Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик йывӑррӑн сывларӗ те ывӑннипе шывланнӑ куҫӗсене хупрӗ.

Старик тяжело вздохнул и закрыл слезившиеся от усталости глаза.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ура ӑйӗнче лӑпкӑн ҫавӑрӑнса юхакан шыв ҫине пӑхса, вал Анфисӑна, унӑн ывӑннӑ, анчах кӑмӑллӑ сӑнарне, ҫырта-ҫырта пӗтернӗ, типсе кайнӑ тутисем ҫинчи кулӑ паллине, унӑн кӑмӑллӑ та илӗртӳллӗ куҫӗсене, ун аллинчи тӑрӑшса та тирпейлӗ чӗркенӗ утияла, утиялпа чӗркенӗ пӗчӗк ачан тӗклӗрех питҫӑмартисене курнӑ.

Он смотрел на тихо кружившуюся под ногами воду, а видел Анфису, ее усталое лицо, виноватую улыбку на сухих, искусанных губах, ее глаза, добрые и приветливые; видел в ее руках аккуратно свернутое одеяло, а в том свертке крохотное личико ребенка с пушком на щечках.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Матвей Кириллович хӑйне хыттӑн тытни курӑнать-ха, вӑл хӑйне лайӑх мар пек пулнине кӑтартасшӑн, анчах, ӑҫта унта, мӗскӗне: куҫӗсене шурӑ тӗтре карса илчӗ, тӗнче илемлӗ те савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, йӗри-тавра хӑватлӑ сасӑсем янӑраҫҫӗ, пӳ-сийӗ тутлӑн йывӑрланать, аллисем усӑнаҫҫӗ, унӑн пурне те хӑй ҫине пӑхса тӗлӗнтерес килет, — вӑл пӗтӗмпех ыр сӑмахсен тыткӑнне кӗрсе ӳкет…

Видно, видно, что Матвей Кириллович крепится, хочет показать, что ему неловко, но куда там бедняжке: глаза уже заволокла мутная поволока, мир наполняется и радостными красками и торжественными звуками, а тело тяжелеет, руки опускаются, и ему уже хочется, чтобы все на него смотрели и восторгались, — весь он во власти лести…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл хӗрсе кайса, ҫамрӑк та ҫулӑмлӑ куҫӗсене йӑлтӑртаттарса калаҫрӗ.

Говорил горячо, блестя молодыми, жаркими глазами.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Старик сухалне ывҫипе чӑмӑртаса тытрӗ те, ҫӑмламас куҫхарши айӗнчи куҫӗсене хӗссе, хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Старик сжимал в кулаке бородку и, щуря глаза под косматыми бровями, продолжал:

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вула, вула, — ҫут куҫӗсене вылятса Сергей ҫине пӑхса илчӗ Глаша.

— Читай, читай, — играя глазами, сказала Глаша.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗнле кӑмӑл вара манӑн? — чӑрсӑртарах та хӑюллӑ куҫӗсене вылятса ыйтрӗ Ирина.

— А какой у меня характер? — живо спросила Ирина, играя озорными глазами.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак самантра Андрейӑн ҫапӑҫу хирнелле пӑхса илес килчӗ, тем пек пӑхса илӗччӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха, тӑпра кӗнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, траншӗйӑра хутланкаласа ларчӗ…

Очень хотелось Андрею взглянуть в эту минуту на поле боя, но он все еще не мог протереть запорошенные землей глаза…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ҫаксене курмарӗ: унӑн куҫӗсене тӑпра сапса лартнӑ-мӗн.

Ничего этого Андрей не видел: ему запорошило землей глаза.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн каланӑ сире? — Юргин йӑлкӑшакан хӑмӑр куҫӗсене хӗссе, Умрихин еннелле туртӑнса илчӗ.

Что сказано? — надвинулся на него Юргин, щуря сверкающие карие глаза.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь вӑл вучах умне выртнӑ та, пӗтӗм пӗвӗпе силлене-силлене илсе, йынӑша-йынӑша хӑсать, хӑйне хӑй кӑкӑрӗнчен яра-яра тытать, пуҫне пӑркалать, пӗтӗмӗшпех халран кайнӑ пек куҫӗсене хупса, йӗпе тутисене ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа илет.

Свалясь у камелька, он рыгал со стоном, встряхиваясь всем телом, хватался за грудь, мотал головой и, обессиленно закрывая глаза, обтирал ладонью мокрые губы.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан вара, ҫийӗнчи юрне силлемесӗрех, пӗр кӗтессе хутланса ларчӗ те, кӑкӑрне тыта-тыта, пурин ҫине те алчӑранӑ куҫӗсене пӑхса, хыттӑн иклетме тытӑнчӗ.

И там, не отряхивая снег, забился в угол и начал звонко икать, хватаясь за грудь и смотря на всех ошалелыми глазами.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑшман пичӗ Андрей алли айне лекрӗ; таҫтан вӑй кӗрсе кайрӗ ӑна, ухмаха ерсех тенӗ пек, вӑл тӑшманӑн сӑмсине, куҫӗсене, тути-ҫӑварне тӑпӑлтарма тытӑнчӗ.

Под руки Андрея попало лицо врага; в безумстве, утроившем силы, он начал рвать его нос, глаза, губы…

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нургалей Хасанов, куҫӗсене йӑлкӑштарса илсе, хӑвӑрт сӗнӳ пачӗ:

Нургалей Хасанов, сверкая глазками, быстро предложил:

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярцев куҫӗсене кӑшт хупрӗ, пуҫне сулса илчӗ.

Ярцев прикрыл глаза, покачал головой.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Олейник тӑчӗ те, куҫӗсене кӑшт сӑмса еннеллерех чалӑштарса, Ярцев ҫине шӑтарас пек тӗллесе пӑхрӗ.

Олейник приподнялся и, слегка сводя глаза к переносью, посмотрел на Ярцева в упор.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Олейник ун ҫине ҫиленсе, куҫӗсене чалӑштарса пӑхрӗ те пӳрнипе кӑчӑк туртрӗ.

Сердито кося глаза, Олейник поманил его пальцем.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унӑн куҫӗсене тӗтре карри хупласа илнӗ пек пулчӗ, ку вара вӑрманти тӗксӗмрех ҫутӑра та лайӑх палӑрчӗ.

И даже в бледном лесном свете видно было, как туманной пеленой застлало его глаза.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ан пӑхӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл тепӗр хут, вара, куҫӗсене шӑлса илсе, Озеров ҫинелле кӑтартрӗ:

Не смотреть! — крикнул он еще раз и, обтерев глаза, указал на Озерова:

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Петя Уралец хӑйӗн хӗрелсерех ларнӑ шывлӑ куҫӗсене Озеров курасран пытарса, кӗсйинчен пӗр йӗкӗр ывҫӑ тӗрлӗ тӗслӗ вӗт чул кӑларса сӗтел ҫине хучӗ — ку чулсене Яхно комиссар Вазуза хӗрринчен ҫакӑнта ҫитиех илсе ҫитернӗ-мӗн.

Пряча от Озерова опухшие, влажные глаза, Петя Уралец высыпал из кармана на стол горсть мелких разноцветных камешков, которые комиссар Яхно нес от самой Вазузы.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней