манӑн чунӑм вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ,
Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртесе тӑрӗ.

10. Пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм ҫапла калӗ:
«эй Ҫӳлхуҫамӑм!
Сан пекки кам пултӑр тата?

Эсӗ вӑйсӑррине вӑйлинчен хӑтаратӑн,
чухӑнпа мӗскӗне хӑйсене ҫаратаканӗсенчен ҫӑлатӑн».

11. Мана хирӗҫ суя кӳнтеленсем тӑчӗҫ:
манран хам пӗлменнине тӗпчеҫҫӗ;
12. ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ,
вӗсем манӑн чунӑма тытасшӑн.

13. Вӗсем чирленӗ чухне
эпӗ хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрерӗм,
типӗ тытса чунӑма мӗскӗнлетрӗм,
манӑн кӗллӗм хам ӑшӑмах таврӑнатчӗ.

14. Вӗсене юлташӑм, тӑванӑм вырӑнне хурса хурланаттӑм;
амӑшӗшӗн йӗрекен пек хуйхӑрса,
пуҫӑма чиксе ҫӳреттӗм.

15. Эпӗ такӑннӑ чухне вӗсем савӑнатчӗҫ,
пӗрле пухӑнатчӗҫ, мана ҫиекенсем пӗрле пухӑнатчӗҫ,
эпӗ вӗсене палламастӑм та,
вӗсем хӑртатчӗҫ мана, чарӑна пӗлместчӗҫ;
16. мана сӑнатчӗҫ, мӑшкӑллатчӗҫ,
мана хирӗҫ шӑл хӑйратчӗҫ.

17. Эй Ҫӳлхуҫа! ҫакна хӑҫанччен пӑхса тӑрӑн-ши?

Манӑн чунӑма вӗсен усаллӑхӗнчен ҫӑлсам,
пӗртен-пӗррескерӗме ҫав арӑслансенчен хӑтарсам.

18. Сана аслӑ пухура аслӑласа тӑрӑп,
Сана йышлӑ халӑх хушшинче мухтаса тӑрӑп.

19. Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем
мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр,
мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем
пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр;
20. тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем,
ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен
чее кавар тӑваҫҫӗ;
21. ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ:
«аван-ха ку, аван,
куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.

22. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ куртӑн, чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ;
эй Ҫӳлхуҫа! пӑрахса ан кайсамччӗ мана.

23. Эй Турӑҫӑм, эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӑран,
мана сут тума ҫӗклен, манӑн тавӑҫа татса пар.

24. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана,
вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр;
25. хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!]
ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр.

«Хыпса ҫӑтрӑмӑр хайхине» тесе ан калайччӑр.

26. Манӑн хӗн-асапшӑн савӑнакансем
пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр;
ман умра каппайланакансем
хур курччӑр, ҫын кулли пулччӑр.

27. Эпӗ тӳрре тухасса ӗмӗтленекенсем
савӑнччӑр, хӗпӗртеччӗр,
ӗнтӗ пӗр вӗҫӗмсӗр:
«Хӑй чурине канӑҫлӑх сунакан Ҫӳлхуҫа
асла тухтӑр!» тесе тӑччӑр.

28. Манӑн чӗлхем те куллен-кун Санӑн тӳрӗлӗхӳ ҫинчен,
Санӑн мухтавлӑху ҫинчен вӗрентӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней