Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Эсӗ ӑна ытлашши ан ӗнен…

 — Ты ему не очень верь…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савва Виктора ыталаса, кула-кула: «Аха! Усть-Невинскири хусахсем пухӑнаҫҫӗ-ха!» тесе арӑмӗпе паллаштарнӑ чух, арӑмӗ вара лӑпкӑн утса пырса, йӑл кулса, кӑмӑллӑ сассипе: «Хывӑр пальтона, килти пек пулӑр», тесе алӑ панӑ чух, ытлашши савӑнса ҫухрашакан ывӑлӗсене чарса, вӗсене Виктора черетпе кӑтартнӑ вӑхӑтра, унтан Виктора кӑмака ҫумнерех ҫакӑнса тӑракан сӑпкара выртакан пӗчӗк хӗрачине кӑтартнӑ чух, — Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, вӑл килейменшӗн пӑшӑрханчӗ, пӗрре Анюта ҫине, тепре ҫуса, ҫӳҫӗсене тураса якатнӑ ачисем ҫине, ялан кӑмӑллӑ пӳрте пӑхкаласа тӑчӗ.

Пока Савва обнимал Виктора, смеялся и приговаривал: «Ага! Слетаются усть-невинские парубки!»; пока знакомил друга с женой, которая подошла спокойной походкой, протянула руку и сказала своим приятным голосом: «Снимайте пальто, будьте у нас как дома»; пока Савва унимал не в меру развеселившихся сыновей, представлял их по очереди Виктору, а потом отвел друга к висевшей у припечка люльке и показал дочурку, — все это время Сергей думал об Ирине и жалел, что ее еще не было, и все смотрел то на Анюту, то на умытых, причесанных хлопчиков, ощущая тот особенный семейный уют, который всегда был в этом доме.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ҫуртра икӗ агрегат лартма пулать, сире пӗр агрегат та ытлашши.

Там можно ставить два агрегата, а вам и одного хватит с избытком.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ ланд-штурмист ҫур ҫухрӑма яхӑн ӑна ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе кайрӗ; Мишка тӑна кӗрсе ҫитрӗ те, ӑша юн капланса тулнипе антӑхса кайнӑскер, меллӗреххӗн сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ, унтан, мӗн пур вӑйне пухса, ытлашши мекеҫленмесӗрех нимӗҫ ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе тарчӗ.

С полверсты его тащил на себе плотный ландштурмист; Мишка очнулся, почувствовал, что захлебывается кровью, передохнул и, собравшись с силами, без особого труда сорвался со спины немца.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лукомский ытлашши сӑмахсӑр, анчах ҫирӗппӗн татса, пӗр-пӗрин хушшинче кӗрешессине хирӗҫ калать.

Лукомский в сдержанных, но решительных выражениях возражал против продолжения междоусобной брани.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑн чухне Керенскипе Савинков мана министрсем хушшинче шанчӑксӑр ҫынсем пур, ҫавӑнпа та ытлашши ирӗккӗн калаҫма юрамасть, тесе асӑрхаттарчӗҫ.

Министр Керенский и Савинков указали мне, что нельзя всего говорить, так как среди министров есть люди неверные.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ ытлашши васкарӑн, — тӑрӑхласа хуравларӗ Бунчук.

Ты поспешил, — насмешливо отозвался Бунчук.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хаклӑ йышши чултан касса кӑларнӑ пек — ним те ытлашши, ыттисен евӗрли ҫук…

Как высеченное из самородного камня — ничего лишнего, обыденного…

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ставкӑра та, Дон Ҫарӗн походнӑй атаманӗн штабӗнче те Корнилов ҫынсене ытлашши шанать, ҫавӑнпа та вӑл авантюристсен серепине ҫакланнӑ тесе ҫурма сасӑллӑн пӑшӑлтатнӑ.

В ставке и в штабе походного атамана Войска Донского вполголоса передавалось, что Корнилов чересчур доверчив, вследствие чего попал в авантюрное окружение.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ан хыпӑн эсӗ ытлашши!

— Ты не гори дюже!

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши кӗпене хамах паратӑп эпӗ.

— Я сам отдам лишнюю рубаху.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмаха ытлашши лапӑртатмалла мар! — ҫилӗллӗн ятлаҫма пуҫларӗ хальхинче Листницкий.

Балагурить тут нечего! — уже сердито заговорил Листницкий.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнаса тӑракан обоз казакӗсем хӑйне ытлашши хӗпӗртенӗ пек ан шутлаччӑр тесе, Петро юри васкамасӑр утса кайрӗ.

Нарочно укоротив шаг, чтобы наблюдавшие за ним обозные не подумали, что он особенно уж рад, Петро шел навстречу.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши хӗрсе кайнӑ Аникушка, темӗнле акӑш-макӑш хӑтлӑ ҫаврӑм тума хӑтланса, кучӗпе кӑвайт ҫине кайса ларнӑ хыҫҫӑн тин чарӑнчӗҫ.

И кончили, только когда вломавшийся в раж Аникушка, во время одного необычайнейшего по замысловатости колена, упал задом на огонь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурӑнасса Митька, кайӑк хӑраххи, ытлашши шухӑшпа пуҫа ватмасӑр пурӑнчӗ: паян сывӑ — аван, ыранхине — пурнӑҫ хӑй кӑтартӗ.

Жил Митька птичьей, бездумной жизнью: жив нынче — хорошо, а назавтра — само дело укажет.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши час-час ҫитеретӗн! — мӑнукӗсене пӗчӗк кӳпшек тяпписенчен хуллен ҫатлаттарса вӑрҫкаланҫи турӗ Ильинична.

Часто дюже кормишь! — и Ильинична шлепала полные, в складках, ножонки внучат.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши ан хӑвала!

— Не скачи шибко!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл Бунчук ҫине куҫне хӗстерсе тинкеререх пӑхрӗ те ура ҫине тӑчӗ, хӗпӗртенине ытлашши палӑртмасӑр аллине тӑсса пачӗ.

Жмурясь, он вгляделся и встал, со сдержанной радостью протягивая Бунчуку руки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Старикӗ пирӗн, паллах, ытлашши каласа хучӗ: пирӗн полкри офицерсем Цезарь арӑмӗ пек таса.

 — Старик наш, конечно, пересолил: офицеры в нашем полку — как жена Цезаря.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши хӗрӳленсе каякан ҫын мар-ҫке-ха вӑл.

Ведь он не из горячих.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней