Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑн-чӑн этем, турат куҫӗсене уҫса хупмасть ҫеҫ выртан каска.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗлме, Канаш хулин масарӗ ҫинче — 11 тӑванла вил тӑпри, унта пирӗн тӑрӑхра сипленнӗ, анчах та йывӑр суранӗсене пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ 377 салтака пытарнӑ.
Тӑванла вил тӑприне йӗркене кӗртнӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d1%82a%d ... 82%d0%bde/
— Ӗлкӗреймерӗн, — тенӗ ӑна амӑшӗ, куҫӗсене шӑла-шӑла илсе.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Пӳрте кӗрсен, пурте ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫӗсене уҫсах маччаналла тӗллесе выртакан Санюк ҫине пӑхса тӑнӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫапла, вӑл куҫӗсене уҫсах маччаналла пӑхса выртнӑ!..
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Каҫӗ теттӗм пулин те, эпӗ ҫав хӗрӗн куҫӗсене курса юлтӑм; ҫурхи таса тӳпе евӗр чакӑрскерсем…
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл куҫӗсене хупнӑ, — ҫывӑрать пулмалла…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Ҫакӑнта, — тавӑрчӗҫ хӗрсем, палламан ҫынна ним пытармасӑрах чее те хитре куҫӗсене кӑштах хӗсерех сӑнаса пӑхса.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Каласа паратӑп тесе, вӑл хӑйӗн бригадинчи тусӗсене темиҫе хутчен те куҫран тинкерсе пӑхнӑ, анчах вӗсен яланах таса та илемлӗ сӑнӗсене, ӑшӑ та хаваслӑ куҫӗсене курсанах пуҫне уснӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Эпӗ унӑн илемлӗ сӑнне, чакӑр куҫӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса савӑнса тӑнӑ пулӑттӑм…»
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Эпӗ унӑн ҫав самантра ҫав тери телейлӗн пӑхакан куҫӗсене асӑрхарӑм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ӑна эпӗ час-часах аса илетӗп те, куҫ умне вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Санюк тухса тӑрать, эпӗ унӑн хурлӑхлӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене, шурӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑррӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫне, унӑн кӑкӑрӗ мӗнле пӑлханса ҫӗкленнине куратӑп.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Эпӗ вӑл кӗсменпе мӗнле ҫӑмӑллӑн ишнине, унӑн хура ҫӳҫне, хура куҫӗсене, хура куҫхаршийӗсене вӑрттӑн сӑнаса пытӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗвел анса ларнӑран кӑштах тӗттӗмленме пуҫланӑ пӳлӗмре эпӗ хӗрача пӑлханнине те, унӑн пичӗ хӗрелсе кайнине те, куҫӗсене темӗнле тӗтре карса илнине те асӑрхаймарӑм, анчах ҫав самантрах хӗрӗн кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннине унӑн сасси чӗтренсе тухни систерчӗ мана.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Вӑл хӑрушлӑх ҫӑл куҫӗсене тата синкер сарӑлма пултаракан тӗп ҫул-йӗрсене хӑвӑрт та тӗрӗс палӑртма, пулӑмсем мӗнлерех аталанассине сӑнласа пама пултармалла, ял хуҫалӑх выльӑхӗсене клеме лартнине тата вӗсене куҫарса ҫӳренине цифра мелӗпе уҫӑмлӑ та объективлӑ учет туса пыма май памалла.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫӳлерех асӑнса хӑварнисем пурте халӑх пурӑнакан вырӑнӑн, муниципаллӑ пӗрлӗхӗн, хулан, пӗтӗм республикӑн малашлӑхри сӑнарне курма, тӗрлӗ программӑсемпе финанс ҫӑл куҫӗсене ҫыхӑнуллӑрах тума тата йышӑнусен комплекслӑхне тивӗҫтерме, юлашкинчен вара синерги ырлӑхӗпе усӑ курма май парать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Пирӗн пӗрлешмелле те Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсене, вӗсен реестрӗсене йӗркелесе, комплекслӑ майпа тишкерӳ туса ирттермелле тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫимун тӑна кӗнӗ пек пулчӗ те, куҫӗсене тутӑрпа шӑлкаласа, виҫ кӗтеслӗ ҫырӑва уҫрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хуҫи вилсен, ҫурчӗ те куҫӗсене хупать иккен.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.