Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӑклӑ вулӑллӑ ватӑ чӑрӑш айӗнче, унӑн шултра шӑнӑр пек тымарӗсем хушшинче, пӗр-пӗр ҫӑткӑн тискер кайӑк выртас ҫӗрте, ҫӗтӗк-ҫатӑкран тунӑ, пит-куҫне карандашпа ҫырса хитрелетнӗ пукане курӑнса ларнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Мӗн-ши ку — тискер кайӑк-и е этем-и?» — шутларӗ Алексей, ҫав самантрах тӗмӗсем хушшинчен те такам иккӗленсе: «ҫынах-ши?» тенӗ пек илтӗнчӗ ӑна.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл никама та курмасть-ха, анчах та ҫак вӑхӑтрах хӑйне такам хыттӑн тинкерсе сӑнанине тискер кайӑк сисӗмӗпе туять.Он не видел, нет, он по-звериному чувствовал, что кто-то внимательно и неотрывно следит за ним.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫав тери хуллен илтӗнет, ӑна тискер кайӑк хӑлхи те пӑрланнӑ йывӑҫ тӑррисем пӗрпек кашланинчен уйӑрса илеймен пулӗччӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей чӗрине йывӑр та тискер хуйхӑ капланса тулчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тертлӗн пурӑннӑ, яланах вӑрманпа, тискер кайӑксемпе, нушапа кӗрешнӗ, ҫур хӗлтенех ҫӗнӗ тырӑ хӑҫан пуласса кӗтме пуҫланӑ.Жили трудно, в вечной борьбе с лесом, со зверем, с думами о том, как дотянуть до нового урожая.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑраничченех канса киленес тесе, Алексей ывӑннӑ тискер кайӑк пек, юр ҫине хутланса выртрӗ.И, чтобы насладиться отдыхом, Алексей лег на снегу, полусвернувшись, как это делает усталый зверь.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн тертлӗ ҫулӗнче ҫул тӑршшӗпех вӑл пӗр-пӗр тискер кайӑка е вӗҫен кайӑка тытма ӗмӗтленсе пынӑччӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сунарҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чее тискер кайӑк этем вилессе сиссен ӑна сыхласа йӗрлеме тытӑнать пулать.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тискер кайӑк пек, тӑватӑ уран упаленсе, вӑл хӗвелтухӑҫнеллех шурӗ, малтанах гипноза парӑннӑ ҫын пек ним шутламасӑр, ҫапӑҫу шавӗ еннелле кайрӗ, унтан шухӑшласах, ӑнлансах упаленме пуҫларӗ: вӑрманпа капла пыма туяпа пынинчен те авантарах иккен, урисем ытлашши ыратмаҫҫӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта нихҫан та никам килсе тухмӗ, тискер кайӑксем кышласа янӑ шӑммисене никам та тирпейлесе пытармӗ.Здесь, может быть, никто никогда не найдет и не похоронит его обглоданных зверьем костей?
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вут сӳнме пуҫласан, сасартӑк тункатана сӗм тӗттӗм чаршавӗ хупӑрласа илнӗ те, вара хыттӑн шавлакан ҫӗрлехи тискер мӗлкесем пӗр-пӗринпе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса, капланса пынӑн туйӑннӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хырӑм выҫҫипе аптранӑ Алексей ҫак пӗчӗк тискер кайӑк чӑрӑш йӗкелӗнче мӗн тупнине пӗлесшӗн пулчӗ.Алексея, у которого теперь пища не выходила из ума, заинтересовало, что же находит в шишках зверек.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та, лутӑрканнӑ шӑмшак тӗттӗм ӑшӗнче каннӑ чух та, тискер кайӑкӑнни пек ҫивӗчленнӗ хӑлха кашни сассах тӑнлать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вут ҫути тискер кайӑксенчен сыхлать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таҫта юнашарах пысӑк та хӑрушӑ тискер кайӑк шӑппӑн пытанса тӑрса хӑйне сыхланинчен асӑрханнӑ пекех, вӑл куҫӗсемпе пӗрехмай айӑккалла пӑхса пычӗ, хӑлхисемпе кашни сас-чӗввех итлерӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та халӗ вӑл тискер кайӑк пек асӑрханса утрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сумкӑра ҫӑкӑр е сухари таврашӗ пулнӑ пулас, анчах та тискер кайӑксем ӑна нимӗн те хӑварман.Был, видно, в сумке хлеб или сухари, да птицы или звери расправились с этой едой.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темӗнле тискер кайӑк унта мӗн пуррине ҫисе янӑ пулас, кышласа шӑтарнӑ сумка патӗнче ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ выртатчӗҫ.Какой-то зверек похозяйничал уже там, и на снегу около прогрызенных дыр валялись крошки.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӗм вӑрманти таса юр ҫинче ун хыҫҫӑн, аманнӑ тискер кайӑк хыҫӗнче юлакан йӗр пек, кукӑр-макӑр йӗр юлса пычӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950