Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ; 4. унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен, 5-6. Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аяла аннӑскерӗ Хӑй пур ҫӗрте те, пурин ӑшӗнче те пулмашкӑн тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗ.10. Нисшедший, Он же есть и восшедший превыше всех небес, дабы наполнить все.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр тӑл-пӳ, пӗр Сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр шанчӑкпа тӑма чӗнсе илнӗ; 5. пӗр Ҫӳлхуҫа, ӗненни те, тӗне кӗни те пӗрех, 6. пӗр Турӑ, Вӑл — пуринӗн те Ашшӗ, Вӑл — пуринчен те аслӑ, Хӑйӗн вӑйне пуринӗн урлӑ та кӑтартать, пурсӑмӑр ӑшӗнче те тӑрать.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2. эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3. эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и — 13. кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Этем ӑшӗнчине ҫав ҫын ӑшӗнче пурӑнакан чунсӑр пуҫне тата кам пӗлтӗр?11. Ибо кто из человеков знает, что в человеке, кроме духа человеческого, живущего в нем?
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хамӑр Турӑран иккенне, пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр, Турӑ — юрату вӑл, юратса пурӑнаканӗ Турӑ ӑшӗнче тӑрать, Турӑ та ун ӑшӗнче пулать.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать.15. Кто исповедует, что Иисус есть Сын Божий, в том пребывает Бог, и он в Боге.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хамӑр Унӑн ӑшӗнче тӑнине, Вӑл та пирӗн ӑшра тӑнине эпир Вӑл пире Хӑй Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр.13. Что мы пребываем в Нем и Он в нас, узнаем из того, что Он дал нам от Духа Своего.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен; ҫынвӗлеренӗн нихӑшӗн те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫук, ун ӑшӗнче ҫук вӑл — ҫакна эсир пӗлетӗр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑран ҫуралнӑ ҫын нихӑшӗ те ҫылӑх тумасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӑшӗнче — Турӑ вӑрлӑхӗ.9. Всякий, рожденный от Бога, не делает греха, потому что семя Его пребывает в нем;
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла.6. Кто говорит, что пребывает в Нем, тот должен поступать так, как Он поступал.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. «Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне ҫаврӑнса пырать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» тесе тӗрӗс каланӑ — вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара ӑшӗнче усал сывлӑш пур ҫын вӗсем ҫине хаяррӑн сиксе ларнӑ та вӗсене пурне те парӑнтарнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, хӗнесе-ватса пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.