Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хваттерте (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чухнех телефон пирӗн хваттерте шӑнкӑртатнине ӑнлантӑм.

Поднимаясь по лестнице, я понял, что это в нашей квартире трезвонит телефон.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсемпе пӗр хваттерте Алексеевсен ҫемьи пурӑнать.

В одной с ним квартире жила семья Алексеевых.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗчӗк хваттерте гитара янӑрани тата Тая юрри час-часах илтӗнме пуҫларӗ.

Звон гитары и Тайны песни чаще стали раздаваться в маленькой квартире.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хваттерте ухтарчӗҫ, пӗр ещӗк гранатӑпа пӗрле адрессемпе списоксем тупрӗҫ.

Произведен был обыск, вместе с ящиком ручных гранат нашли списки и адреса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чӳречисем садалла тухакан, ӗлӗкхи хӗрарӑм монастырӗнчен уйрӑм хӳмепе уйӑрӑлса тӑракан хваттерте, Цюрберта тупаймарӗҫ.

В квартире, выходящей окнами в сад, отделенный стеной от бывшего женского монастыря, Цюрберта не нашли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Пирӗн патӑрта икӗ казак хваттерте тӑраҫҫӗ, эпӗ ҫавсен кивӗ йӗнерӗн пӗр ҫунаттине атӑ тӗпӗ валли касса илтӗм, ҫавӑншӑн мана казаксем ҫакӑнта илсе килчӗҫ.

— У нас стоят два казака, так я от старого седла крыло отрезал для подметок, а казаки меня сюда и привели за это.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Халь хваттерте мӗншӗн ҫав тӗрлӗ йӗркесӗр пулни те паллӑ ӗнтӗ.

 — Теперь попятно, почему такой кавардак в квартире.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пушӑ хваттерте хӑрамалла ан пултӑр тесе, вӑл унӑн ватӑ ашшӗпе амӑшне чӗнсе, хӑй килӗнче виҫҫӗн пӗрле пурӑнма хушнӑ.

Чтобы ей не страшно было в пустой квартире, он предложил привести своих стариков — отца с матерью — и всем троим жить до его возвращения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Вӑт, Боря, эпир те санпа виҫ пӳлӗмлӗ хваттерте иккӗн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Ҫул майӗпе паян вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехет ирччен сирӗн патӑрта пулатӑп пӑнчӑ Хулари хваттерте кӗтӗр аҫу».

«Буду сегодня проездом от двенадцати ночи до трех утра тчк Ждите на городской квартире папа».

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Эппин епле эсӗ ӑна ирхине пӗр-пӗччен… хваттерте хӑвартӑн-ха?

И ты оставил ее утром одну… в квартире?

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Хваттерте никам та ҫук.

Квартира пустая.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ дворник арӑмӗ патне чупса кайрӑм та ӑна хваттерте пуҫтарса йӗрке тӑвасси ҫинчен каларӑм.

Я побежал к дворничихе и сказал ей насчет уборки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах кала-ха эсӗ, тусӑмҫӑм, мӗншӗн сирӗн хваттерте ытла пит йӗркеллех мар?..

Но скажи, друг мой, почему это у вас в квартире как-то не того?..

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Тусӑмҫӑм, — ыйтрӗ вӑл, — эсӗ ҫак вунпиллӗкмӗш хваттерте пурӑнатӑн-и?

— Друг мой, — спросил он, — ты из этой, пятнадцатой квартиры?

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑрӑ пирӗн хваттерте иккен…

Вор был в нашей квартире!..

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах вӑрӑсем мӗнле те пулин хаклӑ япаласем илсе каясран шикленсе, эпӗ ваннӑна шӑлса типӗтрӗм те унта пур кӗпе-йӗмсене, тумтирсене, атӑ-пушмаксене, сӗтел ҫиттисене, чӳрече каррисене пуҫтарса хутӑм, вара хваттерте Майӑн пӗрремӗшӗ умӗн тасатса пуҫтарнӑ чухнехи пекех пушӑ пулса юлчӗ.

Но так как мне жалко было, чтобы воры забрали что-нибудь ценное, то я вытер досуха ванну, свалил туда все белье, одежду, обувь, скатерть, занавески, так что в квартире стало пусто, как во время уборки перед Первым мая.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫав хваттерте пурӑнакан хӗрарӑм ещӗкрен хаҫатсем илме пынӑ та унта кушак ҫури ҫухӑрса ларнине курнӑ.

Жиличка пошла газеты вынимать, а котенок орет, мяучит.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Форточка ҫилпе шалтлатса илсен, кухньӑра кушак ҫури пуҫтарман савӑт-сапа хушшине лартса хӑварнӑ сӗте лӗрккенине илтрӗм, хваттерте халь пӗр-пӗччен тӑрса юлнине ӑнлантӑм.

И когда от ветра хлопнула оконная форточка и я услышал, как на кухне котенок наш осторожно лакает оставленное среди неприбранной посуды молоко, то понял, что теперь в квартире я остался совсем один.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Сирӗн картишӗнчех, ҫӗр ҫирӗм тӑваттӑмӗш хваттерте пуранатӑп.

Я же в вашем дворе живу, в сто двадцать четвертой квартире.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней