Поиск
Шырав ĕçĕ:
Машук тӑрринче хаяра систерекен шурӑ пӗлӗт выртать, уйӑх хӗвелтухӑҫӗнче хӑпарать, юрпа витӗннӗ тусем катаран кӗмӗл тӗслӗ ҫуталаҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пирӗн юханшывӑн тӗпӗ тӗрлӗ тӗслӗ, раксем те тӗрлӗ тӗслисем — хурисем, симӗссисем, саррисем — ҫакланаҫҫӗ.В нашей реке разноцветное дно, и раки попадались разноцветные – черные, зеленые, желтые.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшса, Геринг хӑйӗн кӑвак тӗслӗ тӗксӗм куҫӗсене пӗлӗтелле ҫӗклерӗ те: мӗн тӑвас, турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ ӗнтӗ! — тесе хучӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Петров сӑнӗ хӑй пуҫӗ айӗнчи минтерпе пӗр тӗслӗ пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурте — аэродром та, палланӑ сӑнсем те, каҫпалахи ылтӑн тӗслӗ пӗлӗтсем те — сасартӑк сулкаланма, вӑраххӑн тепӗр майлӑ ҫаврӑнма, сарӑлса кайма тытӑнчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таҫта аякра, ҫӗр тӗслӗ сасӑсемпе тулнӑ шав ӑшӗнче ҫӗне команда сӑмахӗсем янранӑ хушӑра, пӗтӗм группа мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, анчах тачӑ строя малтанхи пекех тытса пырса, нимӗҫсен ҫулне пӳлме вирхӗнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ эпир Гуд-Гора тӑвӗ ҫине те улӑхса ҫитрӗмӗр, чарӑнса тӑтӑмӑр та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: ун таврашӗнче шупка пӗлӗт ҫакӑнса тӑрать, вӑл сиввӗн сывлани часах тӑвӑл хускаласса систерет; анчах хӗвелтухӑҫ енче таврипех уяр та ылтӑн тӗслӗ, ҫавӑнпа эпир штабс-капитанпа иксӗмӗр тӑвӑл тухасси ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗм тӑкакан хӗрлӗ ҫӗлен аэродром урлӑ авӑнса вӗҫсе каҫрӗ те, вӑраххӑн сирӗлекен кӑвак тӗслӗ йӗр хӑварса сӳнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗрлӗ тӗслӗ сасӑсем хушшинче вӑл инҫетрен хаваслӑн кӑшкӑрнине илтрӗ:
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Ҫӑпатаҫӑн» кӑвак тӗслӗ айӑкӗ прицел хӗресӗнче пысӑкланать.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Юлмастӑп, — илтӗнчӗ ҫӗр тӗслӗ шавпа кӗрлев ӑшӗнчен.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак вӑхӑтра, шлем наушникӗсене тулнӑ тӗрлӗ тӗслӗ шав витӗр, вӑл Чеслов капитанӑн хӑйӑлтатакан сассине илтрӗ:
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав тери илемлӗ те таса кунта, тӗрлӗ тӗслӗ чечексем лартса тухнӑ, яка тротуар тӑрӑх утма кӑмӑллӑ, икӗ енчен — арка евӗрлӗ кӗпер.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Пӗтӗм фронт линийӗ ҫутӑлакан пульӑсен тӗрлӗ тӗслӗ чӗнтӗрӗпе эрешленчӗ.Вся линия фронта сразу покрылась разноцветным бисером трассирующих пуль.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл дуэле икӗ енчен те тӗрлӗрен тӗслӗ калибрлӑ вуншар пин тупӑсем хутшӑнчӗҫ.В этой дуэли с обеих сторон участвовали десятки тысяч стволов самых разнообразных калибров.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем палӑрсанах, уй тӑрӑх кӗрен тӗслӗ хумлӑ-хумлӑ тӗтре туртӑннӑ вӑхӑтрах, иккӗмӗш эскадрилья хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн сывлӑша хӑпарчӗ те, самолётсем, пӗр-пӗрне куҫран ҫухатмасӑр, кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, нумай калаҫса тӑмасӑрах, вӗсене лакпа сӑрланӑ сенкер тӗслӗ «Ла–5» текен ҫӗнӗ самолётсем патне илсе кайрӗ.Он без долгих разговоров подвел их к новеньким, сверкающим лаком голубым самолетам ЛА-5.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн кантӑка ҫапӑннипе аманса, тӑрмаланса пӗтнӗ сӑн-пичӗ ҫул ҫинчи тусан тӗслӗ пулнӑ.Лицо его, все израненное и исцарапанное, должно быть, ударом о стекло, было цвета дорожной пыли.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950