Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ӑна пӗр хӗр кӑна — Марийка Логова ҫеҫ кӑмӑла кайнӑ; пахчара тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Марийка яланах ун куҫӗ умӗнче курӑнса тӑнӑ, Андрей ӑна юратса пӑрахнипе сахал мар вӑрттӑн асапланнӑ…
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Авӑ, пахчара…
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗррехинче, эпӗ темиҫе кун хушши шӑллӑм умлӑн-хыҫлӑнах таҫта пытанса ҫӳренине сисрӗм, унччен ӑна пахчара бамбукӑн типӗ турачӗсене пухса ҫӳренӗ чухне курсаттӑм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Ҫӗрле, урампа пынӑ чух, вӑл такам хӳми хыҫӗнче, пахчара, нарциссен питӗ техӗмлӗ те хӗрӳ шӑршине уйӑрса илчӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Килте ҫук вӑл, вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ ҫырма леш енче, пахчара, купӑста шӑвараҫҫӗ.— Его нет дома, они с женой за речкой, на огороде капусту поливают.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ватлӑх енне сулӑннӑ кил хуҫи ун урлӑ ҫырмана шыв ӑсма ҫӳрет, пахчара купӑста, хӑяр, помидор шӑварать.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Пахчара пӗччен кичем пулас сана, тӗрӗс вӗт?
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Мӗн тӑватӑн эсӗ манӑн пахчара? — кӑшкӑрса ярать вӑл.
Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh
Феня пахчара сарӑхнӑ купӑста ҫулҫисене иртет.На огороде Феня обрывала с кочанов капусты разлапистые голубоватые листья.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пахчара учитель те, амӑш те ҫук иккен.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗнле сӑлтав иккенне тупма тӑрӑшӑпӑр, Санька, — шурӑ пур катӑкне тӗпреткелесе сӑмсине нӑшлаттаркаласа, васкасах «сӑлтав» шутласа тупрӗ: амӑшӗ кунӗ-кунӗпе хирте, унӑн вара килтине те пуҫтармалла, пахчара та ӗҫлемелле.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пахчара хӗвел ӑшшинче хӗрелсе кайнӑ сысна ҫурисем ҫӳреҫҫӗ.На солнце, в огороженном частым плетнем садке, паслись розовые, точно после бани, поросята.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Анисья чӗпсем пӑхать, пахчара купӑста ҫумлать тата урай ҫӑвать, кусене вара пурне те Агафья Матвеевна хатӗрлет.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья кухньӑра та, пахчара та ӗҫлет, чӑх-чӗп те пӑхать, урай та ҫӑвать, кӗпе-йӗм те ухать; вӑл пӗччен туса ҫитереймесен, Агафья Матвеевна та ирӗксӗрех кухньӑра хӑй ӗҫлет: вӑл сахал тӗвет, аллать, хырать, мӗншӗн тесен кофе, корица, миндаль сахал пӗтет, чӗнтӗрсем ҫинчен вӑл шухӑшлама та манчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ пиччӗшӗпе калаҫса пӑхрӗ, тепӗр кунне вара Обломов кухнинчен япаласене йӑлтах Пшеницына кухнине куҫарчӗҫ; кӗмӗл кашӑк таврашне, чашӑк-тирӗке те унти буфета хучӗҫ, Акулинӑна кухньӑран чӑх-чӗп пӑхакан, пахчара ӗҫлекен туса хучӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ лартма пуҫларӗҫ; тӗрлӗрен праҫниксем ҫитрӗҫ: труйски, ҫимӗк, майӑн пӗрремӗшӗ, — кашни уявнех ҫамрӑк хурӑнсемпе, чечек кӑшӑлӗсемпе эрешлесе илемлетрӗҫ, ращара чей ӗҫрӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лекнӗ те-ҫке вара пахчара тытнӑ икӗ ӗнепе пӗр качакана: вӗсен аяк пӗрчисене чиперех шутласа янӑ!Досталось же и двум коровам и козе, пойманным на деле: славно вздули бока!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫумӑр хыҫҫӑн кашнинчех, ман пӳрт умӗнчи пахчара талккӑшпе ӳсекен ҫап-ҫамрӑк сиренӗн йӗпеннӗ ачаш ҫулҫисене ялтӑркка пайӑркасемпе савӑнӑҫлӑн сапаласа, минутлӑха хӗвел пӑха-пӑха илчӗ; ҫемҫе те кӑпаш йӑрансем ҫинче ҫерҫисем хавассӑн кӑшкӑрашни вӑйлӑран вӑйлӑ илтӗне пуҫларӗ; ытларан та ытларах ярпайса реххетленчӗҫ тирексен лӑймакаллӑ хӑмӑр папакӗсем.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӑна пахчара типнӗ ҫӗрулми аври шатӑртатнӑ пек илтӗнчӗ.Ему показалось, что на огороде трещит сухая картофельная ботва.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик пахчара хуранпа чей вӗретет.Гаврик на огороде кипятил в казанке воду — напоить больного чаем.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949