Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Унӑн сӑмахне пӗрре те пӳлмерӗҫ, анчах каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн шывпа ларакан стакан патнелле аллине тӑссан, вӑйлӑ ҫумӑр пекех, ыйтусем тӑкӑнма пуҫларӗҫ.Его ни разу не прервали, но, когда он кончил и потянулся к стакану с водой, ливнем хлынули вопросы:
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Катара ахаль те нӳрлӗччӗ, ҫитменнине тата иртнӗ кунсенче ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ — пур ҫӗрте те туратсем ҫинче, йывӑрланнипе чӗтренсе тӑракан эрешмен картисем ҫинче шултра тумламсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ те патлата-патлата ӳкеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ те чӳрече патнелле кармашасшӑн тӑрӑшатӑп та, анчах хамӑр пӗчӗк сада кӑна куратӑп, кӗрхи йӗпеннӗ вӗрене ҫулҫисенчен шыв кӳленчӗкӗсем ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем ӳкеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951