Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӑшман сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑшман (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мана аллисемпе сулкаласа кӑтартрӗ, анчах, тӑшман кунта килсе, хӑйӗн ҫыннисен виллисене ан куртӑр тесен, вӗсене ҫӗре алтса пытарасчӗ, терӗ.

Он ответил мне тоже знаками, что следовало бы прежде зарыть мертвецов в песок, чтобы враги не увидели их, если прибегут на это место.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫынҫиене етре чӗреренех тивнӗ, юнӗ нумаях тухман, вӑл ӑша тулнӑ курӑнать, — тӑшман вара питӗ хӑвӑрт вилсе выртнӑ.

Пуля попала дикарю прямо в сердце, и крови вышло немного, произошло внутреннее кровоизлияние, смерть наступила мгновенно.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗскӗнӗн чунне лӑплантарас тесе, эпӗ чӗрӗлекен тӑшман ҫине пӑшалпа тӗллерӗм, анчах ман тискер этем аллисемпе паллӑсем туса кӑтарткалама тытӑнчӗ, вӑл ман пиҫиххи хушшине хӗстернӗ хӗҫҫе ыйтать иккен.

Нужно было успокоить несчастного, я прицелился было в его врага, но тут мой дикарь стал показывать мне знаками, чтобы я дал ему висевшую у меня за поясом обнаженную саблю.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӑшман мӗн-мӗн тума хатӗрленнине эпӗ пӗлместӗп.

Что делается в лагере врага, я не знал.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӑшман тылне разведкӑна яма та ҫын ҫук ман».

— У меня нет даже лазутчиков, которых я мог бы послать на разведку».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла тусан, кунта этем пурӑннине тӑшман пӗлеймӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Если так сделать, неприятель не смог бы открыть никаких признаков человека.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗн ҫӗрлечченех чуна сӳлетекен шухӑшсем пуҫран тухмарӗҫ: эпӗ апат-ҫимӗҫсӗр, выртса-тӑмалли хӳтлӗхсӗр тӑрса юлтӑм-ҫке; манӑн тумтир тавраш те, хӗҫ-пӑшал та ҫук; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсан, ниҫта та тарса пытанаймӑп.

До поздней ночи меня угнетали самые мрачные чувства: ведь я остался без еды, без жилья; у меня не было ни одежды, ни оружия; мне негде было спрятаться, если бы на меня напали враги.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тепӗр хум килсе ҫапса ураран ӳкериччен ҫыран ҫине тухма ӗмӗтлентӗм, анчах хумран тарса хӑтӑлма ҫуккине часах ӑнлантӑм: тинӗс ман ҫинелле пысӑк ту пек ҫӗкленсе пычӗ, ҫӗнме ҫук хаяр тӑшман пек хӑваласа ҫитрӗ.

Я надеялся достичь его, прежде чем набежит и подхватит меня другая волна, но скоро понял, что мне от нее не уйти: море шло на меня, как большая гора; оно нагоняло меня, как свирепый враг, с которым невозможно бороться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл хӑй те юнланса пӗтнӗччӗ, ҫапах та тӑшман ушкӑнне пеме чарӑнмарӗ.

Он тоже обливался кровью, но еще продолжал стрелять в толпу.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те тӑшман енне харӑсах револьверьпе ҫине-ҫине персе ячӗҫ.

Товарищи переглянулись и одновременно разрядили револьверы в густую толпу врагов.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑшман армана штурмпа илме тытӑнчӗ.

Наступление переходило в штурм.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫыруне ал пусмарӗ, хӑй ӑҫта иккенне те асӑнтармарӗ, инкек-синкек пулас пулсан, ҫырӑва ҫывӑх юлташӗсем илес вырӑнне тӑшман аллине ҫакланасран асӑрханчӗ.

Огнянов не подписался и не указал в записке, где он находится, из боязни, что по несчастной случайности письмо может попасть не по назначению, а в чужие, враждебные руки.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӗм каҫ тӑшман вырӑнне пулать, ҫӑва — хамӑр пӗлменни.

Ночь — это враг, могила — это тайна.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ…

когда турки уже взбирались на насыпь укрепления, а другой их отряд стрелял с ближайшей высоты, — окровавленный, черный от порохового дыма, с двумя дырками в одежде, он каким-то чудом избежал вражеских пуль и вырвался из рук неприятеля…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эх, йыт ҫурисем, ӳкӗнӗҫӗ ан пултӑр тесе, пӗрер хут та пулин тӑшман ҫине персе пӑхмаллаччӗ, унтан вара тармаллаччӗ, — ӳкӗтлерӗ таркӑнсене Марин пичче, хӑй хыҫалтан пӑшалпа вӗсене окоп патнелле хӑваласа пычӗ.

— Эх вы, сукины дети, хоть бы по одному разу выстрелили, для очистки совести, а потом уж улепетывали, — укорял беглецов дядя Марин, конвоируя их к окопу с ружьем, наведенным им в спину.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр самантрах ик хуралҫӑ Зли-долӑ еннелле вӗҫтерчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ тӑшман курӑнни ҫинчен ҫар канашне пӗлтерме васкарӗҫ.

В тот же миг двое часовых со всех ног пустились к Зли-долу, чтобы сообщить об этом военному совету.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сыхӑра тӑракансем тӑшман курӑнни ҫинчен окопри ҫынсене пӗлтереҫҫӗ.

Дальние дозоры подавали укреплениям условные знаки, что показался неприятель.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑшман ҫапах та куҫа курӑнмарӗ.

Враг, однако, не показывался.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хаяр тӑшман куҫа ҫеҫ курӑнтӑр, тусан шӑлса тӑкнӑ пек тасатӑпӑр! — каласа хучӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Пусть только покажутся тираны — в порошок их сотрем! — отозвался третий.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта вӗсем паян ытларах та ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ, пит-куҫӗсем хӗпӗртенӗ сӑнпа йӑлкӑшаҫҫӗ, пӑхасса вара хӑйсем тӑшман килессе кӗтнӗ енне мар, Клисурӑ вырнаҫнӑ айлӑмалла пӑхаҫҫӗ, ту хысакӗпе кукӑр-макӑр тӑсӑлакан сукмака куҫ сиктермесӗр тинкереҫҫӗ.

Сегодня здесь наблюдалось особенное оживление, какая-то бодрость светилась во всех глазах, но обращены они были не в ту сторону, откуда ждали врага, а к долине, в которой гнездилась Клисура; люди напряженно впивались взглядом в тропинку, которая вела сюда из города, извиваясь по обрывам.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней