Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Граната ӳкнӗ вӑхӑтра урапа пуҫелӗкӗ ҫумӗнче утса пынӑ хӗрлӗармееца снаряд лаши-мӗнӗпе тата тепӗр карлӑкӗпе пӗрле ҫӳлелле ывтӑнтарса ячӗ, пӑр ҫине ҫавӑрса ҫапрӗ.

Конного красноармейца, бывшего в момент падения гранаты около передка, вместе с лошадью и перилами моста вынесло и ударило о лед.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.

Пристрельный снаряд с тугим нарастающим скрежетом стал приближаться, и когда вой его, казалось, достиг предельного напряжения, один из воронов, летевший выше, вдруг бешено завертелся, как стружка, схваченная вихрем, и, косо простирая крылья, спирально кружась, еще пытаясь удержаться, стал падать огромным черным листом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куратӑн, капла мӗнле пулса тухать… — куҫӗсемпе хӑйне хӳтӗлекене шыраса, Григорий еннелле хӗпӗртесе ӳкнӗ пек ҫавӑрӑнса тӑчӗ казак.

Да оно, видишь, как выходит… — Казак обрадованно повернулся к Григорию, ища глазами поддержки.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫне хупласа ҫыхнӑ тутӑр салтӑнса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ халь ӑна.

Словно повязка свалилась у него с глаз.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аптраса ӳкнӗ тӑшман, сылтӑмран сулахаялла лаша пуҫӗ урлӑ касма меллӗ мар пирки вырӑнпа улшӑнма пӑхать, ҫухалса каять, ӗнтӗ вилӗм сывлать вара ун пичӗ ҫине…

Обескураженный противник меняет положение, ему неудобно рубить справа налево, через голову лошади, он теряет уверенность, смерть дышит ему в лицо…

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахӑшӗ вӑйлӑн тӗртсе янӑ пек месерле кайса ӳкнӗ май вӑл пӑшал сассине пачах илтмерӗ.

Он не слышал выстрела, падая навзничь, как от сильного толчка.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шырлан тӗпӗнче ав унта анса ӳкнӗ казаксем ҫӗлӗкӗсем ҫинчи юрпа хӑйӑра айванла силлесе аппаланаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем ыраттарнӑ вырӑнсене сӑтӑркалаҫҫӗ.

А на дне яра попадавшие туда казаки глупо стрясали с папах снег и песок, кое-кто потирал ушибленные места.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патронӗсем паҫӑрах пӗтрӗҫ унӑн (тутӑх витнӗ симӗс обоймӑра вӗсем пилӗк штук пулнӑччӗ), вӑл вара, юр айӗнчен пуҫне кӑларса, хушӑран пӗрре, хӑраса ӳкнӗ сӑвӑр пек шӑхӑра-шӑхӑра илчӗ.

Кончились у него патроны (их было пять штук в зеленой проржавленной обойме), и он изредка, высовывая из снега голову, воспроизводил губами звук, очень похожий на высвист, издаваемый сурком в момент испуга.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий юланутӑн ҫӳлелле ялтах ҫӗкленӗ аллинче темле хура япала йӑлтӑртатнине курчӗ, вӑл персе яриччен юр ҫине ӳксе ӗлкӗрчӗ; ӳкнӗ чух кӑшкӑрчӗ:

Григорий увидел вороную штуку во вскинутой вверх руке всадника, успел до выстрела упасть; падая, крикнул:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий чӗлпӗре картах туртса пушатрӗ, чӑм кӑпӑка ӳкнӗ утне ҫӑмӑл ашӑпа ячӗ.

Григорий передернул поводья, коня, осыпанного шмотьями мыла, свел на легкую побежку.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хулпуҫҫийӗ хыҫӗнче чӑнлӑх шыранӑ, иккӗленнӗ, хӑй пачах урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса ӳкнӗ тата ӑшӗ-чиккинче йывӑр кӗрешӳпе асапланнӑ кунсем пулман та тейӗн.

Будто и не было за его плечами дней поисков правды, шатаний, переходов и тяжелой внутренней борьбы.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалтан хӑваласа хаплаттарнӑ та, казак лаши ҫинчен ывтӑнса кайса, ҫатан ҫине ӳкнӗ.

Вдарили вдогон, он с лошади сорвался и завис на плетне.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫатан ҫине ӳкнӗ чухне Мишка пӗр старикӗн аллинче виҫӗ юплӗ тимӗр сенӗкӗн шурӑ вӗҫӗсене курчӗ.

Падая на плетень, Мишка заметил в руках у одного старика белые зубья вил-тройчаток.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах шыв ҫулӗ ансӑрланнӑ вырӑнсенче асапа кӗрсе ӳкнӗ Дон тарӑннӑн шарлакланса юхать, тӑвӑнчӑклӑн кӗрлесе, кӑпӑкпа витӗннӗ шурӑ ҫилхеллӗ хумсене урӑм-сурӑм явӑнтарса хӑвалать.

Но там, где узко русло, взятый в неволю Дон прогрызает в теклине глубокую прорезь, с придушенным ревом стремительно гонит одетую пеной белогривую волну.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юр ҫӑвать, ӳкнӗ ҫӗртех ирӗлет.

Снег падал и таял на лету.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑнтса пӑрахнӑ пек вӗттӗн чӗтреме пуҫланӑ Пантелей Прокофьевич юнашар пӳлӗмри сак тӑрӑх атӑ ҫиппине, ӑптрисене, хурӑн пӑта тултарнӑ пӗчӗкҫӗ банкӑна тӗлсӗррӗн вырӑнтан-вырӑна куҫаркаларӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ, хӗсӗннӗ куҫӗсемпе ҫине-ҫинех чӳречерен пӑхса илчӗ.

Пантелей Прокофьевич в мелком трясучем ознобе бесцельно передвигал по лавке в бокоуше дратву, шилья, баночку с березовыми шпильками и все поглядывал в окно сузившимся, затравленным взглядом.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл утне картах ҫавӑрчӗ те, унпа Григорий лашине кутӑн чакарса, чӗлпӗрне кӑрт-карт турткаласа, шуйханса ӳкнӗ учӗпе чӑнкӑ ҫыранлӑ шырланӑн кукӑр-макӑр тӗпӗ тӑрӑх чи малтан тӗпӗртеттерсе кайрӗ.

И, круто поворачивая коня, тесня им коня Григория, первый поскакал по гулкой крутобережной теклине, работая поводьями, направляя по извилинам тревожный конский бег.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ хутор ҫыннисем ниҫта тухса ҫӳремесӗр пӳрчӗсенче лараҫҫӗ.

Напуганные жители не выходили из домов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл турилккесене вӑйсӑррӑн кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ те, сехӗрленсе ӳкнӗ куҫӗсене Степан ҫинчен илмесӗр, чарӑнса тӑчӗ.

Она остановилась, беспомощно прижимая к груди тарелки, не спуская со Степана напуганных глаз.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лачкам тара ӳкнӗ тутӑ утсене лавҫӑ-украинец тытса пырать.

Возница-украинец погонял упаренных сытых коней.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней