Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пӗтӗм кӗлетки пӗр шӑнӑр пек хытса ларчӗ, чӗри вӗри хаваслӑхпа тулчӗ, пуҫӗнчи ҫӳҫӗ те хусканса илчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан, кӑшт тӑрсан, тепӗр сасӑ илтӗнчӗ, ҫав хӑйӑлтатакан хаяр сасӑ та нимӗҫле мӑкӑртатса илчӗ:И уже менее отчетливо другой голос, хриплый и сердитый, пробасил по-немецки.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ним шухӑшламасӑрах каялла пӑхса илчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Федотов, ҫунаттисемпе сулкаласа илчӗ те, палӑртнӑ курспа кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй ҫав вӑхӑтрах уҫӑ чӳрече витӗр пӑха-пӑха илчӗ, — унта официантка Рая хирти чечексенчен букетсем туса, вӗсене пурӑпа тасатса ҫутатнӑ снаряд гильзисем ӑшне лартнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Печорин кравать патне чӗркуҫленсе ларчӗ, унан пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе, хӑйӗн тутине унӑн сивӗнекен тутипе тивертрӗ, лешӗ чӗтрекен аллипе ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ҫапла чуп тунӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн чунне парасшӑн пулчӗ, тейӗн…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑн пекех вӑл Печорин ҫинчен те калаҫрӗ, ӑна тӗрлӗрен ачаш ятпа асӑнчӗ е хӑйӗн джанечкинчен сивӗннишӗн ӳпкелешсе илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗрле вӑл аташма пуҫларӗ, пуҫӗ вӗриччӗ унан, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пӗтӗм тӑлппӑвӗпе сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ашшӗ ҫинчен те, шӑллӗ ҫинчен те темле ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калакаласа аташрӗ; унӑн ту хушшинелле, килне каясси килчӗ пулас…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Крепоҫ алӑкӗ патӗнче пире пӗр ушкӑн халӑх кӗтсе илчӗ; Бэлӑна Печорин патне хуллен кӑна ҫӗклесе кӗрсе, эпир лекаре чӗнтертӗмӗр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман шухӑшпа ҫав самантра вӑл хӑйӗн Карагезне те аса илчӗ пулмалла…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Штабс-капитан ман сӑмаха ӑнланаймарӗ пулас, пуҫне сулкаларӗ те чеен кулса илчӗ: салхуланас йӑлана французсем шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн гренадер тӗллерӗ те… бах! персе ячӗ, тивертеймерӗ, — тарӗ ҫеҫ хыпӑнса илчӗ.Мой гренадер приложился… бац!.. мимо, — только что порох на полке вспыхнул;
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ҫаплине ҫаплах та, — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, — ӗнтӗ вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ!— Все так, все так, — пробормотал он, — уж эти мне проводники!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Григорий Александрович йӑл кулса илчӗ те шӑхӑрса юрлам пек турӗ.— Григорий Александрович улыбнулся и стал насвистывать марш.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Григорий Александрович хӑйне ҫамкинчен чышкипе ҫапса илчӗ те тепӗр пӳлӗмне сиксе тухрӗ.Григорий Александрович ударил себя в лоб кулаком и выскочил в другую комнату.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Бэла ытлах хирӗҫмерӗ, темиҫе хутчен вӑл: «Поджалуста, поджалуста, не нада, не нада», — тесе кӑна илчӗ.она слабо защищалась и только повторяла: «Поджалуста, поджалуйста, не нада, не нада».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Бэла, ҫак сӑмахран тӗлӗннӗ пек пулса, ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.Она посмотрела ему пристально в лицо, как будто пораженная этой новой мыслию;