Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ирпе, тӑватӑ сехет ҫитес умӗн, хӗрлисем Каргинскине йышӑнса та илчӗҫ.

На следующий день около четырех часов утра красные цепи уже занимали Каргинскую.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утлӑ разведка кӗҫех Безбородов енче тӑшмана тупайманни, хутортан сылтӑмарах, пӗр тӑватӑ ҫухрӑмра пулӗ, ҫине-ҫинех перкелешни ҫинчен хыпар ҫитерчӗ.

Конная разведка вскоре донесла, что на Безбородовом противника не обнаружено, а правее хутора, верстах в четырех, идет частая ружейная перестрелка.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл — ун чухне ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи каччӑ, — таврара унччен никам курман салтак тӑлаварӗ сырса, Германи вӑрҫинчен чи малтан килнӗ; хутора таврӑнсанах шухӑшӗ-кӑмӑлӗпе йӑлтах большевиксем майли тата, тимлӗхӗпе илсен, хӑйне фронтри пекех ҫирӗп тытни палӑрнӑ.

В семнадцатом году с германской первый пришел он, тогда двадцатичетырехлетний парняга, в невиданных доселе обмотках; принес с собой большевистские убеждения и твердую фронтовую напористость.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патран тиенӗ тӑватӑ лавпа утланса ҫӳремелли икӗ лашана тыткӑна илчӗҫ.

Взято четыре подводы с патронами и две верховые лошади.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ултҫӗр ҫын шутланать вӗсен тӑватӑ сотнинче, анчах пӗр икҫӗрӗшӗ пулӗ ут хуралӗнче ҫӳреҫҫӗ.

Шестьсот человек было в их четырех сотнях, но почти двести коноводили.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӳршӗ хуторсен ытти тӑватӑ сотнине те хӑй патне йышӑнчӗ.

Он принял командование и над остальными четырьмя сотнями соседних хуторов.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулас умӗн Вешенскинчен икӗ лавпа хӗҫпӑшал илсе килчӗҫ: сакӑрвун тӑватӑ винтовкӑпа ҫӗр ытла хӗҫ.

К вечеру из Вешенской привезли два воза оружия: восемьдесят четыре винтовки и более сотни шашек.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ури айӗнче ӑйӑр курман тӑватӑ ҫулхи илемлӗ кӗсре ташласа тӑрать.

Под ним ходуном ходила красавица кобылица, четырехлетняя нежеребь.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн аслашшӗ сакӑрҫӗр вуниккӗмӗш ҫулхи вӑрҫа хутшӑннӑшӑн тӑватӑ пин теҫеттин ҫӗр илнӗ.

Его дед получил за участие в войне восемьсот двенадцатого года четыре тысячи десятин земли.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ мучие ӗлӗкрех Моховсем панулми усранӑ путвала вӑхӑтлӑха хупса лартрӗҫ.

Четырех дедов временно посадили в моховский подвал, где раньше зимовали яблоки.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ лашана тытса тухса кайрӗҫ, кӗсрепе пукрас тихана кӑна тивмерӗҫ.

Четырех коней взяли, оставили кобылу да стригуна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр фронтӑн командующийӗ генерал-майор Иванов штаб начальникӗ Замброжицкипе пӗрле унччен тӑватӑ кун малтан Каргински станицӑна васкаса куҫса каяҫҫӗ.

Командующий Северным фронтом генерал-майор Иванов за четыре дня до этого вместе с начальником штаба генералом Замбржицким спешно эвакуировались в станицу Каргинскую.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр те тӑватӑ ҫул каялла пирӗн атаман, Платов граф, Лондонра хӑнара пулнӑ.

Сто четыре года назад наш атаман граф Платов гостил в Лондоне.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр те тӑватӑ ҫул каялла, март уйӑхӗнче, француз халӑхӗ Пӗрремӗш Александр патшапа Раҫҫей гвардине хапӑл туса саламланӑ.

Сто четыре года тому назад в марте месяце французский народ приветствовал императора Александра Первого и российскую гвардию.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ ҫулхи вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенче-ха, Лешнюв патӗнчи куринке ҫинчен Австро-Венгри ҫарӗсемпе обозӗсем хӗвӗшнине чи малтан сӑнанӑ чухне, унӑн ӑшӗнче: «Мӗнле ҫынсем-ши вӗсем? Мӗнлерехскерсем?» — текен айванла шухӑш ҫуралнӑччӗ.

Наивное чувство родилось в первые дни четырехлетней войны, когда он под Лешнювом с кургана наблюдал в первый раз за суетой австро-венгерских войск и обозов: «А что за люди? А какие они?»

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта, ҫулса пӑрахнӑ тулӑ валемӗсем хыҫне, тӑватӑ тупӑ умлӑн-хыҫлӑн темиҫе снаряд кӑларса ячӗ, анчах — Григорий куна пачах кӗтменччӗ — хӗрлисем хушшинче арпашу-мӗн сисӗнмерӗ; вӗсем васкамасӑр, йӗркеллӗн каялла чакрӗҫ, тип варалла анса кайса, сотньӑна курӑнми пулчӗҫ.

Четыре орудия поочередно слали снаряды туда, за поваленные ряды пшеницы, но, сверх Григорьева ожидания, орудийный огонь не внес заметного замешательства в цепи красных, — они отходили неспешно, организованно и уже выпадали из поля зрения сотни, спускаясь за перевал, в балку.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.

Например, замечал Мишка, что стареющий жеребец Бахарь, неукротимо-злой и грубоватый в обращении с кобылицами, выделял одну рыжую четырехлетнюю красавицу, с широкой прозвездью во лбу и горячими глазами.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенски казакӗсем кунта кӗсресем ҫавӑтса килнӗ, фельдшерпа смотритель утсене мӗнле йышӑннине пӑхса тӑнӑ: кӗсресем ҫӳллӗшпе икӗ аршӑнтан, ҫулӗпе тӑватӑ ҫултан кая мар пулма кирлӗ.

Казаки Вешенского юрта пригоняли маток-кобылиц, фельдшер со смотрителем следили при приеме маток, чтоб ростом каждая была не меньше двух аршин и возрастом не моложе четырех лет.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗрремӗш взвода ҫак виҫӗ кил пулать, иккӗмӗшӗ сулахай енчисене вырнаҫать, виҫҫӗмӗшӗн ҫав ҫӑл тӗлӗнчинчен йӗркипе тӑватӑ кил йышӑнмалла.

Первому — вот три двора, второму — по левой стороне, третьему — вон энтот двор, где колодезь и ишо четыре сподряд.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Массенан салтакӗсем Суворовӑннинчен тӑватӑ хут ытларах.

У Массена в четыре раза больше солдат, чем у Суворова.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней